РФ Президенчӗ Владимир Путин «Ялти учитель» программӑна 2030 ҫулччен тӑсма йышӑннӑ.
Аса илтерер: чылай регионта ҫак программӑпа усӑ куракансене 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ, Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче - 2 миллион тенкӗ. Ку укҫапа кирек мӗнле те усӑ курма пулать. Ялти тухтӑр программӑпа 55 ҫула ҫитменнисем усӑ курма пултараҫҫӗ. Вӗсен ялта 5 ҫул ӗҫлемелле.
Ҫак кунсенче тыл ӗҫченӗ тата ӗҫ ветеранӗ Анастасия Егорова 100 ҫул тултарнӑ. Ҫак ятпа ун патне РФ Президентӗнчен Владимир Путинран саламлӑ ҫыру килнӗ.
Анастасия Александровна Шупашкарта пурӑнать. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл Йӗпреҫри лесопилкӑра ӗҫленӗ, лашапа ҫӗрулми турттарнӑ. Вӑрҫӑ пӗтсен колхозра тӑрӑшнӑ.
Анастасия Егорова виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ унӑн икӗ мӑнук, пӗр кӗҫӗн мӑнук пур. Вӗсемпе савӑнса пурӑнать вӑл.
РФ Президенчӗ Владимир Путин кӗҫех пресс-конференци ирттерӗ. Кун пирки унӑн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков пӗлтернӗ.
Пресс-конференци раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулӗ. Ятарласа хатӗрленӗ студие тӗрлӗ регионти журналистсем килӗҫ. Ют ҫӗршыв МИХӗсенче ӗҫлекенсем те пулӗҫ.
Владимир Путин ҫулталӑка пӗтӗмлетӗ. Дмитрий Песков пресс-секретарь пӗлтернӗ тарӑх, мероприяти вӑхӑт тӗлӗшӗнчен хӗсӗк пулмӗ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енри нумай ачаллӑ икӗ ҫемьене награда панӑ.
Хушупа килӗшӳллӗн, Алинӑпа Алексей Матросовсем «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне тивӗҫнӗ. Вӗсем 4 хӗрпе 1 ывӑла кун ҫути парнеленӗ. 11 ача ҫуратса вӗсене воспитани паракан Тихоновсене вара «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чысланӑ. Мӑшӑр 35 ҫул пӗрле пурӑнать.
Сӑмах май, Чӑваш Енре «Анне» паллӑ пур. Халӗ вара «Атте» палла йышӑнма сӗннӗ.
Паян Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре 400 яхӑн ҫын тӑрса «Путин» тесе ҫырнӑ, чӗре «ӳкернӗ». Ҫапла Чӑваш Ен РФ Президентне Владимир Путина ҫуралнӑ кунпа саламланӑ.
Мӗнле саламланине видео ӳкернӗ, ӑна ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче вырнаҫтарнӑ.
Владимир Владимирович паян 71 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1952 ҫулхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ленинградра ҫуралнӑ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин Ҫӗмӗрлере пурӑнакан нумай ачаллӑ амӑшне Мария Кудрявцевӑна «Амӑшӗ героиня» ята пама йышӑннӑ.
Марийӑпа Иван Кудрявцевсем 11 ачана воспитани параҫҫӗ: 7 ывӑл та 4 хӗр. Аслӑ ывӑлӗ ятарлӑ ҫар операцине хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ.
Ҫак хисеплӗ ята тивӗҫнӗ амӑшӗсене 1 миллион тенкӗ, грамота тата ылтӑнран тунӑ медаль параҫҫӗ.
Раҫҫейри 1250 вӗрентекен Владимир Путин президентӑн премине – 200 пин тенке – тивӗҫнине, вӗсенчен 11-шӗ Чӑваш Енрен, 2-шӗ чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ пулнине тин кӑна пӗлтернӗччӗ.
Ҫак йышпа туллин паллаштарӑр. Премие тивӗҫнисен хушшинче — Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулти Екатерина Ананьева, Шупашкарти 5-мӗш шкулти Малека Гасанова, Куславккари 3-мӗш шкулти Лариса Гладкова, Елчӗк шкулӗнчи Алексей Данилов, Шупашкарти 2-мӗш лицейри Ольга Данилова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-мӗш шкулти Василиса Егорова, Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасен 2-мӗш шкулӗнчи Ираида Мартьянова, Вӑрнар районӗнчи Пӑртас шкулӗнчи Татьяна Петрова, Улатӑрти 2-мӗш шкулти Елена Селезнева, Ҫӗмӗрлери 1-мӗш шкулти Татьяна Соколова, Шупашкарти 40-мӗш шкулти Александр Степанов.
Мӑкшӑ Республикин пуҫлӑхӗ Артем Здунов тӳре-шарана иномаркӑсем туянма чарнӑ. Паллах, ку – ӗҫпе ҫыхӑннӑ чухне кӑна.
Вӑл Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрах, нумаях пулмасть ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машина туянмашкӑн саккас вырнаҫтарнине асӑрханӑ. Ҫакна пуҫлӑх ҫийӗнчех пӑрахӑҫлаттарма хушнӑ. Артем Здунов Владимир Путинпа пӗр пулса малашне ведомствӑсене хамӑр патра туса кӑларнӑ машинӑсене кӑна туянма ирӗк панӑ.
Палӑртмалла: ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тӳре-шаран иномарка туянма юраманни пирки каланӑ.
2024 ҫултанпа Раҫҫейри шкул ачисем черчени предметне вӗренме тытӑнӗҫ. Кун пирки ТАСС пӗлтерет.
Черчени предметне ҫӗнӗрен вӗрентме тытӑнма РФ Президенчӗ Владимир Путин хушнӑ. Ӑна пӗтӗмӗшле тӗп вӗренӳ тата вӑтам тӗп вӗренӳ программисене кӗртӗҫ. Анчах ку предмета пурне те вӗрентмӗҫ. Инженери (технологи) класӗсем кӑна ку енӗпе ӑс пухӗҫ.
Палӑртмалла: тахҫан ку предмет шкул программинче пулнӑ. Кайран ӑна кӑларнӑ.
Муркаш районӗнче пурӑнакан Перасковия Иванова 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл - Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ.
Ватӑскер интернатра пурӑнать. Ҫамрӑк чухне вӑл выҫлӑхне те, йывӑрлӑхне те пайтах курнӑ. Ыттисемпе пӗрле окоп чавнӑ, вӑрман каснӑ. Перасковия Иванова лаборанткӑра ӗҫленӗ.
Ӑна 100 ҫулхи юбилейпе саламлама тӑванӗсем килнӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗ юрӑ-ташӑпа саламланӑ. Юбиляр РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне те илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |