Утӑн 24-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Кивӗ Мӗлӗш ялӗнче уяв ирттернӗ. Халӑх ял кунне паллӑ тума пухӑннӑ. Уява Кульцав ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Евгения Нараткина уҫнӑ. Ял ҫыннисене саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев та ҫитнӗ.
Леонид Николаев ял ҫыннисемшӗн тунӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Кивӗ Мӗлӗшре ҫулӑн пӗр пайне юсанине аса илтернӗ вӑл.
Вулавӑш ӗҫченӗ Галина Степанова ял историйӗпе паллаштарнӑ. Камсем унта пӗрремӗш пурӑннӑ? Мӗн ӗҫленӗ вӗсем? Ял мӗнле аталаннӑ? Ҫаксене йӑлтах каласа кӑтартнӑ вӑл.
Унтан концерт пуҫланнӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем сцена ҫине тухса юрласа ташланӑ. Ал ӑстисен ӗҫӗсене курав евӗр йӗркеленӗ. Вӗсен илемӗпе кашниех киленме пултарнӑ. Паллах, спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртнӗ. Уявра кашниех шӳрпе тутанма пултарнӑ.
Сӑнсем (24)