Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Тӗрлӗ тӑрӑхри чӑвашсен юрри-ташшине кӑтартнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 11.12.2014 21:31 | 1761 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

«Павлов кунӗсем» музыка фестивалӗнче Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин пӗчченшер тата хорпа юрлакан уйрӑмӗ «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» театрализациленӗ концерт-спектакль кӑтартнӑ.

Каҫа Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, искусствоведени докторӗ Михаил Кондратьев академик тата Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, «Уяв» фольклор ансамблӗн ертӳҫи Зинаида Козлова профессор хутшӑннӑ. Шӑпах ҫаксем иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче халӑх юррисене юрласси чакнине асӑрхаса чӗртсе тӑратма шут тытнӑ тесе пӗлтерет республикӑн Культура министерстви.

Программӑра Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи фольклорне кӑтартнӑ. Уявӑн иккӗмӗш каҫне чӑваш фольклорне халалланӑ. Уяв хӑнисене Самар облаҫӗнчи «Епле килтӗр, тӑвансем» хӑна юррипе уҫнӑ, кайран анатри чӑвашсен «Саккӑрӑн, саккӑрӑн» ташӑ такмакӗсем малалла тӑснӑ. Людмила Петухова ертсе пыракан «Янтал» фольклор ансамблӗн юрри-ташшине те куракансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ. Вӗренӳ ҫулӗ вӑхӑтӗнче ушкӑн 50-а яхӑн концерт кӑтартать иккен. Хальхинче вӑл Пушкӑртстанри, Тутарстанри тата Сарту тӑрӑхӗнчи юррисене, ҫавӑн пекех анатри чӑвашсен такмакӗсене шӑрантарнӑ. Уява пӗрле юрласа тата ташласа вӗҫленӗ.

Сӑнсем (65)

#культура, #чӑвашлӑх, #Самар облаҫӗ, #музыка училищи, #Шупашкар, #концертсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем