Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: АПШ

Тӗнчере
Никита Тӗнче Инстаграма вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
Никита Тӗнче Инстаграма вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Паллӑ чӑваш велоҫулҫӳревҫин, Никита Тӗнчен, ҫемйи Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене кайма хатӗр.

Никита Тӗнче Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьене АПШна кайма виза панӑ. Халӗ вӗсем меллӗ вариантсене тишкереҫҫӗ. Африкӑра вырнаҫнӑ Мароккӑран (Тӗнчесем халӗ унта) АПШна вӗҫмелли чи йӳнӗ авиабилет 100 пин тенке яхӑн тӑрать иккен. Аса илтерер: ҫул ҫӳреве Никита хӑй, мӑшӑрӗ Анастасия тата вӗсен пӗчӗк хӗрӗ Ая тухса кайнӑччӗ. Ҫемье икӗ велосипедпа пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳрет. Унсӑр пуҫне вӗсен ача валли велокӳме пур. Тепӗр майлӑ каласан, самолета мӗнпур багажа вырнаҫтармалла. Мароккӑри Касабланка хулинчен Нью-Йорка тӳррӗн вӗҫес тесен 120 пин тенкӗ тӳлемелле.

Ҫынсем укҫа пухнипе ҫемье 80 пин тенкӗпе билет туяннӑ ӗнтӗ. Кунсӑр пуҫне багажшӑн тӳлеме тивӗ.

 

Чӑвашлӑх

«Тӗлӗнмелле!!! Чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче Чӑвашсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацине йӗркеленӗ», — ҫапла пӗлтернӗ Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ, «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗ Лидия Филиппова мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнра пӗлтернӗ.

Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче Чӑвашсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн президенчӗ пулма Майяминче пурӑнакан Валерия Лукьянова суйланӑ. «Чӑн-чӑн чӑваш ниҫта та пӗтмест! Надежда Николаевна Сандркина, Валерий Николаевич Лукьянов, тав сире ҫавӑн пек чӑваш чунӗллӗ пулнӑшан, халӑха пӗрлештернӗшӗн», — тесе ҫырнӑ Лидия Филиппова.

Надежда Сандркина — марафонка. СССРӑн пӗрлештернӗ командинче пулнӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑвашкассинче ҫуралнӑ.

 

Культура

Чӑваш режиссерӗн Алекс Платӑн документлӑ ӗҫӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Лос-Анджелес хулинче иртнӗ кинофестивальте палӑрнӑ. «Запечатленные временем» ӗҫе «Marina del Rey Film Festival 2019» кинофестивальте «Лучший международный документальный фильм» (чӑв. Халӑхсем хушшинчи чи лайӑх документлӑ фильм) номинацире чысланӑ.

ЧР Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кинофестивале тӗнчери 300 ытла ӗҫе тӑратнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин вӑхӑтӗнчи нуша-терте ҫутатса паракан ӗҫ Америкӑри куракансене тыткӑнланӑ.

Фильма Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнӗ тӗле ӳкернӗ. Сценари авторӗ тата режиссерӗ – Алекс Плат, композиторӗ тата сасӑ режиссерӗ – Алексей Гордеев.

 

Хулара
tsn.ua/ru сайтри сӑн
tsn.ua/ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти хӗрарӑм паллашу сайчӗсенче савни шыранӑ. Хайхискер ют ҫӗршыв арҫыннисемпе паллашнӑ, анчах ку кашнинчех ултавпа вӗҫленнӗ.

Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, вӑл ют ҫӗршыври виҫӗ арҫынпа ҫырӑнма пуҫланӑ, пурте укҫа ыйтнӑ. Анчах пурте нухрат куҫарса парсан ҫухалнӑ.

Пӗрремӗш арҫынни — АПШри «ҫар тухтӑрӗ», «хӗрӳ точкӑра» службӑра тӑрать-мӗн. Ӑна 350 доллар кирлӗ иккен: ӑна улӑштарма килӗшнӗ специалиста тӳлеме. Унтан самолета ларма билет туянма 3500 доллар ыйтнӑ. Паллӑ ӗнтӗ: арҫын вӗҫсе килмен.

Тепри те — «ҫар ҫынни», хӗрарӑма АПШран 5 миллион доллар илсе тухма сӗннӗ. Хайхискер виртуаллӑ савнине 7700 доллар куҫарса панӑ.

Шупашкар хӗрарӑмӗ тепӗр савнине 1500 доллар куҫарса панӑ. Унтан каллех укҫа куҫармалли пирки ҫыру килнӗ: 4500 доллар. Хальхинче тин хӗрарӑмӑн иккӗленӳ ҫуралнӑ, тек укҫа куҫарман.

Халӗ полицейскисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Сывлӑх

Раҫҫейри паллӑ композитор Игорь Крутой сывалми чирлӗ. Темиҫе ҫул вӑл диабетпа аптӑрать. Диетӑна пула начарланнӑ.

Игорь Крутой пултарулӑхне юратакансем композитор хӑрма пуҫланине темиҫе ҫул каяллах сиснӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл 15 килограмм начарланнӑ.

Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче операци ирттернӗ. Вӑрттӑн. 2017 ҫулхи хӗлле. Пӑлханакан фанатсем чи хӑрушши пирки шухӑшланӑ. Игорь Крутойӑн йывӑр формӑллӑ рак пуль тенӗ.

Композитор хӑй чирӗ пирки ним те шарламан. Ҫывӑх ҫыннисем пӗлтернӗ диагноза.

«Диагноз пирки тем те шухӑшласа кӑларчӗҫ. Мухтав Турра, рак мар ун», – каланӑ композитор пӗлӗшӗсем Андрей Малаховӑн «StarHit» журналне.

Кӑларӑм Игорь Крутой темиҫе ҫул сипленми йывӑр чирпе — диабетпа — кӗрешнине пӗлтернӗ.

 

Спорт
Чӑваш Ен Спорт министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк
Чӑваш Ен Спорт министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк

Шӑчӑпа сикес енӗпе Европа чемпионки, тӗнче шайӗнчи ӑмӑртура икӗ хутчен вице-чемпионка ята тивӗҫнӗ ентешӗмӗр Анжелика Сидорова Европӑн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ.

Чӑваш Ен Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 9-10-мӗшӗсенче Минскра Европӑпа Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем хушшинчи командӑсен ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Ун пекки халиччен пулман.

Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Светлана Абрамова патӗнче пултарулӑха туптакан ентешӗмӗрсӗр пуҫне Европӑн пӗрлештернӗ комнадине Раҫҫейрен ҫавӑн пекех Мария Ласицкене тата Илья Иванюк (ҫӳллӗшне сикекенсем), Сергей Шубенков (йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе чупать), Денис Лукьянов (молот ывӑтать) спорстменсене суйласа илнӗ. Спортӑн кашни тӗсӗнче 4-шар спортсмен тупӑшӗ.

 

Культура

Чӑваш Ен ҫыннисем Словаки ҫӗршывӗнче иртнӗ эсперанто конгресӗнче пулнӑ. Мероприятие «Ӑнӑҫӳ чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗн коммерци пуҫлӑхӗ, «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн хастарӗ Александр Блинов, унӑн мӑшӑрӗ — «Ача-пӑча академийӗ» центр преподавателӗ Юлия Блинова тата Блиновсен ывӑлӗ Матвей (вӑл Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренет) хутшӑннӑ.

Конгресс иртнӗ май чӗлхесемпе культурӑсен фестивальне те йӗркеленӗ. Юлия Блинова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн хастарсем Чӑваш Енпе, унӑн культурипе, Шупашкарпа, чӑваш чӗлхипе паллаштарнӑ. «Пирӗн стендпа 200 ытла ҫын кӑсӑкланчӗ», — терӗ Юлия.

Фестивале Германи, Франци, Чехи, Польша, Словаки, Дани, Швеци, Норвеги, АПШ, Великобритани, Бельги, Нидерланд, Венгри, Итали, Испани, Португали, Бразили, Аргентина, Мексика, Финлянди, Япони, Китай, Корея, Вьетнам, Бурунди ҫӗршывӗсенчен тата ытти ҫӗртен пырса ҫитнӗ.

 

Раҫҫейре

Пӗлтӗр ҫӗршывра 38 пин те 500 ытла суя укҫа тупса палӑртнӑ. Кун пирки Чӑваш Ен финанс министерстви хыпарлать.

2018 ҫулта ултав ҫулӗ ҫине тӑнисем пысӑк укҫана ытларах пичетленӗ. Акӑ, сӑмахран, пилӗк пин тенкӗлӗххисене 27 пин те 763 штук тупса палӑртнӑ, 1 пин тенкӗлӗххисене — 9 пин те 310. Ҫӗнӗ купюрӑсене — 200 тата 2 пин тенкӗлӗххисене — килти принтерпа усӑ курса сайра хутра кӑна «ӳкернӗ». Суя укҫа федерацин Тӗп тата Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ тӑрӑхӗсенче ытларах сарӑлнӑ: пӗтӗмӗшле шутӑн 71,2 прценчӗ чухлӗ.

Ҫав вӑхӑтрах, палӑртса хӑвармалла, ют ҫӗршыв укҫине ӳкерекенсем те тупӑннӑ. Пӗлтӗр Раҫҫейре АПШн суя долларне 2352 штук тупса палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне еврона, китай юаньне, Пӗрлештернӗ королевствӑн стерлинг фунтне килтех пичетленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://ru.chuvash.org/news/3982.html
 

Вӗренӳ

Шупашкарти 59-мӗш вӑтам шкулти акӑлчан чӗлхин педагогӗ хулари ачасене пӗлӳ пама Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче вӗренӗ.

Ольга Ильина Вӗрентекенсен квалификацине ӳстермелли пӗтӗм тӗнчери программӑна (TEA) хутшӑнӗ. Асӑннӑ программӑпа вӗренме тӗнчери 55 ҫӗршыври вӑтам шкулсенчи педагогсене суйласа илнӗ. Пирӗн ҫӗршывран кӑҫал икӗ ҫын ҫес лекейнӗ.

Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи программӑпа 160 педагога вӗрентӗҫ. Вӗсем АПШра ултӑ эрне пулӗҫ. Вӗренӳ программисене йӗркелеме, урока палӑртма хӑнӑхтаракан, вӗрентӳ технологийӗсемпе тата вӗрентӳри ҫӗнӗ меслетсемпе паллаштаракан семинарсене хутшӑнӗҫ. АПШри шкулсенче ӗҫлесе пӑхӗҫ.

Вӗрентекенсен квалификацине ӳстермелли пӗтӗм тӗнчери программӑна (TEA) Пӗтӗм тӗнчери тӗпчевсем тата пӗр-пӗрин опычӗпе паллаштарас енӗпе ӗҫлекен канаш пуҫарнӑ. Ӑна Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи вӗренӳ тата культура программисен пайӗ укҫа-тенкӗпе пулӑшать.

 

Сывлӑх

Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи хирургсем Чӑваш Енри ҫынна операци тунӑ. Хусанта тухтӑр ҫӗҫҫи айне выртма тивнӗ 49 ҫулти ҫыннӑн гипофиз аденоми пулнӑ. Шыҫӑ пысӑккине кура вӑл суккӑрланнӑ.

Регионсем хушшинчи клиникӑпа диагностика центрӗнче иртнӗ операцие пӗтӗм Раҫҫейри хирургсем пӑхнӑ. Тинӗс леш енчи тухтӑрсемпе Хусанти медицина ӗҫченӗсен тӑрмашӑвне ятарлӑ вӗренӳ центрӗнче сӑнама-вӗренме май килнӗ.

«Шыҫӑ питӗ пысӑккине кура вӑл ыйхӑ артерине сиенлетнӗ. Ҫав артерипе пуҫ мимине юн пырса тӑрать», – ӑнлантарнӑ операци тӗллевне АПШри Питтсбург университечӗн медицина центрӗн нейрохирургӗ, профессорӗ Пол Гарнер.

Операцие эндоскопи мелӗпе ирттернӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ӗлӗкхилле касса тӑман, ҫӗнӗ йышши майпа усӑ курнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ эсир юрату серепине ҫакланма пултаратӑр. Сире шӑпах романтика хутшӑнӑвӗ кирлӗ вӗт? Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: килӗштерӳ кӗҫех кӗвӗҫӳпе ылмашӑнӗ. Хирӗҫни уйрӑлу патне илсе ҫитерме пултарать. Тен, ҫывӑх ҫынсем е тӑвансем пулӑшу ыйтӗҫ.

Пуш, 31

1899
126
Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1926
99
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1976
49
Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1981
44
Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ.
1985
40
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй