Чӑваш Енри массӑллӑ информаци хатӗрӗсене укҫа валеҫсе парӗҫ. Кӗмӗле хыснаран уйӑрӗҫ.
Республикӑн Цифра аталанӑвӗн министерстви социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене хыснаран грант евӗр субсили ваплеҫсе парасси ҫинчен калакан йышӑну проектне хатӗрленӗ.
Пӗтӗмпе 19 миллион та 356 пин те 700 тенкӗ валеҫсе парӗҫ. Грантӑн чи пӗчӗк виҫи — 70 пин тенкӗ, чи пысӑкки — 550 пин тенкӗ.
Укҫана пурӗ 67 проектшӑн парӗҫ. Вӗсем пурте наци тата регионти проектсене ҫутатса параканнисем. Тепӗр майлӑ каласан, Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Экологи культурин ҫулталӑкне, экономика аталанӑвне, право йӗркине пӑсакансемпе кӗрешес темӑсем пулӗҫ.
Ака уйӑхӗн 2-12-мӗшӗсенче Мускаври ВДНХра Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин кунӗсем иртӗҫ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗ хӑйӗн кӑларӑмӗсемпе паллаштарӗ. Чӑваш Енри фотокорреспондентсен музейӗнчи экспонатсем те пулӗҫ.
Чӑваш Енӗн наци телекуравӗ хитре калаҫма вӗрентекен ӑсталӑх сехечӗсем ирттерӗ. Аудиоткрыткӑна ятарлӑ QR-код урлӑ уҫласа илме май килӗ. «Можно я с тобой» ятпа видеоролик е клип ӳкерме те май туса парӗҫ. Ролик ӳкерӗнес текенсем наци тумне тӑхӑнайӗҫ.
Вӑрнар районӗнчи «Ҫėнтерӳ ҫулӗ», Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен», Ҫӗмӗрле районӗнчи «Вперед» хаҫатсем те курава хутшӑнӗҫ.
Иртнӗ эрнере Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче Тӗп редакторсен кунӗ иртнӗ. Кӑҫал ӑна пуҫласа йӗркеленӗ. Унта республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче пуҫлӑхра тӑрӑшакансем ҫеҫ мар, Чӑваш Енӗн Регион управленийӗн центрӗнче, Роскомнадзорта тимлекенсем хутшӑннӑ. Унта медиаотральти ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Канашлӑва уҫнӑ республикӑн цифра аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ Алина Федорова пуҫтарӑннисене лайӑх ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.
Роскомнадзорӑн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Татьяна Евдокимова тӗрӗслевпе надзор ӗҫӗпе паллаштарнӑ, информаци ресурсӗсемпе ӗҫлекен специалист Анжелика Иванова халӑх сечӗсене тытса пырас вӑрттӑнлӑха уҫса панӑ. Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен»хаҫат редакторӗ Виктория Вышинская регионти тӗп пулӑмсене епле ҫутатса пама палӑртни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
«Чӑваш Ен» ПТРК ӗҫченӗ Вероника Павлова Сочири ҫамрӑксен фестивальне хутшӑнать.
Сочи хулинче пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен фестивалӗ «Сириус» федераци центрӗнче иртет. Унта 190 ҫӗршывран ҫамрӑк ҫитнӗ. Ҫав шутра – Чӑваш Енри 90 ҫамрӑк.
«Эрне хушшинче вун-вун паллӑ ҫынпа паллашрӑмӑр, тӗрлӗ лекцисене ҫӳрерӗмӗр. Питӗ усӑллӑ пулчӗҫ вӗсем. Кашни хӑйне кӑсӑклӑ ен суйласа илчӗ. Кама педагогика кӑсӑклантарать, кама журналистика, кама тухтӑр ӗҫӗ кӑсӑклӑ», — каласа кӑтартнӑ Вероника Павлова.
Кӳкеҫри ҫуртсенчен пӗринчен юр йӑтӑнса аннӑ та вӑл ҫутӑ пӑралукне татса пӑрахнӑ.
Пӑтӑрмаха пула район центрӗнчи темиҫе ҫурт ҫутӑсӑр юлнӑ. Ҫавсен шутӗнче — Шоссе урамӗнчи темиҫе объект: Шупашкар муниципаллӑ округӗн администрацийӗ, нумай ӗҫ тӑвакан центр (МФЦ), «Тӑван Ен» хаҫат вырнаҫнӑ ҫурт.
Муниципалитетӑн пӗрлехи диспетчер службинче ҫутта вӑрах тӑхтамасӑр пама шантарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 4 хӗрарӑм «Пятница!» телеканалпа кӑтартакан «Гость у порога» (чӑв. Алӑк урати умӗнче хӑна) кӑларӑма хутшӑннӑ. Вӗсен пӗр-пӗрин валли апат пӗҫерсе пӗр-пӗрин тӑрӑшӑвне хаклама тивнӗ.
Унта хутшӑннисенчен пӗри – 35 ҫулти Наталья Кошелева. Вӑл — нутрициолог, Индипе кӑсӑкланать, ҫавӑнпах вӑл Инди апатне хатӗрленӗ. Ун валли 12 пин тенкӗ тӑкакланӑ.
Иккӗмӗш хутшӑнакан — 36-ри Ирма Егорова. Виҫӗ ача амӑшӗ ялта ӳснӗ. Апат пӗҫерме ӑна асламӑшӗ (тен, кукамӑшӗ-тӗр. Кӑларӑмра «бабушка» тенӗ) вӗрентнӗ. Шӑпах ҫав рецептпа усӑ курнӑ та вӑл. Апат пӗҫерме хӑтланса 5 пин тенкӗ пӗтернӗ.
31 ҫулти Екатерина Ракчеева чӑвашла лайӑх пӗлет, Чӑваш Енӗн наци радиовӗнче ӗҫлет. Авалхи рецептсемпе усӑ курса вӑл серте яшки, пулӑ, йӑвача пӗҫернӗ. Апат валли 3 пин тенкӗ тӑкакланӑ.
Тӑваттӑмӗш хутшӑнакан – 37-ри Екатерина Верова. Вӑл уявсем ертсе пырать. Вӑл хуплу, хуран кукли, палантан пылак апат пӗҫернӗ. 7 пин тенкӗ пӗтернӗ.
Ҫӗнтерӳҫи – Ирма. Ӑна телекӑларӑм 50 пин тенкӗпе хавхалантарнӑ.
Шупашкарти мӑшӑр «Пятница» телеканал кӑтартакан «Четыре свадьбы» (чӑв. Тӑватӑ туй) проектра мала тухайман.
Аса илтерер: ҫав проекта качча каякан хӗрсем хутшӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе тӑватӑ хӗр чи лайӑх туй ята илессишӗн ӑмӑртать. Пӗр-пӗрин туй кӗпине, каччине, сӗтел ҫине лартнӑ ӗҫме-ҫимене хаклаҫҫӗ. Пурте тенӗ пекех пӗрне-пӗри каҫса каялла хурлаҫҫӗ-тиркеҫҫӗ. Чи пысӑк балл пухнӑ ҫемьене телеканал канма кайма путёвка парать.
Черетлӗ кӑларӑмсенчен пӗрне Шупашкарти 27 ҫулти Еленӑпа Владимир хутшӑннӑ. Хӗр – банк ӗҫченӗ, каччӑ – ландшафт дизайнерӗ. Туй тума вӗсем, хӑйсем ӗнентернӗ тӑрӑх, 900 пин тенкӗ тӑкакланӑ.
Чӑваш халӑх поэтне Светлана Асамата пирӗнтен чылайӑшӗ тӗрлӗ енӗпе пӗлет. Вӑл сӑвӑсем те ҫырать, хитре юрлать, Чӑваш наци радиовӗнче «Сас» кӑларӑма ертсе пырать.
Телеграмри «Пуринчен малтан, Ҫывӑрса юлмасан» каналта унпа блиц-интервью пичетленӗ.
«Чӑваш халӑх поэчӗ» ята тивӗҫнӗренпе сирӗн пурнӑҫра мӗн улшӑнчӗ?» ыйтӑва поэт нимӗн те улшӑнман тесе хуравланӑ. Ҫапах та вӑл хисеплӗ ята тивӗҫни пур енӗпе те тимлӗрех пулма хистени, ҫынсемпе хутшӑнас, тыткаларӑш енӗпе те тесе палӑртса хӑварнӑ. «Мӗншӗн тесен ку ҫав тери вышкайсӑр чаплӑ ят», – тенӗ вӑл.
Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов иртнӗ эрнере массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ.«Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ журналисчӗ» ят кирлӗ-и? Ҫакна сӳтсе явнӑ вӗсем.
«Паллах, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсем общество шухӑшлавне йӗркелесе тата пулӑмсене профессионал пек ҫутатса пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсен хӑйсен хисеплӗ ят ҫук. Лайӑххисенчен чи лайӑххисене «ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят параҫҫӗ», - тесе ҫырнӑ Леонид Черкесов телеграм-каналӗнче. Тӗлпулура тӗп редакторсен ку тӗлӗшпе пӗр шухӑш ҫукки палӑрнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи «МК в Чебоксарах» хаҫата малашне Владимир Васильев ертсе пырӗ. Вӑлах - «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп директорӗ-тӗп редакторӗ.
Ҫапла «МК»-на «Советская Чувашия» хаҫат редакцийӗ кӑларса тӑрӗ. «МК» Чӑваш Енре иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенченпе тухса тӑрать. Унтанпа ӑна темиҫе тӗрлӗ редакци кӑларса тӑнӑ. Темиҫе ҫул каялла хаҫата кӑларассишӗн Йошкар-Олари компани яваплӑ пулса тӑнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |