Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Статистика: Ҫӗнӗ ҫула — ҫӗнӗ ҫемьере

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 17.01.2015 19:42 | 1681 хут пӑхнӑ
Статистика

«Ҫӗнӗ ҫула — ҫӗнӗ ҫемьере» республикӑри акцие Хӗрлӗ Чутай районӗ те хутшӑннӑ. Вӑл иртнӗ ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнчен тытӑнса кӑҫалхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗччен пынӑ.

Ҫав тапхӑрта район администрацийӗн опекӑпа попечительство органӗ ача усрава илес шухӑшлӑ ҫынсемпе хастар ӗҫленӗ. Ҫак тӗллевпе вӑл канмалли е уяв кунӗсене те пӑхман – тӗлпулусем йӗркеленӗ. Ҫак тапхӑрта 6 ҫемье 12 ачана тӑван вырӑнне хурса йышӑннӑ.

Серенкассинчи Ярылкинсем унччен хӑйсен тӑван тӗпренчӗкӗсемсӗр пуҫне икӗ ачана усрава илме ӗлкӗрнӗ пулнӑ. Халӗ вӗсем тата тепӗр иккӗне кил ӑшши парас тенӗ. Уйпуҫри Тарасовсем те икӗ ача усрава илнӗ. Халӗ вӗсен хӑйсен тӗпренчӗкӗсене шута илсен тӑватӑ пӗр тӑвана ҫитнӗ. Икӗ ывӑл ӳстерекен Хӗрлӗ Чутайри Михайловсем те ача усрава илнӗ. Унччен ҫав ача Саланчӑкри коррекцилле шкул-интернатра вӗренсе пурӑннӑ. Акчиккассинчи Патяновсем Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче тӗпленнӗ икӗ арҫын ачана кил ӑшши парас тенӗ. Унччен вӗсен хӑйсен пӗр ывӑл пулнӑ. Атнарти Савельевсем Ҫӗмӗрлери ача ҫуртне лекнӗ тӑватӑ ачана ҫемьене илнӗ. Хӗрлӗ Чутайри Серинсем те унти ҫуртри арҫын ачана усрава илнӗ.

#тӑлӑхсем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Хӗрлӗ Чутай, #Уйпуҫ, #Акчикасси, #Саланчӑк, #Пӑрачкав, #ача ҫурчӗсем, #Ҫӗмӗрле, #Серенкасси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем