Кӑмӑл-туйӑма алӑра тытма айӑплава пурнӑҫа кӗртекенсем вӗрентеҫҫӗ. Усалланса кайсан ҫын кашкӑра ҫаврӑнать тейӗн. Ҫав самантра вӑл ним те итлесшӗн мар, хӑйӗннех перет. Шӑпах хӗрсе кайнӑ вӑхӑтра преступленисем пулаҫҫӗ те чылай чух. Кӑштахран ҫын мӗн туса хуни пирки ҫавӑрттарса илейӗ те, анчах... чавса ҫывӑх та — ҫыртма ҫук.
Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службинче условлӑ майпа айӑпланса шутра тӑракансене кӑмӑл-туйӑма тытса чарма, ал-урана ирӗке ямалла маррине тӑтӑшах вӗрентеҫҫӗ иккен. Психологсем вӗсемпе тӗрлӗ психокоррекци программипе ӗҫлесе хӑвӑрт ҫилленсе кайса усалланасран асӑрханма хӑнӑхтараҫҫӗ. Ҫак уйӑхра специалистсем Красноармейски, Канаш тата Вӑрнар районӗсенчи тата Ҫӗнӗ Шупашкарти филиалсене ҫитсе условлӑ айӑпланнисемпе тӗл пулӗҫ.