Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ялти пенсионерсен пенсине ӳстерсе парассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, пенсин страховани пайӗ ҫумне 25 процент хушса тӳлӗҫ. Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫав виҫе 5334 пин те 19 пуспа танлашӗ. Апла пулсан 1333 тенкӗ те 55 пус хушӑнӗ.
Хуласем: Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Ҫӗрпӳ — ял шутланманни каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ. Хула йышши поселоксем те ял шутланмаҫҫӗ. Чӑваш Енре ун пеккисем ҫаксем: Вӑрнар, Йӗпреҫ, Вӑрмар, Кӳкеҫ, Буинск, Ҫӗнӗ Лапсар, Сосновка. Вӗсенче ялта 25 ҫул ытла ӗҫленӗ 72 пенсионер пурӑнать.
Ялта пропискӑра тӑракан, анчах хулара пурӑнакан пенсионерсен пенсийӗ вара ӳсӗ. Ҫавна вӗсен хутпа ҫирӗплетмелле.
Чӑваш Енре ҫӗнӗ йышши автобуссене сӑнавлӑ меслетпе ӗҫлеттереҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ.
Нумаях пулмасть «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа «МАЗ 206085» маркӑллӑ автоубс ҫула тухнӑ. Ӑна унӑн сутуҫи сӑнаса пӑхмалӑх усӑ курма панӑ иккен. Автобусра мӗн кирлине кура савут ӑна пуянлатма хатӗррине пӗлтернӗ. Уйрӑм ҫынсенчен пӗри ҫӗнӗ йышши 10 автобус туянасшӑн иккен.
Сӑнавлӑ меслетпе ҫӳрекен автобуса 73 ҫын вырнаҫать. Вӗсенчен 27-шӗ ларса пырайӗ, 45-шӗ — тӑрса. Кӳмепе ҫӳрекен сусӑр валли 1 вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Урайӗ ҫӳллӗ мартан унта сусӑрсене урапапа кӗрсе тухма меллӗ.
Автобус газпа ӗҫлет. Ку топливо, пӗр енчен, йӳнӗрех, тепӗр енчен, экологи енчен таса.
Сӑнавлӑ «Вектор NEXT» ПАЗ «Шупашкар-Сосновка» маршрутпа ҫӳрет.
Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пенси реформине хирӗҫ ҫӗршывӗпех тӗрлӗ акци ирттерме палӑртса хунӑ. Ҫакӑн пирки Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Валентин Шурчанов халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Асӑннӑ партин Шупашкарти хула комитечӗ те ҫав кун митинг ирттерме шухӑшланӑ. Хула ертӳҫисем мероприятине Сосновкӑра пухӑнма ирӗк панӑ. Асӑннӑ поселок та Шупашкар территорийӗ шутланни паллӑ-ха, анчах Атӑлӑн леш енне халӑх йышлӑ пухӑнасси иккӗленӳллӗ. Ҫавна май РФ Патшалӑх Думин тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев скверӗнче 11 сехетре пуҫтарӑнӗҫ. Унта пенси реформипе ҫыхӑннӑ тата ытти пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва тишкерӗҫ.
Атӑл леш енчи поселоксене газ кӗртес енӗпе тинех ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта пурӑнакансем ҫакна темиҫе ҫул кӗтнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Атӑл леш енчи поселоксене газ кӗртес ыйтӑва ҫӗртмен 15-мӗшӗнче пӑхса тухнӑ. 2020 ҫулччен вӗҫлеме палӑртнӑ ӗҫ тӗлӗшпе килӗшӳ тунӑ ӗнтӗ. Сосновкӑри проект тата документаци ӗҫӗсене тумашкӑн 4,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Подрядчик газопроводӑн пулас трассине пӑхса тухнӑ. Специалистсем Октябрьски, Первомайски, Пролетарски, Ҫурҫӗр поселокӗсене тата Санатори урамне газ пӑрӑхӗсем ҫитессе ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫакна 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен тума палӑртнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 21 сехет те 45 минут тӗлӗнче, Шупашкар ҫывӑхӗнчи Сосновка поселокӗнче рейс автобусӗ инкеке лекнӗ. «Шупашкар—Сосновка» маршрутпа ҫӳрекен «ПАЗ» ҫине «ВАЗ-2110» автомобиль пырса кӗнӗ. Ҫулпа чипер пыракан автобуса ҫӑмӑл машинӑн шучӗпе ирттерсе ямалла пулнӑ. Анчах ҫакскер таҫта сӗкӗннӗ: те васканӑ, те хӑйне мӑнна хунӑ, те асӑрхаса ҫитереймен...
Инкек вӑхӑтӗнче автобус салонӗнче 3 пассажирпа 1 кондуктор ҫеҫ пулнӑ. Телее, вӗсенчен нихӑшӗ те, автобус водителӗ те аманман.
Ҫӑмӑл машинӑна тытса пыракан, Шупашкар хулинче пурӑнакан 38 ҫулти арҫын кӑштах аманнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫӑмӑл машина хуҫине те, автобус водительне те эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗсленӗ. Автобус рульне тытса пыраканни тӑм урах пулнӑ, ҫӑмӑл машина хуҫи сыпни палӑрнӑ.
Шупашкарта «Матильда» фильм проката тухнине хирӗҫлесе пикет ирттерме палӑртса хунӑ. Хула администрацийӗ апла тума ирӗ панӑ. Хастарсем Сосновка поселокне пуҫтарӑнӗҫ.
Алексей Учитель режиссер лартнӑ «Матильда» фильм православи тӗнне, нравственноҫа хирӗҫ, суя тесе хурлаҫҫӗ иккен хастарсем.
Фильма хурлакансен пикета Сосновкӑра авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тухӗҫ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, православи тӗнне ӗненекенсем хирӗҫ-тӑру акцине хула варринче ирттерме ыйтнӑ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкарти общество хастарӗ Шупашкарти Ленин палӑкӗ умӗнче пикет тӑвассине пӗлтернӗччӗ. Юрий Шакеев ӑна пӗчченех йӗркеленӗ. Общество хастарӗ Ленин палӑкӗ умӗнче палаткӑра ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пурӑнма тытӑнассине пӗлтернӗччӗ. Унта вӑл тепӗр кун та, ҫу уйӑхӗн 23–24-мӗшӗсенче те кун кунласшӑн.
Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 15 сехет те 40 минутра ҫӑлавпа шырав службине хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ та виҫӗ ҫын Атӑл леш енчи вӑрманта ҫухалса кайни пирки пӗлтернӗ. Вӗсен йышӗнче 2007 ҫулта ҫуралнӑ ача та пулнӑ.
Ҫынсем Сосновка поселокӗ ҫывӑхӗнче ҫухалса кайнӑ. Хӑйсем ӑҫта пулнине вӗсем ниепле те палӑртайман. Республикӑри ҫӑлавпа шырав службин оперативлӑ дежурнӑйӗ Игорь Наумов полицейскисемпе тата Мари Элти ҫӑлавҫӑсемпе пӗрле ҫав виҫӗ ҫын ӑҫта пулнине палӑртнӑ.
Каҫхи 6 сехет тӗлне вӗсене тупнӑ, автобус чарӑнӑвне илсе ҫитернӗ.
Шупашкарта уҫҫӑнах ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ. Пластик, йывӑҫ, хутаҫ тата ытти япала мӑкӑрланнӑ.
Ку Атӑл леш енче, Сосновкӑра, пулнӑ. Палӑртмалла: вӑл Шупашкар хула территорине кӗрет. Унта легаллӑ полигон ҫук. Унта ҫӳп-ҫапа лицензисӗр ҫунтараҫҫӗ. Тӗп хулара та санкцилемен свалкӑсене тупса палӑртнине асӑнса хӑвармалла.
Тӗслӗхрен, пӗлтӗр коммунальщиксем Автозаправка проездӗнче ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ. Ун чухне ку лару-тӑрӑва полици, прокуратура тӗпченӗ. Халӗ ӗҫе суд пӑхса тухать.
Сосновкӑра ҫӳп-ҫапа лицензисӗр ҫунтаракансене мӗн кӗтни хальлӗхе паллӑ мар. Халӑх вара Экологи ҫулталӑкӗнче поселокри ҫак ҫивӗч ыйту татӑласса, влаҫ пӑрӑнмасса шанать.
Сосновкӑри ухӑҫӑ Европӑри чемпионатра тата ӑмӑртура пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Юниорсем хушшинчи ӑмӑрту Францири Виттель хулинче иртнӗ. Унта пирӗн республикӑран 17 ҫулти Роман Ефремов хутшӑннӑ.
ЧР Физкультура тата спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк ухӑҫӑсен чемпионачӗ пирӗн ҫӗршыв командине ӑнӑҫу кӳнӗ. Раҫҫей спортсменӗсем Францирен 11 медальпе таврӑннӑ.
Сосновкӑри ачасемпе ҫамрӑксен 10-мӗш спорт шкулне ҫӳрекен Роман Ефремов Мускав каччипе Дмитрий Степановпа тата Калининград яшӗпе Евгений Соколпа команда ӑмӑртӑвне хутшӑнса виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Бронза медале тивӗҫнӗ спортсмен ӑсталӑха тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, Ухӑран перекенсен республикӑри федерацийӗн президенчӗ Максим Яриков патӗнче туптать.
Шупашкар хулинчи Сосновкӑри ача-пӑча паркне Совет Союзӗн Паттӑрӗн Михаил Кузнецовӑн ятне панӑ. Тивӗҫлӗ хушӑва хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ.
Михаил Михайлович Кузнецов — 996-мӗш стрелок полкӗн салтакӗ пулнӑ, 1-мӗш Украина фронтӗнче ҫапӑҫнӑ. Чулхула облаҫӗнчи Шаранга облаҫӗнчи Иккӗмӗш Кузнецово ялӗнче 1923 ҫулта ҫуралнӑскер икӗ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн колхозра ӗҫленӗ. Вӑрҫӑра вӑл пилӗк хутчен аманнӑ, вӗсенчен иккӗшӗнче — хытах.
1945 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Михаил Кузнецов тата тепӗр ҫичӗ разведчик Одер шывӗ урлӑ ҫирӗп мар пӑрпа каҫса унти ҫӳллӗ вырӑна ярса илнӗ. Дивизин малти подразделенийӗсем пырса ҫитичченех плацдарма хӑйсен аллинче тытса тӑнӑ. Кузнецов ҫав ҫапӑҫура 20 тӑшмана персе пӑрахнӑ. Линдхен патӗнчи ҫапӑҫура вӑл батальонӑн йывӑр аманнӑ командирӗн ҫумне йӑтса тухнӑ тата полк ялавне ҫӑлнӑ. 1945 ҫулхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӑна Совет Союзӗн Геройӗн ятне панӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Шупашкарта тӗпленнӗ, 1-мӗш ТЭЦра слесарьте ӗҫленӗ. 1997 ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Карачура патӗнчи ҫӑвара пытарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |