Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине чыслӑн паллӑ турӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Михайлов 19.11.2009 23:17 | 2074 хут пӑхнӑ

Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑвашсен кӑвар чӗреллӗ поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине чыслӑн уявларӗҫ. Уяв шкул дирекцийӗ ҫирӗплетнӗ ятарлӑ план тӑрӑх пулса пычӗ. Чи малтанах чӑваш чӗлхи тата литератури вӗрентекенсем кашни класрах Ҫеҫпӗл Мишши пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне халалланӑ мультимедиллӗ урок презентацисем ирттерчӗҫ. Уроксенче вӗрентекенсем ҫамрӑк Мишшан пултаруллӑ енӗсене туллин ҫутатса пама тӑрӑшрӗҫ, чӑваш поэзине ҫӗнӗ сӗм кӗртнӗ ҫыравҫӑн кун-ҫулне тишкерчӗҫ, ачасен кӑмӑл-сипетне поэтӑн асап-нушаллӑ пурнӑҫӗн тӗслӗхӗпе хавхалантарма май тупрӗҫ.

Уйрамах класс тулашӗнче чылай ӗҫ туса ирттерчӗҫ вӗрентекенсемпе вӗренекенсем. Хамӑр районта иртекен "Ҫеҫпӗл — пирӗн чӗрере" сочиненисен конкурсне хутшӑнса ачасем килте сочиненисем хайларӗҫ. Вӗсенчен чи лайӑххисене суйласа илсе ҫак конкурс жюрине тӑратрӗҫ. 9-мӗш "б" класра вӗренекен Алексей Михайловӑн сочиненийӗ 2-мӗш вырӑн, Николай Марковӑн — 2-мӗш вырӑн, 7-мӗш "а" класра вӗренекен Анастасия Ивановӑн сочиненийӗ вара 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарчӗҫ. Кунсӑр пуҫне шкулта "Чӑваш ачи, сассуна пар!" илемлӗ вулакансен конкурсӗ иртрӗ. Унта 6-9-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем Ҫеҫпӗл сӑвввисене пӑхмасӑр каларӗҫ. Ҫивӗч тупӑшура, сӑмах тата сцена ӑсталӑхӗ кӑтартса Аня Васильева (7а), Анастасия Иванова (7а) тата Елена Степанова (9а) пӗрремӗш, Максим Степанов (5б), Ксения Сергеева (6а), Александра Яковлева (6б) тата Снежана Феофанова (9а) иккӗмӗш, Оксана Журавлевӑпа (7б) Олег Здрок (9а) виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Вӗсенчен чи лайӑххисене район конкурсне йыхравларӗҫ.

"Ҫеҫпӗл Мишши — 110 ҫулта" кроссворд шӗкӗлчессипе те ӑмӑрту иртрӗ шкулта.

Чаплӑ поэтӑн ҫуралнӑ кунне халалласа ачасем "Шкул меридианӗ" электронлӑ хаҫат кӑларнӑ. Унта Алексей Михайлов (9б) ҫырса хатӗрленӗ Ҫеҫпӗл Мишши пурнӑҫне ҫутатакан материала районти конкурсра хаҫатсенчи чи лайӑх материал тесе йышӑннӑ.

Уявӑн пӗтӗмлетӳ каҫне районти чӑваш чӗлхи тата литератури вӗрентекенсем, илемлӗ вулав конкурсне хутшӑнакан ачасем пухӑнчӗҫ. З.П.Михайлова вӗрентекен ҫитес Амӑшӗсен кунне халалласа "Аннерен хакли ҫук" темӑпа уҫӑ урок пачӗ. В.А.Тихонова вӗрентекен вара "Ҫеҫпӗл - пирӗн чӗрере" темӑпа уҫӑ урок ирттерчӗ. Вӗрентекенсен уҫӑ урокӗсене пысӑк хак пачӗҫ, инноваци технологийӗсемпе анлӑн усӑ курнине палӑртрӗҫ.

Шкулӑн акт залӗнче В.М.Михайлов вӗрентекен мастер-класс йӗркелерӗ, Ҫеҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне сӑнлакан презентацисемпе паллаштарчӗ. Унтан ачасем поэтӑн сӑввисене илемлӗ вулассипе тупӑшрӗҫ. Ку конкурса пирӗн шкултан Аня Васильева (7а) район шайӗнче иккӗмӗш вырӑна тухрӗ. Юлашкинчен литература каҫне йӗркелесе пыракан В.М.Михайлов "Ҫеҫпӗл Мишши поэтӑн шӑпи тавра" викторина ирттерчӗ. Хӗрӳ тупӑшура Марина Якимова (Упи шкулӗ), Снежана Феофанова (Красноармейски иккӗмӗш шкулӗ) тата Неля Филиппова (Алманч шкулӗ) ҫӗнтерчӗҫ, поэт пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне питӗ аван пӗлнине ҫирӗплетрӗҫ.

Уява Ӑсан Уҫӑпӗ (О.А.Алексеев) ҫыравҫӑпа Георгий Тусли публицист килнӗ. Вӗсем ачасемпе тӗл пулу ирттерчӗҫ, ачасен пултарулӑхне хакларӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Ҫеҫпӗл Мишши, #чӑваш чӗлхи, #Красноармейски, #Красноармейски районӗ, #шкулсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем