Кӑшӑлвируспа чирлесе юсаннисенчен хӑшӗсен сывлӑхӗ самай хавшанӑ. Чӗре, юн тымарӗсен, сывлӑш ҫулӗсен чирӗсемпе тата ытти ҫавӑн пек амакпа нушаланакансен сывлӑхне вирус уйрӑмах халсӑрлатса хӑварнӑ.
Кӑшӑлвируспа чирленисене ҫирӗпленсе ҫитме ҫӗршыв шайӗнче ковид хыҫҫӑнхи программа йышӑннӑччӗ. Халӗ пирӗн тӑрӑхри 45 ҫын ку программӑпа усӑ курнӑ та. Тепӗр 52 ҫын малалла сипленет, 77-ӗн хӑйӗн черечӗ ҫитессе кӗтет.
Ковид хыҫҫӑнхи программӑна Хулари 1-мӗш клиника тата П.Н. Осипов ячӗллӗ Шупашкарти пӗрремӗш хула пульницисенче, ҫавӑн пекех «Надежда» тата «Чувашиякурорт»а санаторисенче ӗҫлеттерсе янӑ. Сиплев курсӗ 10 куна пырать. Стационарсенче сипленнишӗн медицина страхованийӗн шучӗпе саплаштараҫҫӗ. Санаторие каякансен тӑкакӗн 70 процентне республика хысни хӑй ҫине илнӗ. Пациентсемшӗн ҫӑмӑллӑхлӑ путевка хакӗ 10-11 пин тенке ларать.
Ку ҫулталӑк кӑларса тӑратнӑ чи пысӑк хӑрушлӑх вӑл, паллах, COVID-19 кӑшӑлвирус. Унӑн витӗмне пула тӗнче экономики ҫеҫ мар, нефть хакӗ те чакрӗ, ҫынсен пурнӑҫ йӗрки йӑлт арпашӑнса кайрӗ.
Чи малтанах, республикӑра пӗр ҫын та чирлемен чухне, ҫак кӑшӑлвирус питӗ хӑрататчӗ. Пӗрремӗш чирлисене тупнӑ чухне халӑх питӗ тӗлӗнетчӗ — анализ кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ пулсан ма вара ӑна республикӑна илсе килмелле-ха? тесе ыйтатчӗ. Ним явапӗ те ҫук тесе вӑрҫатчӗҫ ҫав ҫынсене. Уйрӑмах Мари Эле пирӗн республика урлӑ каҫнӑ пӗр хӗрарӑма астӑвасса ятлатчӗҫ.
Чире сарас мар тесе уйӑх ытла халӑх килте ларчӗ. Ресторансемпе кафесене хупса лартрӗҫ... Ӗҫлеме чарнине пула чылай предприниматель шар курчӗ. Юрать-ха каярах вӗсене майӗпен уҫӑлма ирӗк пачӗҫ, анчах хӑшӗ-пӗри халь те ӗҫе пуҫлаймасть. Калӑпӑр, чӑваш эстрада юрӑҫисем пысӑк шар курчӗҫ — хӗлренпе вӗсем пӗр концерт та ирттермен. Ҫак сӑлтава пулах ман укҫа конверчӗсем те сутӑнма пӑрахрӗҫ...
Тем каласан та COVID-19 хӑратакан пулӑм.
Статистикӑна пӑхас пулсан ку чир сана ҫакланмӗ тесе шухӑшлама пулать.
Патӑрьел районӗнчи Хирти Пикшикре пурӑнакан Гузель Алигберова сусӑр пулнӑран кӳмепе ҫӳрет. Пурнӑҫа юратакан хӗр хуҫӑлман, вӑл малалла ҫирӗппӗн ӑнтӑлать. Сусӑрскер ялта пысӑках мар лавкка тытать.
Усламҫӑ ӗҫӗпех лӑпланса лармасть ҫамрӑкскер. Хӑй пекех кӳмеллисене асӑннӑ хатӗрпе ҫӳреме вӗрентет. Инструктор-стажер пулса вӑл кӳме вӑрттӑнлӑхӗпе паллаштарать. Сусӑрсене ҫынран пулӑшу ыйтмасӑр пурӑнма хӑнӑхтарас тесе тӑрӑшать.
Хӗр психологипе кӑсӑкланнӑ май ҫак енӗпе чылай кӗнеке вулать. Ытти литературӑпа та кӑсӑкланать вӑл. Спортпа интересленет, хӑйне пур енлӗн аталантарма тӑрӑшать.
Юлашки тӑлӑкра Чӑваш Енре 30 ҫын кӑшӑлвируспа чирлениен палӑртнӑ. Палӑртмалла, юлашки уйӑхра кунсерен 30-35 ҫын инфекциленет.
Ку таранччен республикӑра 7743 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Юлашки талӑкра тепӗр 27 ҫын вируса парӑнтарнӑ. Ку, пӗр талӑкра чирленисемпе танлаштарсан, сахалрах. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, республикӑра инфекциленнисен 70 проценчӗ сывалнӑ. Ку – 6401 ҫын. Вилекенсен йышӗ ҫавӑн пекех: 70 ҫын.
Аса илтерер: Улатӑр районӗнче кӑшӑлвируспа чирленӗ 97 ҫулти ветерана сыватнӑ.
Улатӑр районӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, 97 ҫулти арҫын, кӑшӑлвируспа чирленӗ. Тухтӑрсем ӑна сыватнӑ.
Ветерана пульницӑна ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче илсе килнӗ. Ун чухне арҫыннӑн ӳт температури 38,5 градус пулнӑ. Рентген унӑн ӳпки икӗ енчен те шыҫнине кӑтартнӑ. Каярахпа анализ та килнӗ: кӑшӑлвирус чӑнах та пур. Тухтӑрсем ӑна сипленӗ.
Чир йывӑррӑн иртнӗ. Ӑна кислородпа та сывлаттарнӑ. Йывӑр чухне те ветеран хуҫӑлса ӳкмен, палатӑри кӳршисене хавхалантарма тӑрӑшнӑ.
Ӗнер ветерана киле яма хатӗрленӗ.
Патӑрьел районӗнчи инкекре тӑватӑ ҫын вилнӗ. Ҫул ҫинче «Солярис» маркӑллӑ ҫӑмӑл машинӑпа фура ҫапӑннӑ.
Инкек паян ирхи 7 сехет те 15 минутра пулса иртнӗ. А-151 трассӑпа пыракан машинӑсем Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми тӗлӗнче инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмаха 22 ҫулти каччӑ тытса пыракан ҫӑмӑл машинӑпа йывӑр тиевлӗ машина ҫакланнӑ.
Ҫӑмӑл автомобиль водителӗ тата машинӑри икӗ пассажир инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ, тепӗр пассажир пурнӑҫӗ пульницӑна ҫитсен татӑлнӑ. Ҫӑмӑл машинӑра 22-24 ҫулсенчи ҫамрӑксем пулнӑ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Hyundai Solaris» умри транспортран иртес тесе хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ. Унта вӑл фурӑпа ҫапӑннӑ.
Чӑваш Ен кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ чару мерисен виҫҫӗмӗш тапхӑрне куҫассине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Ҫав вӑхӑтрах ку вируспа чирлекенсем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа тата тепӗр 31 ҫын чирленине шута илнӗ. Кун пирки стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ.
Иррсе кайнӑ талӑкра COVID-19 диагнозӗллӗ 27 ҫын чиртен сывалнӑ.
Кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа пирӗн тӑрӑхра ерекен ҫак чир 7 713 ҫынна лекнӗ.
Иртсе кайнӑ талӑкра вилекенсем пулман. Пӗтӗмпе 70 ҫын вилнине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер хыпарланӑччӗ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче уроксене шӑнкӑрав сассипе лармӗҫ. Урок вӗҫленнине те шӑнкӑрав систермӗ. Ҫӗнӗлӗх кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ. Уроксенче шӑнкӑрав памассине пирӗн республикӑра ҫеҫ мар, ытти ҫӗрте те йышӑннӑ.
Шкулти хӑрушсӑрлӑх пирки кӑшӑлвируспа кӗрешекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗнче сӑмах хускатнӑ. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Сергей Яковлев урок пуҫланса вӗҫленнине учитель сӑнаса тӑрассине пӗлтернӗ. Ачасем унчченхи пек кашни предмета тӗрлӗ класра вӗренмӗҫ. Физика, хими, физкультура, технологи урокӗсем чухне ҫеҫ вӗсен ятарлӑ кабинета кайма тивӗ.
Ирпе шкула пынӑ чух кашни ачан ӳт температруине виҫӗҫ. Ун валли кирлӗ хатӗрсене пурӗ 2400 штук туяннӑ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа вилнисен йышӗ татах ӳснӗ – 70 ҫынна ҫитнӗ. Ҫапла майпа ҫак инфекцирен тепӗр 2 ҫын вилнӗ. Ку тӗслӗхсем ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре пурӑнакан 7682 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Юлашки талӑкра ку йыша 31 ҫын хушӑннӑ. 34 пациент сывалнӑ. Пӗтӗмпе ку таранччен 6347 ҫын инфекцие парӑнтарнӑ. Паянхи кун тӗлне 1265 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.
Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 0,95-пе танлашать.
Ыран, ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра тинех Сывлӑх тата спорт кунӗ иртӗ. Кӑшӑлвируса чару мерисем вӑйра тӑнине кура ҫынсем бассейнсемпе спорт залӗсене ҫӳреймерӗҫ. Халӗ вара Сывлӑх кунӗ иртӗ.
Аса илтерер: кун пек кунсенче республикӑн тата муниципалитетсен харпӑрлӑхӗсенчи спорт сооруженийӗсене халӑха тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ.
Ҫынсем бассейнсемпе, тренажер тата фитнес-залӗсемпе, ытти спорт лапамӗпе усӑ курма, пӑр ҫинче ярӑнма пултарӗҫ.
Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Василий Петров фитнес-клубсемпе бассейнсене, физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсене уҫассине халӑх чӑтӑмсӑррӑн кӗтнине, пурне те Сывлӑхпа спорт кунне йыхравланине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |