Роспотребнадзор Кемӗр облаҫӗнчи пӗр предприятире ҫын сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан крем туса кӑларнине тупса палӑртнӑ. Пите тата алла сӗрмелли крем хӑрушсӑрлӑх требованийӗсемпе килӗшсе тӑмасть-мӗн. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби хыпарлать.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче пите тата алла сӗрмелли крема, «M Solo Active» ятлӑскере, туртса илнӗ. Ӑна «Кристал Косметик» туса кӑларнӑ. Вӑл микробиологи кӑтартӑвӗсемпе хӑрушсӑрлӑх требованийӗсемпе килӗшсе тӑмасть.
Ку кӑна та мар, предприятире туртса илнӗ кремра синегнойлӑ патак тупса палӑртнӑ.____
Чӑваш Енри тухтӑрсем грипран хӑраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсем хӑйсене вакцинаци тутараҫҫӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министертсвинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин тӗп врачӗн поликлиника енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Александр Дерягин укол тутарнӑ та ӗнтӗ. Шурӑ халатли ытти ҫынна та, ултӑ уйӑхри ачаран пуҫласа ваттисем таранах, прививка тумалла тесе шухӑшлать. Вакцинаци витӗр тухнӑ ҫынна грипп ерсен те амак ҫӑмӑллӑн иртнине палӑртать.
Чӑваш Ене вакцинӑн пӗрремӗш партине иртнӗ уйӑхрах кӳрсе килнӗ. Вӑл халӑхӑн 19 процентне укол тума ҫитет. Сӑмах май каласан, Роспотребнадзор ҫӗршыври халӑхӑн 45 процентӗнчен кая мар ҫынна укол тӑвасшӑн. Хӑрушлӑх ушкӑнӗнче шутланаканнисене вара — 75 процентран кая мар.
Паян, утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкартан Самара каякан автоцистерна тӳнсе кайнӑ. Инкек Ҫӗрпӳри ҫул ҫавринче, Канаш енне каякан тӗлте, 14 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Машина «Химпром» предприятирен тухнӑ. Инкекре водитель шар курнӑ, аманнисем тек ҫук. Цистернӑран тӑварлӑ йӳҫек юхса тухнӑ. Йӳҫеке тасатас тесе тӗрлӗ служба ура ҫине тӑнӑ. Ҫав шутра 65 ҫынпа 32 техника тӑрмашнӑ. Вӗсен хушшинче ҫул-йӗр инспекторӗсем, пушар сӳнтерекенсем, Роспотребнадзор, Инкеклӗ лару-тӑру министерствин, «Химпромӑн» специалисчӗсем пулнӑ. Хими япалине ҫул ҫинчен ҫуса тасатнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтерес ӗҫ епле пынине республика пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев сӑнаса тӑнӑ.
Куславкка районӗнчи Куснар ялӗнчи шкулӑн алӑкне приставсем пичет ҫапсах питӗрнӗ. Апатланмӑшӑн пӗр уйӑх ӗҫлеме юрамӗ, мӗншӗн тесен унта йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче шкулта апат пӗҫернӗ чухне санитари нормисене пӑхӑнмашкӑн условсем ҫуккине тупса палӑртнӑ. Апатланмӑшра апат хатӗрлемелли тата упрамалли ятарлӑ вырӑнсем ҫук ҫавӑн пекех чашӑк-тирӗк ҫумалли, пахча ҫимӗҫ, пулӑ, какай тасатмалли пӳлӗмсем ҫук. Апатланмалли залра вара мачча хӑмисене ҫуллӑ сӑрӑпа сӑрланӑ.
Шкул директорӗ апатланмӑшра ҫитменлӗхсем пуррине тунман, ун валли хушма ҫурт тумашкӑн смета хатӗрлени пирки пӗлтернӗ. Строительство валли укҫа-тенкӗ шыраҫҫӗ-мӗн. Апла пулин те Роспотребнадзор апатланмӑш ӗҫӗ-хӗлне вӑхӑтлӑха чарма йышӑннӑ. Шкулта вара ҫуллахи уйлӑх ӗҫлемелле пулнӑ.
«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ тавар туянакансен правине хӳтӗлес тӗллевпе Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленине ҫӑхав шӑрҫаланӑ. Ҫыру авторӗсем «Альбион — 2002» тулли мар яваплӑ обществӑн Шупашкарти «Бристоль» лавккисем потребителе тӗрӗс мар хыпарланине асӑрханӑ.
Лавккана кӗнӗ ҫӗрте ҫырса ҫакнин чӑвашла вариантӗнче «Санитари кунӗ 1–мӗш уйӑхӑн кӗҫнерни кунӗ» тесе хыпарланӑ. Вырӑсла вара «Санитарный день – первый четверг месяца» тесе пӗлтернӗ. Чӑвашла ҫырни тӑрӑх хакласан хыпара пачах та урӑхла ӑнланма тивет.
«Ирӗклӗх» хастарӗсем лавкка потребителе ҫапла пӑтраштарса арпаштарни тавар туянакансен правине пӑсни тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫавӑнпах вӗсем Роспотребнадзорӑн республикӑри управленине евитленӗ.
Шупашкарта час-часах лайах мар шӑршӑ кӗме пуҫлани ҫынсене ӗнсене кӑчӑрт-кӑчӑрт хыҫтарать ахӑртнех. Ӑҫтан килет ку ырӑ мар шӑршӑ?
Ҫак кунсенче тӗп хулара каллех лайӑх мар шӑршӑ сарӑлнӑ. Уйрӑмах ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакансем ҫакна туйнӑ. «Ҫыхӑнура» форумра ҫынсем ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл «Ҫӗнӗ хула» микрорайона та ҫитнӗ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ каллех тӗрӗслев ирттерет, шӑршӑ ӑҫтан тухнине тӗпчет. Ведомство «Юрма» агрохолдингра плана кӗртмен тӗрӗслев ирттерет. Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа сывлӑша тӗрӗслеҫҫӗ. Кӑтартусем ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне паллӑ пулӗҫ.
«Ҫыхӑнура» форумра ырӑ мар шӑршӑ кӗни пирки ҫынсем кӑмӑлсӑрланса ҫырнӑ. Чылайӑшӗн шухӑшӗпе, ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май лару-тӑру тата япӑхланӗ, шӑршӑ сӑмсана ҫурӗ.
Ҫанталӑк ӑшӑтрӗ кӑна – Чӑваш Енре ҫӗлен сӑхнӑ 6 тӗслӗхе шута илнӗ ӗнтӗ. Телее, ҫын вилнӗ тӗслӗх ҫук.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ акӑ мӗн ҫырнӑ: «Халӗ ҫанталӑк ҫӗленсене ӗрчемешкӗн лайӑх. Вӗсене вӑрмансенче, пӗве, юханшыв хӗрринче кӑна мар, хулара та, тӗслӗхрен, Шупашкарти кӳлмекре, тӗл пулма май пур. Пирӗн тӑрӑхра наркӑмӑшлӑ ҫӗленӗн пӗр тӗсӗ ҫеҫ пур, вӑл – хура ҫӗлен. Унӑн наркӑмӑшӗ питех вӑйлӑ мар, анчах ӑна пула вӑйлӑ аллерги пуҫланас хӑрушлӑх пур».
Ҫӗлен сӑхсан мӗн тумалла? Часрах пульницӑна илсе ҫитермелле е васкавлӑ медпулӑшу чӗнмелле. Шар курнӑ ҫынна питӗ хӑвӑрт пулӑшмалла.
Роспотребнадзор республикӑри шкулсемпе ача пахчисенче мӗнле апат ҫитернине тӗрӗсленӗ. Кун хыҫҫӑн республикӑри виҫӗ учреждение вӑхӑтлӑха хупнӑ.
Сӑмах май, 2017-2018 ҫулсенче тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ачасене вӗри апат ҫитернӗ чухне йӗркене пӑснӑшӑн пӗтӗмпе 1,1 миллион ытла тенкӗлӗх штрафланӑ. Кӑҫал 108 ача пахчипе 54 шкула тӗрӗслев ҫитнӗ. Пӗтӗмпе 250 протокол ҫырнӑ. Вӗсенчен 90-шӗ – апатлану йӗркеленӗ чухне саккуна пӑснӑшӑн.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн Елчӗк районӗнчи Кушкӑ шкулне, Патӑрьел районӗнчи Тӗреньелти шкул-ача пахчине, Етӗрне районӗнчи Советски шкулне вӑхӑтлӑха хупнӑ.
Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсенчен 23 проценчӗ производство хатӗр-хӗтӗрӗ мӗнле ӗҫленипе ҫыхӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – меню хатӗрленӗ чухне йӗркене пӑсни.
Роспотребнадзор сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри хӑш-пӗр шкула карантина хупнӑ. Хальлӗхе лару-тӑру эпидеми чиккинче.
Ытларах ОРВИпе тата гриппа ачасем чирлеҫҫӗ – 60,6 процент. ОРВИпе чирленӗрен республикӑра 410 ачана каникула янӑ.
Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне Шупашкарти 6 шкулта 9 класс карантина кайнӑ. Пӗтӗмпе – 246 ача. Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ шкулта 3 класс карантинра (78 ача).
Ҫӗрпӳ районӗнче 1 класс вӗренмест, шкул умӗнхи 3 ушкӑн карантина кайнӑ. Ача пахчинче 1 ушкӑн хупӑннӑ.
Эрне хушшинче пневмонипе чирленӗ 267 тӗслӗхе шута илнӗ. Вӗсенчен 82-шӗ – 17 ҫула ҫитмен ачасем. Пневмонипе аптӑракан 254 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ.
Шупашкар районӗнчи Лапсар ҫывӑхӗнче пурӑнакансем, ҫав шутра кӳкеҫсем те, урамра тепӗр чух тӑракан ырӑ мар шӑрша пӗрре ҫеҫ мар туйнӑ. Хӑнӑхса та ҫитрӗҫ пуль тенӗччӗ те, ҫук иккен. Александр Анисимов ятлӑ ҫын «Юрма» чӑх-чӗп хапрӑкне хуптарма ыйтса петици ҫырнӑ.
Асӑннӑ ял хуҫалӑх предприятийӗ тавралла 15 километрта вырнаҫнӑ ялсенче, Шупашкарӑн тӗп пайӗнче, Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ тата Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗсенче ырӑ мар шӑршӑ тӑнине палӑртнӑ унта. Петрэици авторӗ маларах Роспотребнадзора, прокуратурӑна ҫырнисем усӑ кӳменнине асӑннӑ.
Хапрӑка хупса хума ыйтнине Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе шӑрҫаланӑ. Ҫырура ҫынсен таса сывлӑшпа сывлас килнине пӗлтернӗ.
Ҫак самантра петицие 175 ҫын алӑ пуснӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |