Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Курнавӑш шкулӗнче Елчӗк тата Шупашкар районӗсенчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен семинарӗ пулса иртрӗ. Семинар ӗҫне Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ Н.Г. Иванова хутшӑнчӗ.
Н.Н. Круглова вӗрентекен Елен Нарпи ҫырнӑ «Тивӗҫ» калавӗ тӑрӑх 6-мӗш класра вӗренекенсемпе уҫӑ урок ирттерчӗ. Вӑл «Килти вулав кӗнекинчи» асӑннӑ калава суйласа илни те ахаль мар. Елен Нарпи 9-10–мӗш классенче Курнавӑш шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. Вырӑскасси ялӗнчен шкула ҫӳрекен Елена Димитриевӑн литература еннелле пысӑк туртӑм пуррине вӗрентекен ун чухнех асӑрханӑ. Уйрӑмах Лена пултарулӑх сочиненийӗсене илемлӗ те сӑнарлӑ чӗлхепе ҫырма пултарни пурне те савӑнтарнӑ. Малашнехи пурнӑҫ ҫулне те вӑл аслӑ шкулпах ҫыхӑнтарнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн кунтах студентсене вӗрентме юлать. Елен Нарпи (Елена Петровна Чекушкина) — филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Вӑл паянхи чи тухӑҫлӑ ҫыракан ҫамрӑксенчен пӗри. «Сетреслӳ ӗмӗрӗ» калав (1990), «Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑрки» повесть (1995), «Чечексем ҫеҫке тӑксан» повесть (1998) тата ытти произведенисем шӑпах ҫакна ҫирӗплетеҫҫӗ те. Ун пултарулӑхӗ пӗрре пӑхсан ансат пек, анчах та ку ҫиелтен пӑхсан ҫеҫ ҫапла. Шалта вара ҫамрӑксен пурнӑҫӗн кӑткӑс хутшӑнӑвӗсем, вӗсене тарӑнрах ӑнланас тесессӗн хӑвӑн та чунпа тасарах пулмалла. Чун илемӗ, этем тивӗҫӗ, юрату — ӗмӗрхи ҫакӑ ыйтусем канӑҫ памаҫҫӗ ӑна. Унӑн илемлӗ чӗлхепе ҫырнӑ повеҫӗсемпе калавӗсене вулама пуҫласан сана темле каласа памалла мар тухатупа тыткӑнлать. Кусем йӑлтах Елен Нарпи пултарулӑхӗн иксӗлми вӑйӗ пулса тӑраҫҫӗ те ӗнтӗ. Тата ҫакна та палӑртса хӑвармалла, Е. Нарпи юлашки вӑхӑтра шкул ачасем валли те сахал мар ҫырать.
Малтанах Н.Н.Круглова вӗрентекен Елен Нарпи пурнӑҫӗпе пултарулӑхне сӑнлакан презентаципе паллаштарчӗ, ҫыравҫӑн биографийӗнчи паллӑрах самантсене аса илчӗ.
«Тивӗҫ» калав — 6 мӗш классен «Килти вулав кӗнекине» кӗнӗ хайлав. Кашни ҫыннӑн тенӗ пекех ҫӗр ҫинче юратнӑ кӗтес пур. Вӑл эпир ӳснӗ вырӑнсем, тӑван ял, атте-анне, палланӑ ҫынсем. Пурте вӗсем пирӗн чунсене ҫав тери ҫывӑх. Пирӗн йӗри-тавралӑх, кӑмӑл–туйӑм йӗркеленӗвӗ ҫывӑхри пулӑмпа пӗрле аталанса пырать. Калав харкамҫи — Алюш Петров, икӗ ҫул салтакра пулса тӑван ен хакне аван ӑнланса илнӗ. Сакӑр-тӑхӑр ҫул каяллахи ун куҫӗ умне тухса тӑрать. Юрпа ҫумӑра, хӗвелпе ҫиле пула сӑрри кайса пӗте пуҫланӑ кивӗ кӑна хӗрринчи йывӑҫ пӳрте курсан вӑл Хреҫҫи аппӑшне аса илет. Ялан асра тытнӑ пулсан та унччен кӗрсе тав сӑмахӗ калайманшӑн пӑшӑрханать.
Ман шутпа, Алюш нимӗнле киревсӗр ӗҫ те туман. Ашшӗсӗр тӑлӑх ӳсни те, ачасем куншӑн час-часах йӗплесе илни те хуҫса ӳкереймен ӑна. Математикӑпа уксахлакалани пулнӑ-ха. Ҫавӑнпах Геронтий Никонорович вӗрентекен шкулта кая хӑварать ачана, каҫ пуличченех тытать. Ҫил-тӑмана пула Алюш ҫул ҫинче аташса каять. Ҫӗлӗкне ҫухатни тарам, чутах аташса вилмест. Ҫав вӑхӑтра Хреҫҫи аппӑш сурӑххисене валли аслӑк ҫинчен утӑ илме тухман пулсан, мӗн кӗтнӗ пулӗччӗ-ши?
Шкул вӗрентекенӗ киле кӑштах маларах янӑ пулсан каҫ сӗмӗллӗ ҫил-тӑманра Алюш та аташман пулӗччӗ. Анчах та пирӗн пурнӑҫ, чылай чухне тулашри (апла пулсан та тӗп сӑлтав ҫанталӑк пуль) кӗтмен япаласемпе ылмашӑнать. Чун- чӗрери ырӑ енсем — «чыс», «тивӗҫ», «пӗр-пӗрне ӑнланни» тата ытти те пирте мӗн ачаран аталанса пымалла.
Мӗн-ха вӑл тивӗҫ? Тивӗҫ сӑмах вӑл анлӑ ӑнлав. Ку калавра вӑл — уйрӑм ҫыннӑн кӑмӑл-сипечӗпе ҫыхӑннӑ, тав сӑмахне вӑхӑтра калайманни пулса тӑрать. Алюш хӑй тивӗҫне ырана хӑварса пырать, хӑйне ҫӑлнӑ ҫынна асӗнчех тытса пурӑнать, анчах та кая юлать. Вӑл салтакран таврӑннӑ ҫӗре Хреҫҫи аппӑш ҫӗре те кӗнӗ иккен. Хамӑра йывӑр вӑхӑтра пулӑшнӑ ҫынсене вӑхӑтра тав тума мӗншӗн манатпӑр-ши? Акӑ мӗн ҫинчен ку калав.
Малалла В.В. Воронова «Чӑваш чӗлхипе литератури урокӗсенче ИКТ мелӗпе усӑ курасси» темӑпа мастер-класс ирттерчӗ. Паянхи кун вӗрентӳ ӗҫӗнче ҫӗнӗ технологипе усӑ курмасӑр май ҫук. Ҫавӑнпа та вӗрентекен кулленхи ҫӗнӗлӗхсене алла илме тӑрӑшать. ИКТпа усӑ курнӑ уроксем ачасен вӗренес туртӑмне ӳстереҫҫӗ.
Вӗрентӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин доценчӗ Н.Г. Иванова вӗрентӳ ӗҫӗнчи ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗ.
Пухӑннисем Н. Н. Круглова вӗрентекен уҫӑ урока паянхи ҫӗнӗ технологипе усӑ курса, методика тӗлӗшӗнчен ҫӳллӗ шайра ирттернине палӑртрӗҫ.
В.Н.Воронова, Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ.