Чӑваш Енӗн прокуратурин сумлӑ йышӗ республикӑн Ял хуҫалӑх министерствине ӗҫе ҫӳренӗ евӗр хутлама тытӑнни пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат хыпарлать. Ведомствӑра пысӑк тӗрӗслев пуҫланни пирки асӑннӑ массӑллӑ информаци хатӗрне хӑйӗн ҫӑлкуҫӗ систернӗ имӗш.
Чи малтанах тӗрӗслевҫӗсем ялта тавар туса илекенсене субсиди уйӑрнӑ чух саккуна пӑснипе пӑсманнине палӑртма шухӑшлаҫҫӗ пулать. Ревизорсем ытла та тӗплӗн тӗрӗслени тӳресене кӑштах сисчӗвлентерет те имӗш. «Халӗ пирӗн каҫхи 9–10 сехетченех ӗҫлеме тивет, прокурорсем питӗ тарӑннӑн пӑхаҫҫӗ», — тенӗ-мӗн Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫлекен ҫын маларах асӑннӑ МИХа.
Маларах ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне 666,5 миллион тенкӗ субсиди куҫарса панине, ку вӑл пӗлтӗрхинчен 2,7 хут нумайрах иккенне пӗлтернӗччӗ.