Кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Культура ҫулталӑкӗ иртни пирки пӗлмен ҫын ҫук пулӗ. Раҫҫей шайӗнче ӑна уҫнӑ ҫӗре ӗнер Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов ертсе пыракан делегаци Мускава тухса кайнӑ.
Йыша Куславккари Н.И. Лобачевский ячӗллӗ историпе таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи Надежда Егорушкина, Чӑваш Республикин Композиторсен союзӗн ертӳҫи Николай Казаков, Ҫӗмӗрлери «Хӗвелтухӑҫ» культура ҫурчӗн «Экситон» ташӑпа спорт халӑх клубӗн ертӳҫи Ирина Лиховид, Культура программисен республикӑри дирекцийӗн арт-менеджерӗ Максим Матросов, К. Иванов Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ — Чӑваш Республикинчи театр ӗҫченӗсен союзӗн ертӳҫи Геннадий Медведев кӗнӗ.
Куславккара ветерансем Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунне паллӑ тунӑ. «Вулаканран тав сӑмахне йышӑн» ятпа иртнӗ мероприятие ятарлса ҫак куна халалланӑ.
Ҫак мероприятире вулакансен тав сӑмахне Людмила Алексеевна Васильева йышӑннӑ. Вӑл — «Чӑваш Ен литератури: чи нумай вуланакан кӗнеке — 2011» конкурс лауреачӗ. Кунсӑр пуҫне Людмила Алексеевна психолог тата медик специальноҫне вӗреннӗ, вӑл РФ сывлӑх сыхлавӗн отличникӗ те. Людмила Васильева хӑйӗн пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл тахҫантанпах ҫырать. «Комсомольская правда» хаҫатра, «Лик Чувашии» журналта пичетленнӗ, чӑваш радиовӗнче калаҫнӑ. Вӑл ачасем, аслисем валли ҫырать. 2011 ҫултанпа кӗнекесем кӑларма тытӑннӑ. Халӗ унӑн 6 кӗнеке. Анчах вӑл хӑйӗн чи пӗрремӗш кӑларӑмне — «Когда цвела сирень» (чӑв. «Сирень ҫеҫке ҫурнӑ чух») кӗнекине — ытларах килӗштерет.
Тӗлпулу ӑшӑ кӑмӑллӑн иртнӗ. Мероприятие хутшӑнакансем кӗнекесем пирки хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтернӗ.
Паян, пушӑн 17-мӗшӗнче, Куславккари «Пчелка» ача пахчине Шупашкартан хӑнасем ҫитнӗ. Ахальлисем мар: Пукане театрӗ!
Пӗчӗккисем «Люблю ромашки» (чӑв. «Салтак тӳмми чечекне юрататӑп») спектакль курнӑ. Ачасем постановка сӑнарӗсемпе пӗрле савӑннӑ, хурланнӑ.
Пукане постановкисем пӗчӗккисене савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ. Ара, ача теттепе выляса ӳсет-ҫке. Тетте «чӗрӗлни» вара шӑпӑрланшӑн — чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗш. Пӗчӗккисем хӑйсене юмаха лекнӗн туйнӑ. Ҫак ача пахчин шӑпӑрланӗсем Пукане театрӗн спектаклӗсемпе уйӑхсерен киленеҫҫӗ. Вӗсем артистсене татах хӑнана кӗтеҫҫӗ.
Ҫыннӑн кӑна мар, кӗнекен те ҫуралнӑ кунӗ пур. Куславккари вулавӑшра кӗнеке те юбилее уявлать. Унта «Кӗнекесем — 2014 ҫул юбилярӗсем» курав ӗҫлет. Куравра кӑҫал юбилейӗсене паллӑ тӑвакан Раҫҫей тата ют ҫӗршыв ҫыравҫисен хайлавӗсем пур. Вӗсем вӑхӑт тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ. Куравра пурӗ 120 кӗнеке.
Кашнин хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ. Даниэль Дефон «Робинзон Крузо» романӗ чи асли. Вӑл кӑҫал 295 ҫул тултарать. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: халӑх ӑна 300 ҫула яхӑн вулать! Чылайӑшӗ унпа шкул ӳсӗмӗнче паллашать.
Вырӑс литературин классикӗсен кӗнекисем — Н.Гончаровӑн «Обломов» тата И.Тургеневӑн «Дворянское гнездо» хайлавӗсем — 155 ҫул каялла ҫуралнӑ.
Константин Фединӑн «Города и годы» хайлавне астӑватӑр-и? Манӑҫнӑ ахӑртнех. Ҫак хайлава XX ӗмӗр варринче питӗ килӗштернӗ. Кӗнекере Тӗнчен пӗрремӗш вӑрҫине сӑнласа кӑтартнӑ, ун чухне ку тема чылайӑшӗшӗн кӑсӑклӑ пулнӑ. Евгений Замятинӑн «Мы» романӗ – 90-ра. А.Островскин «Как закалялась сталь» хайлавӗ — унӑн тантӑшӗ.
Кураври чи ҫамрӑкки — Валентин Распутинӑн «Живи и помни». Вӑл кӑҫал 40 ҫул тултарать. Куравра ҫавӑн пекех С.Моэмӑн, Джон Ридӑн, Г.Флоберӑн, И.
Ҫутҫанталӑка упрама ачасене шкул саккинчех вӗрентеҫҫӗ. Куславкка район шӑпӑрланӗсем тавралӑха упрама, ӑна тасалӑхра тытма чӗнсе калаҫҫӗ. Ҫаксене вӗсем плакатсем ҫинче кӑтартнӑ.
Куславкка районӗнчи ҫамрӑксен «ЭКА» экологи юхӑмӗ «Экологи плакачӗ» район конкурсӗ ирттернӗ. Конкурс Куславкка районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсен ҫумӗнче иртнӗ. Ӑна ачасене ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ мероприятисене ытларах илӗртес тӗллевпе йӗркеленӗ.
Кокурсра тӗрлӗ ӳсӗмри ачасен ӗҫӗсем пулнӑ. Унта кӗҫӗн классенче вӗренекенсем те, аслӑраххисем те хастар хутшӑннӑ. Йӗркелӳҫӗсем кашни ӗҫ хӑйне евӗр пулнинчен тӗлӗннӗ. Кашни ача «Экологи» темине хӑйне евӗр ӑнланать-мӗн. Пейзажсем, юханшывсем, вӑрмансем… Кашни ӗҫ ҫутҫанталӑк илемне уҫса кӑтартать. Хӑшӗ-пӗри вара хулан ҫӳп-ҫаппа тулнӑ урамӗсене сӑнланӑ, тавралӑха тасатма чӗнсе каланӑ.
Район шайӗнче иртнӗ конкурса 16 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ. Чи хастаррисен йышӗнче: Куславккари 3-мӗш шкул, Тӗрлемес вӑтам шкулӗ, «Асамат кӗперӗ» ача пахчи… Конкурса пӗтӗмпе 150 ӗҫ тӑратнӑ. Комисси членӗсем вӗсене пӑхса тухсан 6 номинацире 20 вырӑн пама палӑртнӑ.
Чӑваш Енре 2011 ҫултанпа нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗ тӳлевсӗр параҫҫӗ. Нумаях пулмасть Куславкка хулинче пурӑнакан Павелпа Людмила Кирилловсене ҫӗр лаптӑкӗ илмелли сертификат панӑ.
Сертификата ҫемьене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Куславкка хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев тыттарнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне Куславкка районӗнче нумай ачаллӑ 44 ҫемье ҫӗр лаптӑкӗ илмешкӗн черетре тӑрать. Вӗсенчен 35-шӗ панӑ ҫӗр ҫинче ҫурт-йӗр хӑпартасшӑн, 8-шӗ вите-сарай тӑвасшӑн, 1 ҫемье дача пек усӑ курасшӑн. Хальлӗхе 43 ҫемье тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗллӗ пулнӑ.
Республикӑн Информаци политикин министерстви кадастр инженерӗсене, геодезистсене, спутник хатӗрӗ усӑ куракан ытти организацие референц станцийӗсен тытӑмне тӗрӗслесе тата хакласа пӑхма сӗнет.
Пӗлтӗр пирӗн республика ГЛОНАСС/GPS спутник тытӑмӗн тӗрӗсрен те тӗрӗс кӑтартакан сетьлӗ регионӗсен йышне кӗнӗ. Сеть виҫӗ референц станцийӗнчен тӑрать. Вӗсене Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче вырнаҫтарнӑ. Ун йышшисем Чӑваш Енре ҫичӗ штук пулмалла. Вӗсене Куславккара, Улатӑрта, Етӗрнере тата Патӑрьелте тӑвасшӑн. Референц станцийӗсен ҫӗр чиккисене, куҫман ытти пурлӑх тӗлне тӗп-тӗрӗс кӑтартаҫҫӗ иккен. Геодезистсене ӳкерсе тӑкакланнине те вӑл чакарма пулӑшмалла.
Референц станцийӗн сечӗпе ӗҫлеме мобильлӗ спутник приемникӗ, ӑна ровер теҫҫӗ, кирлӗ пулать. Ытти хӑш-пӗр япалана та шута илмелле-ха паллах. Ун пирки Информаци политики хӑйӗн сайтӗнчи информацире аван ӑнлантарса панӑ.
Куславкка хулинчи «Атӑл» спорт комплексӗнче район ентешлӗхӗн ертӳҫин, Юрий Зорин шӑл тухтӑрӗн (вӑл стоматологи кабинечӗсен хуҫи) парнисене ҫӗнсе илессишӗн волейбол турнирӗ иртнӗ. Ун пек ӑмӑртӑва Зорин тухтӑр кӑҫалхипе 15-мӗш хут йӗркеленӗ.
Турнира арҫынсен ушкӑнӗсем: Шупашкартан «Попутчик», «Дент-а-мед», «Рэмисс», «Старко» ӗҫ коллективӗсен спортсменӗсем тата Ҫӗнӗ Шупашкарти, Куславккари, Ҫӗрпӳри тата Вӑрмарти пӗрлештернӗ командӑсем пырса ҫитнӗ. Малти вырӑна «Ремис» тухнӑ. «Старко» ушкӑнӗ — иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — ҫӗншупашкарсем. Чи лайӑх вылякансенчен «Старкори» Антон Львов мечӗке чи лайӑх ҫыхӑнтаракан волейболист ятне твиӗҫнӗ, «Рэмисри» Юрий Гордеев — чи лайӑх тапӑнакан тата ҫав ушкӑнри Илья Троицкий — чи лайӑх хӳтӗлекен.
Сӑнсем (103)
Кӑҫал Чӑваш Енӗн наци библиотеки Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче кун ҫути курнӑ пичет кӑларӑмӗсене сканерлама палӑртать. Ҫак ӗҫе вӑл электронлӑ фонд хатӗрленӗ май пурнӑҫлама шухӑшланӑ.
Иртнӗ ҫул вулавӑш Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн ӗҫӗсен 107 томне тата Хусанти Император университечӗн Археологи, истори тата этнографи хыпарӗсенчен истори пӗлтерӗшлӗ 93 статьяна сканерланӑ.
Электронлӑ фонда пуянлатассине вулавӑш маларахах пуҫланӑ-ха. Унччен вӑл Николай Ашмарин, Николай Золотницкий, Василий Магницкий, Василий Сбоев ӗҫӗсене, Хусан кӗпӗрнин адрес тата справка кӗнекисене тата ытти хӑш-пӗр ӗҫе электронлӑ майпа копиленӗ.
Калӑпӑшлӑ ҫак ӗҫе Наци библиотекисӗр пуҫне Шупашкарӑн пӗрлехи вулавӑш тытӑмӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Куславккари, Шупашкар тата Етӗрне районӗсенчи тӗп вулавӑшсем хутшӑнаҫҫӗ.
Шкул ҫулне ҫитменнисен черетне чакарас тесе юлашки ҫулсенче сахал мар ӗҫ туса ирттерни вӑрттӑнлӑх мар. Халӗ черет чакса пырать, ҫапах та хӑш-пӗр ҫӗрте йывӑрлӑх ҫук мар. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра 3 ҫултан иртнӗ 400 ытла шӑпӑрлан ача-пӑча пахчине кайма черет кӗтет иккен. Вӗренӳ министерстви ҫулталӑк вӗҫлениччен вӗсене пурне те вырӑнпа тивӗтерме палӑртнӑ, ҫапах та Шупашкар районӗнче лару-тӑру уйрӑмах йывӑр иккен. Унта 3 ҫултан иртнӗ 208 ача хальлӗхе вырӑнсӑр юлнӑ.
2016 ҫул тӗлне вара пирӗн республикӑра ҫулталӑк ҫурӑран аслӑраххисен черетне те пӗтерме ӗмӗтленеҫҫӗ. Кӑҫал кӑна 11 ача-пӑча пахчи, килес ҫул 18 хута яма палӑртнине шута илсен ӗмӗтленни пурнӑҫа кӗрес шанчӑк пур. Ҫапах та тепӗр ҫӗрте ӗҫе хӑвӑртлатмалли куҫ кӗрет иккен. Тӗслӗх вырӑнне Куславккапа Ҫӗмӗрле хулисене асӑнаҫҫӗ. Унта ӗҫе графикран юлса пурнӑҫланӑ-мӗн. Йӗпреҫ районӗнчи Буинск поселокӗнчи, Муркашри, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнчи тата Шупашкарти Гладков урамӗнчи ача-пӑча пахчисене 20 уйӑх кая юлса туни пирки пӗлтерет «Чӑваш Ен» телевиденипе радио компанийӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |