Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Саланчӑк поселокӗнчи Владимир Алексеевич Сорокин вӑрмана кӑмпана кайсан ҫухални пирки хыпарланӑччӗ. Шел те, ӑна халӗ те тупайман. Вӑл 66 ҫулта.
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ унччен ун пирки ҫапла пӗлтернӗччӗ: килтен кайнӑ чухне кӑвак футболка, спорт шӑлаварӗ, хура тапочка тӑхӑннӑ, пӗрле витре йӑтнӑ. Унӑн ҫӳҫӗ шуралнӑ, куҫӗ кӑвак.
Ҫӗмӗрле районӗнче кӑмпа татма кайнӑ 66 ҫулти арҫын ҫухалнӑ. Ӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ.
Саланчӑк поселокӗнче пурӑнакан Владимир Сорокин кӑмпана ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче кайнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле шурӑ витре илнӗ. Хай кӑвак футболка, спорт шӑлаварӗ, хура тапочка тӑхӑннӑ. Владимир Алексеевич 183 сантиметр ҫӳллӗш, туллирех кӗлеткеллӗ, куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ шурӑ.
Паян 18 сехетре Саланчӑкра «Лиза Алерт» нимеҫисен штабӗ пухӑннӑ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 21 сехетре Ҫӗмӗрле районӗнчи Саланчӑк ялӗнче пушар пулнӑ. Юрать-ха, унта никам та вилмен. Ҫурт, хуралтӑ таврашӗ ҫунса кайнӑ. Кил хуҫисем сывах. Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Чантӑр ялӗнче те, «Тихая слобода» коттедж поселокӗнче, пушар алхаснӑ. Май урамӗнче мунча ҫуннӑ. Ҫулӑм ҫывӑхра ларакан ҫурт ҫине те куҫма пултарнӑ. Пӳрте ҫулӑмран сыхласа хӑварма пултарнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 1220 пушар пулнӑ. Вӗсенче 64 ҫын вилнӗ, 52 ҫын суранланнӑ. Пушарсенчен 127 ҫынна ҫӑлнӑ.
Ҫул ҫитменнисен ӗҫӗпе тата вӗсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Правительство комиссийӗ 2012 ҫултанпа «Лучший общественный воспитатель года» (чӑв. Ҫулталӑкри чи лайӑх общество воспитателӗ) конкурс ирттерет. Пӗлтӗр ку ята илессишӗн 23 ӗҫ тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене конкурс комиссийӗ виҫӗ номинаципе палӑртнӑ.
«Чӗрене ачасене паратӑп» номинацире Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче педагог-психологра ӗҫлекен, Улатӑрта пурӑнакан Оксана Валдаева ҫӗнтернӗ.
«Гражданла позици» номинацире Ҫӗмӗрле районӗнчи Альбина Надеждинӑна палӑртнӑ. Хӗрарӑм Саланчӑкри вӑрман хуҫалӑхӗнче вӑрман хӳтӗлекен патшалӑх инспекторӗнче тӑрӑшать.
«Ҫитӗнӳ патне ҫул» номинаци ҫӗнтерӳҫи — Ҫӗнӗ Шупашкарти Алексей Орлов. Вӑл «Промэлектрострой» организацире химикра ӗҫлет. Ӑна хулари 17-мӗш шкулта ашшӗсен канашӗн ертӳҫине суйланӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Триер ялӗнче пӗртен-пӗр ҫын — ҫичӗ теҫетке ҫул урлӑ каҫнӑ кинеми — пурӑнать. Триер ялне 1929 ҫулта «Триер» (вӑл ят тырӑ тасатмалли ял хуҫалӑх машинине пӗлтерет) колхоз йӗркелесен пуҫарнӑ. Вунӑ ҫултан унта 75 ҫын пурӑннӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче ялта йыш сахалланса юлнӑ. Паян 12 хуҫалӑх шутланса тӑрать пулин те Нина Карпинская ҫеҫ пурӑнать.
Пӗччен ялти кинемие ҫав тӑрӑхри тӳре-шара тата Саланчӑкри юрӑ-ташӑ ӑстисем юбилейпе хисеп тунӑ: вӗсем ӑна киле кайсах саламланӑ. Нина Карпинская мӑшӑрӗпе пилӗк ывӑл ӳстернӗ. Вӗсем пурте ҫемьеленнӗ, Ҫӗмӗрлере пурӑнаҫҫӗ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнче хыпарланӑ тӑрӑх упӑшки вилнӗ хыҫҫӑн пӗччен тӑрса юлнӑ амӑшне курма вӗсем час-часах кайса ҫӳреҫҫӗ. Кинеми 2002 ҫултанпа ял старости шутланать, ялти пурнӑҫ пирки Тури Макарин ял тӑрӑхне пӗлтерсе тӑрать.
«Ҫӗнӗ ҫула — ҫӗнӗ ҫемьере» республикӑри акцие Хӗрлӗ Чутай районӗ те хутшӑннӑ. Вӑл иртнӗ ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнчен тытӑнса кӑҫалхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗччен пынӑ.
Ҫав тапхӑрта район администрацийӗн опекӑпа попечительство органӗ ача усрава илес шухӑшлӑ ҫынсемпе хастар ӗҫленӗ. Ҫак тӗллевпе вӑл канмалли е уяв кунӗсене те пӑхман – тӗлпулусем йӗркеленӗ. Ҫак тапхӑрта 6 ҫемье 12 ачана тӑван вырӑнне хурса йышӑннӑ.
Серенкассинчи Ярылкинсем унччен хӑйсен тӑван тӗпренчӗкӗсемсӗр пуҫне икӗ ачана усрава илме ӗлкӗрнӗ пулнӑ. Халӗ вӗсем тата тепӗр иккӗне кил ӑшши парас тенӗ. Уйпуҫри Тарасовсем те икӗ ача усрава илнӗ. Халӗ вӗсен хӑйсен тӗпренчӗкӗсене шута илсен тӑватӑ пӗр тӑвана ҫитнӗ. Икӗ ывӑл ӳстерекен Хӗрлӗ Чутайри Михайловсем те ача усрава илнӗ. Унччен ҫав ача Саланчӑкри коррекцилле шкул-интернатра вӗренсе пурӑннӑ. Акчиккассинчи Патяновсем Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче тӗпленнӗ икӗ арҫын ачана кил ӑшши парас тенӗ. Унччен вӗсен хӑйсен пӗр ывӑл пулнӑ.
Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть те, малашне нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре юсама тесе хваттер хуҫисем укҫа пухма тытӑнӗҫ. Вӑл тупрана ӑҫта хурса пырассине харпӑрлӑхҫӑсене пухусенче татса пама ирӗк параҫҫӗ.
Ҫак ыйтупа нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле районӗнчи Саланчӑкра пуху иртнӗ. Унти нумай хваттерлӗ ҫуртра (вӑл — Николаев урамӗнчи 8-мӗш ҫурт) пурӑнакансем пуҫтарӑнса калаҫнӑ. Халӑхпа тӗл пулма вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Людмила Егорова тата район администрацийӗн строительство, ҫул-йӗр тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн специалист-эксперчӗ Алина Маскина пырса ҫитнӗ. Вӗсем ҫӗнӗ йӗркепе паллаштарнӑ, пухӑннисен ыйтӑвне хуравланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |