Кун пирки паян Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Ольга Голодец пӗлтернӗ. Ҫемьере иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралсан е усрава илсен паракан ҫав кӗмӗле тепӗр пилӗк е вунӑ ҫуллӑха тӑсса парас шухӑшлӑ. Асаилтеретпӗр, хальлӗхе ӑна 2016 ҫул вӗҫӗччен пама йышӑннӑ саккун вӑйра тӑрать.
Амӑш укҫин виҫине малтанхи шайрах хӑварасшӑн иккен. Укҫа хӑй хакне ҫухатса пынине кура ӑна малашне те индексацилемелле. Миҫе ҫуллӑха тӑсса парассине килес ҫулхи утӑ уйӑхӗнче татса памалла-мӗн. Голодец палӑртнӑ тӑрӑх, амӑш укҫине малашне те ҫурт-йӗр ыйтӑвне лайӑхлатма ярас шухӑшлӑ. Кунсӑр пуҫне ытти вариантсем те пур иккен. Паянхи куна илсен, патшалӑх уйӑракан ҫав кӗмӗле ҫемьесен 97 проценчӗ ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса пама усӑ курать те.
Пушкӑртстанӑн конституци сучӗ республика пуҫлӑхне епле ят памаллине татса панӑ иккен. Малашне ӑна республикӑра Хаким тейӗҫ.
Пӑхса тухнӑ вариантсем хушшинче ҫаван пекех «юғары вакил» (чӑв. аслӑ хуҫа), «башлыҡ» (чӑв. «пуҫлӑх») пулнӑ иккен, анчах иккӗмӗшне депутатсем сивленӗ — вӑл сӑмахӑн пушкӑрт чӗлхинче тепӗр пӗлтерӗш пур имӗш — ача калпакне ҫапла калаҫҫӗ. Румиль Азнабаев калашле вӗсем хӑйсен пуҫлӑхне калпак ячӗпе каласшӑн мар. «Хаким» вара пушкӑрт чӗлхинче «ертӳҫӗ», «аслӑ», «хуҫа», «тӳре» пӗлтерӗшлӗ.
Хальхи вӑхӑтра икӗ республикӑсӑр пуҫне пуринче те хӑйсен пуҫлӑхӗсене Президент ячӗпе каламаҫҫӗ. Ҫак саккуна Раҫҫей Президенчӗн вырӑнӗнче Дмитрий Медведев пулнӑ вӑхӑтра йышӑннӑччӗ. Ун чухне чи малтан Ҫӳрҫӗр Капкасри республика пуҫлӑхӗсем хӑйсене Президент теме пӑрахрӗҫ, каярах ыттисем те. Пушкӑртсем те ҫак саккуна йышӑнсан пӗр Тутарстан республики ҫеҫ тӑрса юлӗ (Рустам Минниханов каланӑ тӑрӑх вӗсем те ку ыйтупа ӗҫлеҫҫӗ имӗш).
Каласа хӑварас пулать, Пушкӑртстан пуҫлӑхне вырӑсла ҫавах та «Глава» тейӗҫ.
Раҫҫей Федерацийӗн тӗп банкӗ рубль элемне йышӑннӑ. Вӑл «Р» саспалли евӗрлӗ, аялтан йӗрпе чӗрнӗскер.
Тӗп банкӑн председателӗ Эльвира Набиуллина каланӑ тӑрӑх рубль элемне вӑйпа усӑ куртармӗҫ. Ҫавах та ҫитес ҫул вӑл хут укҫара ӳкерӗнӗ, тимӗрри ҫинче те ҫапса кӑларӗҫ.
Элем суйлавне раштавӑн 6-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ имӗш. Пурӗ 280 пин ҫын хутшӑннӑ — ытларахӑшӗ (61%) ҫак палла суйланӑ пулать. Пурӗ вара 5 элемшӗн сасӑламалла пулнӑ. 8% ҫынна тӗп банк сӗннӗ нихӑш элем те килӗшмен. Халь суйланӑскере вара, каласа хӑварас пулать, унччен те хӑш-пӗр тетел лавккисем усӑ куратчӗҫ, ӑна Александр Тарбеевпа Владимир Ефимов дизайнерсем ӑсталанӑ. Артемий Лебедев студийӗ сӗннипе ҫак паллӑ самай сарӑлнӑччӗ.
Тӳре-шара йышӑннӑ элеме ҫитес вӑхӑтра пускӑч хӑми ҫине те карас телефонӗсене те кӗртме шантараҫҫӗ.
Ҫук-ха. Аплах чӑрсӑрланма кирлӗ мар. Сӑмахӑмӑр — паян пӗтӗм ҫӗршывӗпех йышӑну кунӗ ирттерни пирки. Ӑна Раҫҫей Президенчӗн йышӑнӑвӗпе ирттерме шутланӑ. Ӳлӗмрен — кашни ҫулах, раштавӑн 12-мӗшӗнче.
Чӑваш Республикин Элтеперӗн администрацийӗнче ҫынсене Шупашкарти Президент бульварӗнче 10-мӗш ҫуртри 1-мӗш пӳлӗмре йышӑнӗҫ. Ятарласа ҫырӑнма кирлӗ мар. Каяс текенсен паспорт кӑна пулмалла. Йышӑну кӑнтӑрлахи 12 сехетрен тытӑнса каҫхи сакӑр сехетчен пырӗ.
Раҫҫей Правительствин йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн Ҫӗнӗ ҫул пуҫламӑшӗнче сакӑр кун канӑпӑр. Кӑрлачӑн 4-мӗшпе 5-мӗшсене лекекен шӑматкунпа вырсарникуншӑн ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тата ҫӗртмен 13-мӗшӗнче канӑпӑр.
Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ вырсарни куна лекнине пула нарӑс уйӑхӗнче 23-мӗшӗ вырсарникуна килнине кура уншӑн шучӗпе нарӑсӑн 24-мӗшӗнче канмалла, анчах ҫавна чӳк уйӑхӗн 3-мӗшне куҫараҫҫӗ.
Ҫапла вара Ҫӗнӗ ҫулта кӑрлачӑн 1–8-мӗшӗсенче канӑпӑр. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ тӗлӗнче ятарласа канмӑпӑр. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ тӗлӗнче 8–10-мӗшӗсенче ӗҫлеттермӗҫ. Ҫуркуннепе Ӗҫ уяв ячӗпе ҫу уйӑхӗн 1–4-мӗшӗсенче канма май килӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе ҫу уйӑхӗн 9–11-мӗшӗсенче кану кунӗсем туса параҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче Раҫҫей кунӗн ячӗпе 12–15-мӗшсенче кантарӗҫ. Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ пирки чӳк уйӑхӗнче 1–4-мӗшӗсенче канмалла тунӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗ кӑларнӑ календарьте те ҫак кунсене тӗрӗсех палӑртнӑ.
Ӗне выльӑх тытакансене пулӑшма кӑҫал йышӑннӑ йӗрке килес ҫул та вӑйра пулмалла. Кун пирки Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Илья Шестаков пӗлтернӗ. Асӑннӑ ведомствӑн Выльӑх-чӗрлӗх ӗҫӗсен департаменчӗ кирлӗ сӗнӳсене РФ Ял хуҫалӑх министерствине янӑ.
Пӗрремӗш тата чи пысӑк сортлӑ сӗте субсидилеме кӑҫал ҫӗршыв хыснинчен пурӗ 9,5 миллиард етнкӗ укҫа уйӑрнӑ. Выльӑх апачӗ хакланнине кура каярах ку тупрана тепӗр 3,2 миллиард тенкӗлӗх хушса панӑ.
Ҫапах та пирӗн ҫӗршывра сӗт ҫитмест иккен. Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 6 миллион тонна чухлӗ сахал, сӗт туса илекенсен шучӗпе вара — 15 миллион тонна.
«Щит тата меч» (чӑв. Хулкканпа хӗҫ) правӑна сыхлакан организаци ертӳҫи Алексей Глухов тата правӑна сыхлас енӗпе ӗҫлекен Раҫҫейри тепӗр 13 ҫын пӗрле пухӑнса ҫӗршывӑн Общество палатипе судлашасшӑн. Ҫакӑн пек шухӑш патне вӗсем тӗрмесемпе колонисенчи лару-тӑрӑва пӑхса тӑракан обществӑлла сӑнав комиссийӗсен ҫӗнӗ йышне ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн ҫитсе тухнӑ. Ун йышши комиссисене Раҫҫейӗн 43 регионӗнче, ҫав шутра Чӑваш Енре те, нумаях пулмасть йӗркеленӗ. Унта кӗмелли кандидатсене общество организацийӗсем ҫирӗплетеҫҫӗ те тӗп йышӑнӑва Общество палати тӑвать.
Правӑна сыхлакансем Общество палати асӑннӑ комиссие кӗрес шухӑш палӑртнисене заявкисене пӑхса тухманшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ-мӗн. Правӑна сыхлакансем ӗнентернӗ тӑрӑх, асӑннӑ палата вӑл е ку кандидата мӗншӗн сирсе хӑварнине ӑнлантарса тӑман пулать. Унтан та ытларах — кашни кандидата уйрӑммӑн пӑхса тухман, списокпа ҫирӗплетнӗ имӗш.
«Питӗрти политика» фонд ирттерекен рейтингра Чӑваш Ен социаллӑ пурнӑҫпа политика тӑнӑҫлӑхӗпе ҫӳлерех хӑпарнӑ. Кунта сӑмах иртнӗ уйӑх пирки пырать. Вӑтам тӑнӑҫлӑ республикӑсен хушшичне вӑл 6,5 балл пухнӑ. Авӑн уйӑхӗнче вара ку хаклав 0,1 балл пӗчӗкрех пулнӑ.
Сӑнавҫӑсен шучӗпе ҫакна тара илнӑ пурлӑха усламҫӑсем туянас йӗркене ҫӑмӑллатни тата Чӑваш Енре пурнӑҫа кӗртме палӑртакан калӑпӑшлӑ инвестици проекчӗсем пирки пӗлтерни витӗм кӳме пултарнӑ. Ҫав шутра, сӑмахран, йӑлӑм енне газификацилессине, водород перекиҫӗ кӑларакан савут тӑвассине кӗртме пулать.
Раҫҫейӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пуҫласа професси стандарчӗ йышӑннӑ. Хальлӗхе вӑл виҫӗ професси ҫыннисене пырса тивет: шкул ҫулне ҫитменнисемпе тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан педагогсене, патент парассипе тӑрӑшакансене тата социаллӑ ӗҫченсене.
Стандарта йышӑниччен вӗсене ҫак ӗҫре тӑрӑшакансемпе пӗрле сӳтсе явнӑ-мӗн. 2013–2018-мӗш ҫулсенче пӗтӗмпе 800 професси стандарчӗ йышӑнмалла.
Хаҫат-журналти хӑш-пӗр пӗлтерӗве ӗненсен темле амака та ҫӗнтерме пулать. Ун валли темех те кирлӗ мар тейӗн. Сӑмахран, вӗрсе суракан патне кай та ӗҫӗ-пуҫӗ те пӗтнӗ. Аптӑранипе теприсем тем тума хатӗр ҫав — ӗненеҫҫӗ. Раҫҫей шайӗнче саккун кӑларакансем оккультизмпа асамлӑ пулӑшу тенине сывлӑх сыхлавӗ ҫинчен калакан саккунта ҫирӗплетесшӗн. Саккун проектне РФ Патшалӑх Думине ҫитернӗ.
Оккультизмпа асамлӑ пулӑшу шутне медицина пӗлӗвӗ илмен ҫынсем организмӑн тӗлӗнмелле пултарулӑхне кура сипленине кӗртеҫҫӗ иккен. Профессилле мар пулӑшӑва медицина ӗҫченӗсем е медицина организацийӗсем пӑхса тӑнипе кӳмелле тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен асӑннӑ проект авторӗсем. Ҫавӑн пек аппаланакан ҫыннӑн ятарлӑ ирӗк пулмалла. Ӑна федерацин субъекчӗн ӗҫ тӑвакан влаҫӗ памалла. Ҫапах та асӑннӑ пулӑшӑва пурне те кӳме юрамасть. Ҫавсен шутне онкологи, инфекци чирӗпе, наркоманипе, психикӑн йывӑр чирӗсемпе аптӑракансене, ҫиеле юлнӑ хӗрарӑмсем ҫав тапхӑр кӑткӑссӑн пыракансене, СПИДпа чирлисене, операци тумаллисене кӗртнӗ. Асӑннӑ пулӑшӑва саккуна пӑсса кӳрекенсене 2 пинтен тытӑнса 10 пин тенкӗ таран штрафлассине пӑхса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |