Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Мускав

Павловсен пысӑк кил-йышӗ
Павловсен пысӑк кил-йышӗ

Ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Кремльте «Мухтава тивӗҫлӗ ашшӗ-амӑшӗ» орденпа нумай ачалла 10 ҫемьене чысланӑ. Патшалӑх пуҫлӑхӗ аллинчен орден илекенӗсен шутне пирӗн ентешӗмӗрсем, Шупашкар хулинче пурӑнакан Павловсен ҫемьи те кӗнӗ.

Ольга Михайловновнапа Алексей Аполлинарьевич 10 ача пӑхса ӳстереҫҫӗ, вӗсенчен чи асли 18 ҫулта, кӗҫени вара ҫӗртме уйӑхӗнче 4 ҫул тултарать.

Мускавра пулнӑ вӑхӑтра мухтава тивӗҫлӗ кашни кил-йыша хулари паллӑ вырӑнӗсемпе илсе ҫӳренӗ, тӗрлӗ музейсемпе паллаштарнӑ.

Асӑннӑ ордена пирӗн етешсем иртнӗ ҫулсенче те тивӗҫнӗ. 2009 ҫулта — Медведьевсен ҫемьи (Патӑрьел районӗ), в 2010 ҫулта — Маловсен ҫемьи (Патӑрьел районӗ), 2012 ҫулта — Филимоновсен ҫемьи (Ҫӗрпӳ районӗ).

Ордена тивӗҫлӗ нумай ачаллӑ ҫемьесем пирӗн республикӑра малашне те пулӗҫ тесе шанас килет.

 

Василий Дюкин
Василий Дюкин

Спортпа туслӑ ҫынсем сывлӑхпа та самаях ҫирӗп. Иртнӗ вырсарникун, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Мускав хулин кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче Раҫҫей шайӗнчи талӑк чупас енӗпе ӑмӑрту иртрӗ. Асӑннӑ ӑмӑртӑва пирӗн ентеш те хутшӑннӑ авӑ мӗн — Канаш хулинче пурӑнакан Василий Дюкин. Унпа пӗрлех Раҫҫейри халӑхсен туслӑхӑн университечӗн стадионӗнче 24 сехет хушши 50 ҫын чупнӑ.

Вара ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх пирӗн ентеш 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 55–59 ҫулхи арҫынсем хушшинчи категорире вара Василий Дюкин ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫне.

Раҫҫейӗн ҫӑмӑл атлетика сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх талӑкӗпе чупас ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫи — Саха-Якути республикинче пурӑнакан Андрей Бурнашев — пирӗн етешӗмӗртен 29 ҫухрӑм ытларах чупнӑ. Унӑн результачӗ — 218 ҫухрӑм.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62760.html
 

Ҫак вӑхӑтри уяв кунӗсенче Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗ Мускава каякан пуйӑссен расписанине ылмаштарма йышӑннӑ. Ҫакна унти тӳре-шара ҫул ҫӳрекенсен йышӗ нумайланнипе сӑлтавлать.

Мускава е ҫав маршрутпа каяс текенсем пуйӑссен расписанийӗпе билет сутакан кассӑсене ҫитсе е чукун ҫул вокзалӗн хыпар-хӑнар пӗлтерекен тытӑмне шӑнкӑравласа пӗлме май пур.

 

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ халӑхӑмӑрӑн пуласлӑхӗ, унӑн ӑслӑлӑхӗн аталанӑвӗ пирки шухӑшланӑ май тӗрлӗ регионти аслӑ вӗренӳ шкулӗсемпе те тӑтӑш ҫыхӑну тытать. Йошкар-Ола, Хусан, Стерлӗ, Ӗпхӳ, Мускав тата ытти хуласенчи вузсемпе туслӑ ҫыхӑнусем йӗркеленӗ ӗнтӗ. Вӗсен ӑсчахӗсемпе студенчӗсемпе пирӗн пата, пирӗн вара вӗсем патне килсе ҫӳресе пӗлӗве туптасси йӑлана кӗнӗ пулӑм темелле.

Акӑ акан 11-13-мӗшӗсенче Мускаври патшалӑх педагогика универстечӗ (МППУ) «Атӑлҫи халӑхӗсен филологи проблемисем» ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри VII ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине ирттерчӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн доценчӗсем Г.Г. Ильина «Структурные особенности чувашских тӗшмӗш халапӗ: на примере устных рассказов о персонажах леса» темӑпа, Е.П. Чекушкина «История перевода современной татарской литературы на чувашский язык» темӑпа, Е.Р. Якимова «Отражение особенностей традиционной культуры в чувашской литературе» темӑпа докладсем турӗҫ кунта.

Малалла...

 

Ӗнер, акан 7-мӗшӗнче, Мускавра ыркӑмӑллӑ концерчӗ иртрӗ. «Барин» пӑрахут ҫинче вӑл 16 сехетре пуҫланчӗ. Мӗнпур пухӑннӑ укҫа Чӑваш Сашши (Александр Павлов) юрӑҫа пулӑшма кайӗ.

Шупашкартан Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн делегацийӗ те хутшӑнчӗ — вӗсем шӑматкунах ҫула тухрӗҫ.

«Сӑвар» пӗрлешӗвӗнчен концерта кайрӗҫ: Олег Цыпленков ертӳҫӗ, Надежда Заводскова тата Светлана Иванова-Мерчен юрӑҫсем, Алиса Чайникова-Ахахпи — Чӑваш-пики-2013.

Енчен те сирӗн те пулӑшас кӑмӑл пур пулсан ҫак счет ҫине укҫа куҫарма пулать («Однокласники» халӑх тетелӗнчен илнӗ):

Павлов Александр Витальевич

Самарская область, сбербанк России Сберегательная книга, счет 42307.810.9.5415.0023245 Внутреннее структурное подразделение 4244/00057

Е почтӑпа куҫарма пулать:

446476 Самарская область, Похвистневский район, с. Нижнее Аверкино, Павлову Александру Витальевичу (е унӑн мӑшӑрне: Павловой Елене Сергеевне)

 

Нумай пулмасть, пушӑн 23-мӗшӗнче, Тутарстанри Пӳркел ялӗнче Иван Юркинӑн 150 ҫулне паллӑ турӗҫ. Шавлӑ иртрӗ уяв — унта тӗрлӗ енчи чӑвашсем пухӑнчӗҫ — ял халахӗ, Хусанти, Шупашкарти хӑнасем. Чӗмпӗр, Мускав, Теччӗпе Пӑва тӑрӑхӗсенчен те ҫитрӗҫ.

Уяв ялти Культура ҫуртенче 11 сехетре пуҫланчӗ. Пухӑннӑ хӑнасене Пӳркел ял тӑрӑхӗн культура ӗҫченӗсем питӗ чаплӑ концерт йӗркелесе пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Уява Пӳркел шкулӗн вӗрентекенӗ Марина Вериялова ертсе пычӗ.

Хӑнасем Юркка Иванӗ пурӑннӑ ҫурт патне те ҫитсе курчӗҫ — кунта асӑну хӑми уҫрӗҫ. Иван Николаевич чул ҫурчӗ клубран инҫе мар вырнаҫнӑ, вӑл питӗ тирпейлӗ курӑнса тӑрать. 1988 ҫултанпа унта музей вырнаҫнӑ. Музее тытса, пӑхса, пуянлатса тӑраканни — чӑваш халӑх академикӗ Анатолий Малышев.

Сӑнсем (42)

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/5192.html
 

Шӑматкун, раштавӑн 15-мӗшӗнче, Мускавра ташӑ каҫӗ пулать! Чӑваш эст рада ҫӑлтӑрӗсем «Белая Дача» (чӑв. Шурӑ Дача) культура керменне килӗҫ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре!

Юрӑ-ташӑпа сире Валентина Кузнецова, Пётр Ермолаев, Алексейпе Андрей Шадриковсем савӑнтарӗҫ! Концерт хыҫҫӑн — «Чӑваш ташши»!

Билет хакӗ 300 тенкӗ кӑна!

«Белая Дача» КК адресӗ: Мускав облаҫӗ, Котельники хули, Белая Дача, 3-мӗш ҫурт. Инҫесас: 8(499)188-76-87, 8(962)981-87-16.

 

Мускаври чӑвашсене пӗлме!

Мускавра чӑваш чӗлхине вӗренмелли тӳлевсӗр курс ӗҫлеме пуҫлӗ — унта вӗренме 22 ҫула ҫитмен ҫамрӑксене йышӑнаҫҫӗ. Уроксем канмалли кунсенче иртӗҫ — центрта, Белорусская метро ҫывӑхӗнче.

Тӗплӗнрех пӗлмелли телефон: 8-915-383-68-35.

 

«Язык для успеха» (Шупашкар) шкулпа Раҫҫей чӑвашӗсен культурӑпа наци автономийӗ (Мускав) чӑваш ҫамрӑкӗсем валли «Аталану-2012» пӗлӳ ӑмӑртӑвне пуҫарнӑ.

Пӗрремӗш тапхӑр авӑнӑн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 2012 авӑнӑн 30-мӗшӗччен пырӗ, вӑл инҫет ҫыхӑну майпа иртӗ. Ӑмӑртӑва пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсен 8-11 класс ачисем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Ҫак ӑмӑрту ачасенче чӑваш чӗлхипе кӑсӑкланас туртӑма вӑйлатасса йӗркелӳҫӗсем чӑннипех те шанаҫҫӗ!

Ӑмӑрту ҫинчен тӗплӗн официаллӑ сайтра пӗлме пулать: www.atalanu.com.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http:///www.atalanu.com
 

Шупашкарти ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ Шонова Ирина хӑйӗн ушкӑнӗнче чӑваш халӑх тумне ҫӳллӗ шайлӑ модӑ енӗпе аталантарса тӗнче халӑхӗ умне кӑларас енӗпе тӑрӑшать. Юлашки вӑхӑтри тупсӑмӗсене хайӗн вӗренекенӗпе Михайлова Наталияпа Мускаври тӗнче халӑхӗсен «Этно-Эрато» ятлӑ модӑллӑ тумтир ӑсталаканӗсен конкурсӗнче хутшӑннӑ иккен.

Ку пулӑм акан 14-15-мӗшӗсенче иртнӗ имӗш. «Этно-Эрато» — патшалӑх пулӑшнипе аталанакан халӑх проекчӗ. Унӑн тӗллевӗ — тӗнчери халӑхсен йӑла-йӗркисене сыхласа тата аталантарса пырасси, модӑра тӑван халӑх культурине хальхи вӑхӑт сӗнӗвӗсемпе пӗрлештересси. Ҫак конкурса пула юлашки ҫулсенче «пысӑк мода» уҫлӑхне питӗ нумай ӑслӑ та хастар ҫамрӑк виркӗнсе кӗме пултарчӗ. Ҫав шутра Чӑваш Енрен те. Кӑҫал «Мода-Эрато» 62 коллекцире 418 ҫӗнӗ мода-сӗнӳпе паллаштарнӑ имӗш. Пултаруллӑхне кӑтартма Раҫҫейри 22 регионсӑр пуҫне чикӗ леш енчен килнӗ ултӑ ӑста та хутшӑннӑ тет. Чӑваш Ен пикисем вара «Пӑлхар хӗрӗн тумӗ» модельпе «Хӗвелтухӑҫ халӑхӗсен тумӗ» номинацийӗнче пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.

Тӑван халӑхӑмӑр ҫӳлти шайра пулнишӗн тӑрӑшни, чӑвашӑн чи пысӑк тӗллев пулинччӗ, ҫапла вӗт, тусӑмӑрсем!

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 109, 110, 111, 112, 113, 114, 115, 116, 117, 118, [119], 120, 121, 122, 123, 124
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.06.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере астăвăр: çын - машина мар, эппин, сывлăха нумай тимлĕх уйăрмалла. Суранланас е вăраха кайнă чирсем вăранас хăрушлăх пур. Çавăнпа ытлашши ĕçлемелле мар, анчах пуçлăха та кахаллăхпа тарăхтарма юрамасть. Унсăрăн планăрсем пурнăçланмĕç. Эрнен иккĕмĕш çурри вĕткеленÿре иртĕ.

Ҫӗртме, 30

1898
126
Ют Николай Яковлевич, чӑваш критикӗ, халӑх пултарулӑхне пухакан, публицист ҫуралнӑ.
1923
101
Чӑваш ҫыравҫисемпе журналистсен пӗрлешӗвне туса хунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть