Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ кӑҫал ҫула 30-мӗш хут тухӗ. Ҫӗнӗ чунҫӳрев ҫурлан 1-мӗшӗнче пуҫланӗ те 12-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Чунҫӳревҫӗсем кӑҫал Аслӑ Арапуҫра (Митта Ваҫлейӗн вилтӑпри ҫине кӗрсе тухӗҫ), Турханта (Кокель музейӗпе паллашӗҫ), Ҫӗньялта (Геннадий Айхине сума сӑвӗҫ) чарӑнӗҫ, Тикеш хулашне кӗрсе тухӗҫ. Ун хыҫҫӑн вӗсен ҫулӗ Чӗмпӗр урлӑ Хура тинӗс хӗрринчи Хӑнакур хулине выртӗ. Севастополе ҫитнӗ хыҫҫӑн каялла Шупашкаралла таврӑнӗҫ.
Чунҫӳреве йӗркелекен Олег Михайлович Цыпленков — Ултиар — пӗлтернӗ тӑрӑх автобусра тата тепӗр 10 вырӑн пур. Кӑмӑлӑр пур пулсан ҫул хакӗ — 10-12 пин. Хура тинӗс хӗрринче 1 эрне ирттерӗҫ.
Ыйтусем пулсан Ултиарпа 8-927-667-93-23 номерпе ҫыхӑнма пулать.
Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче Севастопольте хулана фашистсенчен хӳтӗленӗ чухне пуҫ хунӑ чӑвашсене халалланӑ палӑк лартӗҫ. Ку ыйтӑва ЧР Патшалӑх Канашӗнче сӳтсе явнӑ.
Вӑрҫӑра, 1941-1944 ҫулсенче, Севастополь хулине хӳтӗленӗ тата ирӗке кӑларнӑ чухне ҫухатнӑ ывӑлӗсемшӗн кулянакан амӑшне сӑнланӑ скульптура авторӗ – Владимир Нагорнов. Монументӑн аялти пайӗнче пуҫ хунӑ ҫынсен ячӗсене ҫырӗҫ. Палӑк 3,5 метр ҫӳллӗш пулӗ, ӑна Балаклава районӗнче вырнаҫтарӗҫ.
Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Валерий Филимонов кунашкал палӑк пӗрремӗш хут пулассине палӑртнӑ, дупутатсене укҫа-тенке нимелле пухнӑ ҫӗре хутшӑнма чӗнсе каланӑ. Хальлӗхе 1 миллион тенкӗ пухнӑ, тепӗр 3 миллион тенкӗ кирлӗ. Укҫа ытларах хывакансен йышӗнче - Валерий Филимонов тата Николай Угаслов. Вадим Николаев сенатор та вӗсенчен юласшӑн мар.
Палӑка Акатуйра уҫасшӑн. Севастопольти уява Чӑваш Енрен делегаци кайӗ.
Тӗлӗнмелле ҫак пулӑм пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн ҫӗнӗ, Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗнхи номерӗнче, Влад Димов автор ҫырса кӑтартнӑ. Ун пирки хаҫат редакторӗ Сергей Мясников Фейсбукра пӗлтернӗ.
Журналист «Управление отходами» (чӑв. Каяшсене йӗркелесси) предприятире пулнӑ май унти хӑйне евӗр музейпе паллашнӑ. Кирлӗ мар тесе ҫынсем тухса пенӗ япаласен шутӗнче тем те пур-мӗн: хушпу, купӑс, магнитофон, магнитола, радиоприемник, фотоаппарат тата... хаклӑ хутсем.
Степан Макарович Кудряшов ятлӑ сержанта Севастополе, Ригӑна ирӗке кӑларнӑшӑн, Берлина илнӗшӗн Тав хучӗсем панӑ иккен. Вӗсене те ветеран хӑй ӗнтӗ, те ачисем пӗр ҫӗре ҫӗлесе пынӑ. Вӑхӑт иртсен вӗсем никама кирлӗ мар пулса юлнӑ. «Сталининграда хӳтӗленӗшӗн» медаль удостоверенийӗ те ҫӳп-ҫап контейнерне лексе каяш пухакан предприятие ҫитнӗ.
«Как же у них рука поднялась?» статья авторӗ вӑрҫӑ ветеранӗн япалисене ҫапла тухса перекенсенчен хытах тӗлӗннӗ.
Нумай пулмасть Тӗп банк 200 тата 2000 тенкӗллӗ хут укҫасене халӑха кӑларчӗ, вӗсем нумай пулмасть пирӗн тӑрӑха та ҫитрӗҫ. Ҫавах та ҫӗнӗ хут укҫа малтанхисенчен самай уйрӑлса тӑрать — хӑш-пӗр сутӑҫсем тата ахаль ҫынсем суя укҫа лекесрен шикленеҫҫӗ. Кӑна шута илсе «Гоззнак» смартфонсем валли ятарлӑ приложени кӑларӗ.
AppStore тата GooglePlay сервиссенче ӑна кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче уҫласа илме май пулӗ. Приложени ҫӗнӗ укҫасенчи кашни уйрӑмлӑхӗ пирки пӗлтерӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл япӑх тунӑ суя укҫасене те палӑртма пултарӗ.
Аса илтеретпӗр, 200 тенкӗллӗ хут укҫа ҫинче Севастополь хулине сӑнланӑ, икӗ пинлӗххи ҫинче вара — Восточный (чӑв. Тухӑҫ) космодромпа Русский (чӑв. Вырӑс) утрав ҫине хывнӑ кӗпере.
Ҫак уйӑхӑн вӗҫӗнче чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Крымра тата Севастопольте пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, унта пулнӑ чух Крым Республикипе Чӑваш Ен парламенчӗсем килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута алӑ пуснӑ. Ӑна, сӑмах май, тӑватӑ чӗлхепе: чӑвашла, вырӑсла, украинӑлла тата Крымри тутарсеннипе — хатӗрленине те эпир ҫырнӑччӗ.
Кӑнтӑр енти региона чӑваш парламентӗнчи мӗнпур фракци пайташӗсем кайнӑччӗ.
Паян Чӑваш Ен парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов Крымра тата Севастопольте мӗн тӗллевпе пулнине журналистсене пухса каласа кӑтартнӑ.
Унта Василий Чапаевӑн ятне Крымри ҫар пӗрлешӗвӗсенчен пӗрне парассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва та сӳтсе явнине (ун пирки те эпир ҫырнӑччӗ) асӑнса хӑварнӑ.
Валерий Филимонов спикер депутатсем килес ҫул та Крыма каяс ӗмӗтлине пӗлтернӗ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ тата Севастопольти патшалӑх университечӗ килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Килӗшӗве ЧПУ ректорӗ Андрей Александров тата Севастопольти университет ректорӗ Владимир Нечаев ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Икӗ аслӑ шкул ӑслӑлӑх тӗпчевӗ, вӗренӳпе методика енӗпе килӗштерсе ӗҫлӗҫ. Икӗ ен квалификацие ӳстерес тытӑма аталантарӗҫ, студентсемпе ылмашӑнӗҫ.
Нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче, ЧПУ делегацийӗ ректор ертсе пынипе Крымра пулнӑ. Унта вӗсем вӗренӳ базипе паллашнӑ, лабораторие тата инжиниринг центрне ҫитнӗ. Кӗҫех Севастополь делегацийӗ ЧПУна килмелле.
Шупашкарта Республика кунӗнче иртекен Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне Беларуҫран та килмелле. Чӑваш Енӗн Культура министерствин сайтӗнче ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче хатӗрлесе вырнаҫтарнӑ хыпар тӑрӑх кунсӑр пуҫне хамӑр ҫӗршыври 20-е яхӑн регионти йӑхташӑмӑрсем килес шухӑшли паллӑ.
Списока кӗртнисен шутӗнче — Севастопольти «Туслӑх», Мускаври «Атӑл», Питӗрти «Нарспи», Тутарстанри «Уяв», Чӗмпӗр облаҫӗнчи «Родник», «Укӑлча», «Хавас», Тӗмен облаҫӗнчи «Тӑван», Кемӗр облаҫӗнчи «Хӗлхем», Самар облаҫӗнчи «Ҫӑлкуҫ», «Улах», Чулхула облаҫӗнчи «Чулхула чӑвашӗсем», Сарӑту облаҫӗнчи «Палан», Пенза облаҫӗнчи «Шӑпчӑксем», «Асамат», Мурманск облаҫӗнчи «Акатуй», Коми Республикинчи «Нарспи», Пушкӑртстанри «Элем», «Родники Агидели» (чӑв. Шур Атӑл ҫӑлкуҫӗсем), Пермь крайӗнчи «Хӗвел», Удмурт Республикинчи «Уяв», Ӗренпур облаҫӗнчи «Пилеш», ҫавӑн пекех Беларуҫри «Хамӑрьял» ушкӑнсем.
Крымра пурӑнакан чӑвашсем ӗнер, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче, Севастопольти наципе культура обществисен ассоциацийӗ ирттернӗ мероприятие хутшӑннӑ. Мероприятие Крымра халӑхсен хӗллехи уявӗсене халалланӑ.
Ассоциаци 23 ҫул ӗҫлет. Ӑна Валерий Милодан ертсе пырать. Белоруҫсен, эстонсен, гагаузсен, мӑкшӑсен тата чӑвашсен обществисем чи лайӑх ӗҫлекеннисен йышӗнчине палӑртма кӑмӑллӑ.
Тӗрлӗ халӑхӑн культурин илемлӗхне, апат-ҫимӗҫне, тумтирӗпе тата йӑли-йӗркипе паллаштарас тӗллевлӗ уява пуҫтарӑннисене Севастопольти тӳре-шара, общество организацийӗсен пайташӗсем саламланӑ. Вӗсем ассоциаци ӗҫ-хӗлне пысӑка хурса хакланӑ, вӑл тӑнӑҫлӑхпа лӑпкӑлӑха упрама пулӑшать тесе ырланӑ.
Ӗнер пирӗн халӑхӑмӑрӑн Крымри пайташӗсем те уяв сӗмне аванах кӗртнӗ. Тӑван халӑхӑмӑр тумтирне тӑхӑннӑскерсем ыттисем пекех тӑван чӗлхепе юрланӑ, наци апат-ҫимӗҫӗпе хӑналанӑ, йӑла-йӗркепе паллаштарнӑ.
Севастопольти чӑвашсен наципе культура обществин хастарӗсем Крымра пурӑнакан халӑхсен кухнисен III фестивальне хутшӑннӑ. Мероприяти кӑҫал раштавӑн 18-мӗшӗнче иртнӗ. Уява «Лукоморье» паркра ирттернӗ.
Фестивале пирӗн чӑвашсем те кӑмӑлпах пырса ҫитнӗ. Вӗсем наци кухнин вӑрттӑнлӑхӗпе хаваспах паллаштарнӑ. Унчченхи ҫулсенче те ун пек мероприятие хутшӑннисем ытти ҫул курнӑҫнисемпе тепӗр хутчен калаҫнӑ, тӗрлӗ нацин культурин вӑрттӑнлӑхӗсене сӳтсе явнӑ, пӗр-пӗрин ӑсталӑхне ӑша хывнӑ. Уява пынисем чунтан савӑннӑ, калаҫнӑ, шӳтленӗ. Ун пек мероприятисем Крымри тӗрлӗ наци ҫыннисене, ҫав вӑхӑтра вӑл тӑрӑхра тӗпленнӗ чӑвашсене те, тем пек кирлине палӑртса ҫитес ҫулхи фестивальчен ырӑ кӑмӑлпа сывпуллашнӑ.
Чӑваш Енре коммуналлӑ такаксемшӗн тӳлев ӳсесси пирки каллех пӗлтерчӗҫ. Ку сивӗ шыв хакӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Ен ЖКХ тӳлевӗ хӑпарас енӗпе Раҫҫейре ТОП-10 регионсен йышне кӗнӗ. Кун пирки ИА Регнум пӗлтерет.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗпе танлаштарсан, кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче ЖКХн потребитель тарифӗн индексӗ 6,9 процентпа танлашнӑ. Севастопольте, Крымра, Питӗрте, Якутире, Чулхула, Омск, Мурманск облаҫӗсенче, Мускав хулинче ку индекс тата пысӑкрах.
Чӑваш Енре шыв хакӗ 22,2 процент хӑпарӗ. ЖКХ хакӗсем хӑпарас енӗпе пирӗн республика 4-мӗш вырӑнта. Чи малта – Севастополь, Крым тата Чулхула облаҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |