Канаш районӗнчи Ачча ялӗнчи вулавӑш ӗҫченӗ Л.В.Пантелеймонова кӗҫӗн класра вӗренекенсене сирене халалланӑ уяв ирттерме чӗннӗ. Сирене мӗншӗн Ҫӗнтерӳ чечекӗ теҫҫӗ? Вӑл мӗнпе усӑллӑ? Ҫак тӗмме мӗншӗн сирень тенӗ? Ҫак тата ытти ыйтӑва вулавӑш ӗҫченӗ хуравланӑ, ачасене тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.
Л.В.Пантелеймонова ачасене 1945 ҫулта совет ҫыннисем ҫӗнтерӳпе таврӑнакан салтаксен пуйӑсне сиреньпе пенине каласа кӑтартнӑ. Тата унчченхи ҫынсем каланӑ тӑрӑх, 1945 ҫулта ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа Ҫӗнтерӳ парачӗчченех (ҫӗртмен 24-мӗшӗ) Мускавра сирень шӑрши тӑнӑ. Ҫак шӑршӑ ҫапла Ҫӗнтерӳпе ҫыхӑннӑ.
Вулавӑш ӗҫченӗ сиренӗн чечекӗ, ҫулҫи, вуллин хуппи, папки усӑллӑ пулнине каласа кӑтартнӑ. Вӑл ӑна мӗнле пухмаллине, епле упрамаллине ӑнлантарнӑ.
Ҫавӑн пекех ачасем сиреньрен мороженӑй, сироп, варени, салат тунине пӗлнӗ.
Сӑнсем (5)