Куславкка районӗнчи шыв тасатакан сооруженисем таса шыв вырӑнне сиенлӗ концентратсем кӑларнӑ-мӗн. Нефтепродукт, сульфатсем, хлоридсем… Ку концентратсен тулли мар списокӗ-ха.
Ҫакна вырӑнти прокуратура пӗтӗмлетнӗ. Концентратсем нормативран ытларах тухнӑ-мӗн. Фосфат, тӗслӗхрен, 100 хут нумайрах. Нитратсем вара — икӗ хут. Ытти япаласен тӗлӗшпе те лару-тӑру ҫакӑн пекех.
Пӗлтӗр кӑна унта 200 кубла метр хура шыв тухнӑ. Ку йӑлтах Шурӑ Воложка юханшывне кайнӑ. Вӑл вара Куйбышев шыв управне кӗрет. Унтан вара чылай хулана шывпа тивӗҫтереҫҫӗ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, сооруженире хӑй вӑхӑтӗнче юсав ӗҫӗсем туман. Ҫавна май унта кислород сахал лекет. Вӑл шыв тасатакан микроорганизмсем валли ҫитмест-мӗн.