Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Аслӑ Елчӗк шкулӗн вӗренекенӗ — «Орленокра»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Любовь 02.05.2015 10:17 | 1559 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Хура тинӗс хӗрринче, Краснодар енчи Туапсе хулинче 45 километрта вырнаҫнӑ «Орленок» ача-пӑча центрӗнче 11–15 ҫулсенчи ачасем ҫулталӑкӗпех канаҫҫӗ. Унта шкул, спорт комплексӗ, культурӑпа спорт керменӗ, вулавӑш, инфраструктурӑн ытти объекчӗсем те пур.

Кӑҫалхи ҫул республикӑн Вӗренӳ министерстви шкулсенче вӗренекен хастар та пултаруллӑ ачасем валли 11 путӗвка уйӑрса панӑ. Ҫавсен хушшинче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 8-мӗш класра вӗренекен — Юлия Адюкова та пулнӑ. Унта вӑл ака уйӑхӗн тӑршшӗпех канма пултарчӗ. «Орленокра» каннӑ ачасем патне паллӑ ҫыравҫӑсем, ӑсчахсем, спортсменсем, артистсем тӗлпулӑва пырсах ҫӳренӗ.

Кунта кашни кунах тӗрлӗ конкурссем, вӑйӑсем иртнӗ. Маттур та сӑпай Юля яланах малтисен ретӗнче пулнӑ. Тӗрлӗ конкурссенче ӑмӑртса призлӑ вырӑнсем ҫӗнсе илме пултарнӑ. Спорт ӑмӑртӑвӗсенче те яланхи пекех малти вырӑнсенче пулса тав хучӗпе грамотосене тата кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Тӑрӑшуллӑ хӗрачан пӗрре те алӑ усса ларма вӑхӑт пулман. Уроксем хыҫҫӑн ҫӑмран йӑваласа тӗрлӗрен чӑваш эрешӗсем, чечексем тума вӗренсе сертификат илме пултарнӑ вӑл. Отрядри тус тантӑшӗсене те хавхалантарса пыма пултарнӑ Юля, ҫавӑнпа та пулӗ вӗсен отрячӗ ялан малти ретре пулнине хӗпӗртесе каласа парать вӑл шкулти тантӑшӗсене.

#Аслӑ Елчӗк, #кану, #Елчӗк районӗ, #ачасем, #шкулсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем