Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Правительство ҫуртӗнче чӑвашла калаҫмасан гардероб тумтир йышӑнмасть!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.04.2010 11:41 | 2177 хут пӑхнӑ
Правительство ҫурчӗ
Правительство ҫурчӗ

Паян ирхине ман Чӑваш Республикин ҫурт-йӗр тата обществӑллӑ инфраструктура аталанӑвӗн министерствине кӗрсе тухма тӳр килчӗ. Сӑлтавсӑр мар ӗнтӗ — Кадыков урамӗн 21-мӗш ҫуртӗнче пурӑннӑран обществӑллӑ транспорт патне ҫитме Кадыковпа Бауман урамӗсен тӑваткалӗ урлӑ иртме тивет. Кунта вара ҫул каҫма питӗ кансӗр — светофор ҫукран машинсем унталла-кунталла вӗҫтереҫҫӗ кӑна. Ӗнер каҫхи ҫапла шутларӑм-шутларӑм та министр ҫумӗ пулса ӗҫлекен Якур Иванччӑ пӗлӗш патне кӗрсе тухас терӗм — тен ҫак вырӑнта светофор лартас ыйтӑва татса пама пулӑшӗ. Калаҫу ҫӑмӑлрах ирттӗр тесе ҫуттине те илтӗм — унсӑр хӑнана ҫӳремеҫҫӗ-ҫке.

Шел те Якур Иванччӑ ман ыйтӑва татса параймарӗ. Министрерствӑра ман ыйтусӑр та ӗҫ нумай иккен — Шупашкарта метро ҫук пулин те обществӑллӑ транспорчӗ пайтах — хӑлтӑр-халтӑр автобусӗсем, троллейбусӗсем кунӗн-ҫӗрӗн пӗр-пӗрин хыҫҫӑн умлӑн-хыҫлӑн хула урамӗсем тӑрӑх хутлаҫҫӗ. Вӗсенче те хӑрушсӑрлӑха ӳстермелле иккен — ҫавӑнпа Якур Иванччӑ ман алла тытса саламларӗ те тӳрех темле канашлӑва юхтарчӗ. Эп вара «Салам!» — теме ҫеҫ ӗлкӗртӗм. Министерство коридорӗнче ҫынсем кӑткӑ йӑвинчи пек хӗвӗшнине курсан ман ыйту мӗн тери пӗчӗк пулнине туйса илтӗм те каялла ҫул тытрӑм.

Шӑп та лӑп ҫакӑнта ӗнтӗ пӗр пулӑм асӑрхарӑм — хӑш-пӗрисем хӑйсен пальтовӗсемпе курткисене пӗрле йӑтса ҫӳреҫҫӗ. Хул хушшине хӗстернӗ те коридор тӑрӑх вӑшлатаҫҫӗ ҫеҫ! Хӑшӗ-пӗрисем — ҫиелти тумӗсене хывмасӑрах. Малтан кунта гардероб ӗҫлемест пулӗ тесеччӗ, анчах та асаилтӗм те — манне йышӑнчӗҫ-ҫке... Тараватлӑ хӗрарӑм ман ҫӳхе пальтона кӑмӑллӑн илсе юлчӗ, тимӗр нумӗрккене пачӗ. Хайхи пальтова илнӗ май чӑтаймарӑм, ҫынсем мӗншӗн хӑйсен ҫиелти тумне гардероба парса хӑварманни пирки пӳлӗм хуҫинчен ыйтрӑм. Хӗрӗхсенчен иртнӗ хӗрарӑм ман ҫине тимлӗн пӑхса илчӗ те ҫапла хуравларӗ:

— Вӗсем чӑвашла пӗлмеҫҫӗ.

— Вара?

— Вара акӑ мӗн: чӑвашла манпа калаҫмасан вӗсен ҫиелти тумне йышӑнмастӑп. Ҫавӑ ҫеҫ, — терӗ Таиҫ-инке ман пальтова тавӑрса.

Гардероб хуҫипе калаҫнӑ хыҫҫӑн акӑ мӗн пӗлтӗм: Таиҫ-инке (вӑл мана хӑйне ҫапла чӗнме ыйтрӗ) кунта виҫҫӗмӗш кун ӗҫлет ӗнтӗ. Ун умӗн ӗҫлекен хӗр декрета кайнӑ тет те ҫак вырӑн пушаннӑ тет. Ӗҫ вырӑнне Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи ӗҫ биржи тупса панӑ иккен. Таиҫ-аппа Акшикре пурӑнать пулин те ӗҫе кашни кун тухать — ирхи маршруткӑпа шӑп та лӑп ӗҫ кунӗн пуҫламӑшне ҫитет. Хӑш-пӗр кун хулара пурӑнакан ывӑлӗ патӗнче ҫӗр каҫать.

Ҫӗнӗ пуҫлӑх ҫӗнӗлле шӑлать теҫҫӗ те Таиҫ-инке та ҫӗнӗ вырӑнта ҫӗнӗлле ӗҫлеме шутланӑ иккен. Чи малтан вӑрҫакансем те тупӑннӑ, анчах та Таиҫ-инкене кӑшкӑрса ҫӗнтерме пултарайманнине ҫынсем часах ӑнланнӑ. Хӑш-пӗрисем чееленсе те пӑхнӑ — гардероб патне ҫитсен хӑйсен пальтоне е курткине тӑсса шыв сыпнӑ пек тӑнӑ. Таиҫ-инке кунта та маххӑ паман — вӑл та вӗсене хирӗҫ тӑрса пӗр сӑмах чӗнмесӗр куҫӗсенчен кӑнн! пӑхнӑ. Паллах, маларах ҫиелти тум хуҫисен парӑнма тивнӗ — Таиҫ-инке пӗр сӑмах чӗнмесӗр кунӗпе тӑма пултарать!

Ҫапла май виҫӗ кун хушшинче министерствӑсенче ӗҫлекен чылай ҫын чӑвашла сӑмах перкелешме пуҫланӑ. Пӗрремӗш кун гардеробра вунӑ-вунпилӗк пальтопа куртка ҫакӑнса тӑнӑ пулсан, паян пӑхса илтӗм те — гардеробри ҫекӗлсенчен ҫурри ҫеҫ пушӑ. Таиҫ-инке опытне Правительство ҫуртӗнчи буфетра ӗҫлекен Клавье-аппа та усӑ курасшӑн иккен. Вара чӑвашла пӗлмен министерство ӗҫченӗсен ирӗксӗрех выҫӑ ҫӳреме тивет пулас.

#Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #чӑваш чӗлхи, #Акшик

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://gov.cap.ru/main.asp?govid=21
 

Комментари:

Victor // 1936.87.4419
2010.04.01 23:57
Victor
inttereslĕ, avttorĕ kam?
2010.04.02 07:35
Аçтахар Плотников
Эпĕ :)

//кам та кам хыпарта хăйне тупрĕ пулсан — ку пĕтĕмпех ăнсăртран, никама та кунта ятарласа асăнма шутламан.
Victor // 3031.88.3903
2010.04.02 22:09
Victor
ку калав, фикци, е? эсĕ лапсарта пурăнаттăн, ман урамра мар.
2010.04.03 00:10
Аçтахар Плотников
Ну ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчине епле ĕненме пулать-ха вара? :) Сан урамна ятарласа суйламанччĕ :) Хăшĕ куç тĕлне пулчĕ — çавна усă куртăм. Картта çине пăхса — ытлашши йăнăш ан пултăр терĕм ĕнтĕ. Ĕненмесле пултăр тесе çул тăваткалне те ахальлине çеç илтĕм (унта чăн та светофор çук пулĕ?) — машинсем ытлашши кансĕрлемелле марччĕ (карттă тăрăх).
Паллах, автобусĕсемпе троллейбусĕсем те хальхи вăхăтра — çĕннисем çӳреççĕ (малтан «Лапсар çывăхĕнчи тимĕр-тăмăр купине ямалли çеç» тесе çырасшăнччĕ те, çырмарăм).
Калав шухăшĕ пĕррехинче çав правительство çуртĕнче илтнĕ калаçуран çуралчĕ — тумтире илнĕ чухне пĕлĕшсемпе чăвашла калаçса тăраттăмăрччĕ те гардероб хĕрарăмми: «Ай епле хитре чăвашла калаçаттăр, тахçанах чăвашла калаçнине кунта илтменччĕ» тесе каласаччĕ. Çавна аса илтĕм те çакнашкал хыпар çырас шухăш çуралчĕ. :)
Victor // 3031.88.3903
2010.04.03 09:10
Victor
питĕ лайăх кулăш. эп публикаци кунне асăрхаман та. ))
кадыков урамĕ чăнах бауман урамĕ çине тухать, светофор çук, анчах машинĕсем те нумай мар, кансĕрлемеççĕ.
таиç-аппа пекки те фантастиккăлла сăнар кăна пулма пултарать. ))
маттур!
2010.04.03 15:31
Эпĕ вара чăнахах пулнă пулĕ тесе ĕненсе лартрăм. Ниушлĕ правительство çуртĕнче кун пек хастар хĕрарăм тупăннă? - тесе тĕлĕнтĕм. Çакнашкал Таиç инке тупăнасса кĕтмелли кăна юлчĕ ĕнтĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем