Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш чӗлхи вӗренме «Хавал» лагерь пулӑшӗ!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 02.04.2010 11:02 | 2326 хут пӑхнӑ
Йӑлӑм енче питӗ хитре вара!
Йӑлӑм енче питӗ хитре вара!

Ҫапла, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшпе 11-мӗшӗ хушшинче, Атӑлӑн леш енче (йӑлӑмра) «Хавал» ҫуллахи лагерь ӗҫлӗ. Ӑна «Хавал» ятлӑ хастар ушкӑн йӗркелет, вӗсене «Ӑнӑҫу чӗлхи» ятлӑ ют чӗлхесен шкулӗ пулӑшать.

Ҫак лагере йӗркелекенсем ӑна кашни ҫул пухасшӑн, ӑна ирттересси йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ. Хавалҫӑсен шухӑшӗпе чӑвашла калаҫакансем хушшинче вӑхӑт ирттерни чӗлхене вӗренме пулӑшать. Унсӑр пуҫне ку меслетпе усӑ курса халӑх йӑли-йӗркисемпе, унӑн историйӗпе, культурипе паллашма пулӗ теҫҫӗ. Уҫӑ сывлӑш, кӑвайт патӗнчи калаҫу — ҫакӑ пӗтӗмпех чӑваш чӗлхине ӑша хывма, чӗлхе аталанӑвӗн ҫулне тупма, тӗрлӗ регионсенче пурӑнакан чӑвашсем хушшинче туслӑха ҫирӗплетме пулӑшатех тесе шутлаҫҫӗ.

«Хавал-2010» лагерь программинче:

чӑваш чӗлхи урокӗсем (чӑвашла пӗлменнисем е япӑхрах пӗлекенсем валли). Опытлӑ педагогсем вӗрентӗҫ.

◊ тематикӑллӑ лекцисемпе семинарсем. Чӑваш культури епле аталанмалла, хӑш ҫулпа каймалла? Ҫӗнӗ чӑваш хула культури мӗнле пулмалла? Аталантарма мӗн ҫитмест? Хуравсем тупма ятарласа чӗннӗ экспертсем те пулӑшӗҫ.

◊ алӗҫ ӑстисен пултарулӑхӗ. Сире чӑвашла тӗрлеме, чӑваш кӗпине ҫӗлеме, йывӑҫ касма тата ытти ӑсталӑха вӗрентӗҫ.

◊ спорт мероприятийӗсем. Лагерьте эсир чӑваш кӗрешӗвӗпе тата ытти халӑх вӑййипе паллашма пултаратӑр. Пушӑ вӑхӑтра мечӗк те ахаль выртмӗ пулӗ.

◊ каҫхине сире кӑвайт кӗтӗ — ун умӗнче гитара сасси пурин кӑмӑлне те уҫӗ, савӑнтарӗ.

◊ тата ытти те.

 

Ҫӗр каҫасси ирӗклӗ — ҫывӑрма палаткӑра та, кану базинче те пулать. Кану базинче, паллах, тӳлевлӗ — кунне 500 тенкӗ.

 

Лагерьте вӑхӑта ирттересси — тӳлевлӗ (укҫасӑр хальхи вӑхӑтра май ҫук :) ). Хальтерех тӳлесен (ҫӗртмен 1-мӗшӗччен) — 300 тенкӗ, каярах — 400 тенкӗ. Лагерь уҫӑлнӑ кунне вара 500 тенкӗ таран кӑларса хума тивӗ. Апат тӳлевсӗр ҫитермеҫҫӗ — е хӑвӑрпа пӗрле илсе килмелле, е кану ҫуртӗнчипе ҫырлахма тивӗ (маларах пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ — кунне 500 тенкӗ патнелле).

 

Ҫак лагере каяс шухӑш ҫуралчӗ пулсан — ҫак телефонсемпе ҫыхӑнмалла:

23-02-03 («Ӑнӑҫу чӗлхи» офисӗ, Шупашкар)

68-50-51 (Александр Блинов, Шупашкар)

8-903-187-86-79 (Александр Савельев, Мускав)

Лагере хутшӑнма шутлакансен анкета ҫырса тултармалла пулӗ — ӑна chuvash.haval@gmail.com адреспа ямалла.

 

Тӗл пуличчен!

#Шупашкар, #лагерьсем, #хавал, #чӑваш чӗлхи, #Ӑнӑҫу чӗлхи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем