Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Тӗрӗк тӗнчи валли ятарлӑ укҫа кӑларнӑ — Тюрккоин

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.03.2015 13:21 | 1791 хут пӑхнӑ
Тӗнчере

Тӗнче тетелӗнче Тюрккоин текен ирӗклӗ укҫапа усӑ курма май пур. Ӑна Гезел йышшисен шутне кӗртме пулать — расчет счечӗсенчен кашни 28 кунтан 2% катӑлса пырать. Ку вара ҫак укҫана хӑвартрах тавар ҫине улӑштарма хистет — гезел укҫисем ҫак енпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ те. Ҫав вӑхӑтрах 2% тытса юласси перекет счёчӗсене пырса тивмест (анчах унти укҫапа перекет вӑхӑтӗнче усӑ курма май ҫук).

Тюрккоин сайтӗнче ҫӗнӗ укҫа системин лайӑх енӗсене те илсе панӑ: транзакцисем хӑварт пулса иртеҫҫӗ; транзакцисене криптографилле хӳтӗленӗ; счет камӑн пулнине кӑтартмасӑр та пулать; расчет тата перекет счечӗсем тӳлевсӗр уҫӑлаҫҫӗ; API разработчиксем валли уҫӑ тата ытти те. Тӗплӗнрех сайтӑн «Ыйту-хурав» пайӗнче паллашма пулать.

Тюрккоин сайтне сӑмах май чылай тӗрӗк чӗлхи ҫине куҫарнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл тен чӑвашла та пулӗ.

Тюрккоина тенкӗсене те куҫарма пулать. Ҫавӑн пекех электронлӑ укҫасене те тюрккоинлатма пулать: биткоинсене, яндек-енчӗкрен. Шел те, сайтра тюрккоина кам-кам йышӑннине ҫеҫ пӗлтермен. Система ҫӗнӗ пулнипе ҫыхӑннӑ ӗнтӗ ку. API уҫӑ пулнӑран ҫывӑх вӑхӑтра унашкал лавккасем ӳсессе шанӑҫ ҫавах пур.

#тӗрӗксем, #тӗнчере, #тӗнче тетелӗ, #укҫа-тенкӗ, #экономика

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем