Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Сывлӑх

Сывлӑх
rt13.ru сайтри сӑн
rt13.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран тепӗр икӗ ҫын вилнӗ. Иккӗшӗ те вилнине паян пӗлтернӗ.

Кӑшӑлвируса пула 1938 тата 1951 ҫулсенче ҫуралнӑ ҫынсем вилнӗ. Вӗсен йывӑр чирсем те пулнӑ-мӗн. Тухтӑрсем хӑйсенчен мӗн килнине йӑлтах тунӑ. Шел те, вӗсен пурнӑҫне ҫӑлайман.

Аса илтерер: унччен республикӑра 1976 ҫулта ҫуралнӑ ҫын инфекцие парӑнтараймасӑр вилнӗ. Ку тӗслӗх ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пулнӑ.

Ҫапла майпа Чӑваш Енре ку таранччен 18 ҫын кӑшӑлвируспа вилнӗ. Паянхи кун тӗлне тепӗр 86 ҫын чирленӗ, пӗтӗмпе – 3561 ҫын. Вӗсенче 1727-шӗ сывалнӑ.

 

Ҫул-йӗр

Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 17 сехет тӗлӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта велосипедист инкеке лекнӗ. Вӑл Советски урамри ҫул ҫавринчи светофорӑн хӗрлӗ ҫути ҫуннӑ чух тепӗр енне каҫма тӑнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун ҫине «ВАЗ-21063» автомобиль пырса кӗнӗ. Икӗ урапаллӑ транспорт хуҫи суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Чӑваш Енӗн Патшалӑх автоинспекцийӗ велосипелистсене асӑрханса ҫӳреме ыйтать. Велосипед транспорт шутланать, велосипедист вара – транспорт водителӗ. Ҫапла вара велосипедпа пынӑ чух ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнмалла. Велосипедистсен права ҫукки светофорӑн хӗрлӗ ҫутипе ҫӳремеллине пӗлтермест. Велосипедистсен ҫул-йӗр правилин 24-мӗш пунктне пӑхӑнмалла. Унсӑр пуҫне вӗсен транспортӑн правилисене асра тытмалла.

 

Сывлӑх
myagkayasila.ru сайтри сӑн
myagkayasila.ru сайтри сӑн

Республикӑра тепӗр ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ҫапла майпа инфекцирен сывалаймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫынсен шучӗ 16-а ҫитнӗ.

Паянхи кун тӗлне тепӗр 84 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Пӗтӗмпе ку таранччен 3395 ҫын инфекциленнӗ.

Юлашки талӑкра 49 ҫын сывалнӑ. Пӗтӗмпе 1525 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ. Паянхи куна илес тӗк, 1854 ҫын вирусран сипленет. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 0,95-пе танлашать.

Аса илтерсе хӑварар: республикара ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен хуласен хушшинче общество транспорчӗ ҫӳреме тытӑнӗ.

 

Сывлӑх
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Республикӑра кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынсене тупса палӑртас тӗллевпе районсем тӑрӑх флюорографи ҫӳрӗ. Кун пирки оперштаб ларӑвӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ.

Тунтикун куҫса ҫӳрекен флюорографи Комсомольски районне ҫитӗ. Ку районта 10-20 ҫынран тӑракан ҫемьесем нумай, ҫавӑнпах йышпах чирлеҫҫӗ. Тунтикун Урмаелте тата Тукайра пурӑнакансене тӗрӗслӗҫ. Унта чирлекенсем самай.

Флюорографире ҫыннӑн ӳпки сиенленнине палӑртсан, кирлӗ тӗк, ӑна пульницӑна вырттарӗҫ. Чир ҫӑмӑллӑн иртсен килте сипленме хушӗҫ.

 

Сывлӑх

Ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 3395 ҫын ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инфекцийӗпе чирленӗ. 1625 ҫын сывалнӑ, 16 ҫын вилнӗ.

Улатӑр районӗнче​ 51 (паянхи кун тӗлне тата тепӗр 4 ҫын хутшӑннӑ) ҫын чирленӗ; Улатӑрта – 106 (+3 ); Элӗк районӗнче –​ 34 ( 0 ); Патӑрьел районӗнче –​ 112 ( 0); Вӑрнар районӗнче –​ 43 ( 0 ); Йӗпреҫ районӗнче –​ 63 ( +2 ); Канаш районӗнче –​ 96 ( 0); Канаш хулинче – 113 ( 0 ); Куславкка районӗнче​ 26 ( 0 ); Комсомольски районӗнче –​ 120 (0); Красноармейски районӗнче – 16 ( 0 ); Хӗрлӗ Чутай районӗнче –​ 101 ( +12 ); Сӗнтӗрвӑрри районӗнче –​ 50 ( +1 ); Муркаш районӗнче –​ 125 ( +2 ); Пӑрачкав районӗнче –​ 92 ( 0 ); Вӑрмар районӗнче –​ 95 ( 0 ); Ҫӗрпӳ район​ӗнче – 74 ( +6 ); Шупашкар районӗнче –​ 157 (+5); Шӑмӑршӑ районӗнче –​ 91 ( +2 ); Ҫӗмӗрле районӗнче –​ 61 ( 0 ); Ҫӗмӗрле хулинче – 139 (0); Етӗрне районӗнче –​ 208 ( +8 ); Елчӗк районӗнче –​ 51 ( +1); Тӑвай районӗнче –​ 86 ( +0); Ҫӗнӗ Шупашкарта – 148 ( +6 ); Шупашкарта – 1137 (+32.

 

Сывлӑх
mk103.med.cap.ru сайтри сӑн
mk103.med.cap.ru сайтри сӑн

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ татах хушӑннӑ. Тепӗр 80 ҫын инфекциленнӗ.

Ҫапла майпа ку таранччен 3311 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 15-шӗ вилнӗ.

Сӑмах май, ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хальлӗхе чару мерисене пӑрахӑҫламассине каланӑ. Кун пирки сайтра хыпрланӑччӗ. Хальлӗхе Чӑваш Ен пӗрремӗш тапхӑра кӗме те хатӗр мар-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/64810
 

Сывлӑх

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫӗнӗ кӑшӑлвирус инфекцийӗ сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен республикӑри оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвне ирттернӗ.

Тӳрех палӑртар: кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ чарӑвӑн I тапхӑрӗ ҫине ҫине куҫма республика хальлӗхе хатӗр мар. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская каланӑ. Республикӑра чирлекенсем ҫав-ҫавах нумай. Пушӑ койкӑсен хисепӗ 29 процент тесе каланӑ канашлура. Чарӑвӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ ҫине куҫас тесен пушӑ койкӑсен хисепӗ 50 процентран ытларах пулмалла.

Ҫӑва ҫине каймалла марри пирки те калаҫнӑ. Масар ҫине пысӑк йышпа пухӑнса ӗҫсе ҫини (ҫапла, теприсем ӗҫкех ҫавӑраҫҫӗ Ҫимӗке) хакла ларма пултарасран шикленеҫҫӗ.

 

Сывлӑх
туризм.тверскаяобласть.рф сайтри сӑн
туризм.тверскаяобласть.рф сайтри сӑн

Етӗрне районӗнчи тӗп пульницӑра кӑшӑлвируспа чирлисене сиплӗҫ. Унта ҫак районти тата Элӗк, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи пациентсене илсе килӗҫ.

Пульницӑра чирлисем валли 70 койка хатӗрленӗ. Ҫапла майпа республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме 1547 вырӑн пур. Ытларахӑшӗ – Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта. Ӗнерхи кун тӗлне республикара 224 койка пушӑ.

Паянхи кун тӗлне республикӑра ҫак чире пула 15 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 15-мӗш ҫын – Шупашкарта пурӑннӑ 37 ҫулти хӗрарӑм, вӑл пульницӑна ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче лекнӗ. Унӑн вӑраха кайнӑ йывӑр чирсем те пулнӑ. Паянхи кун тӗлне 3231 ҫын инфекциленнӗ.

 

Сывлӑх
кулебаки-округ.рф сайтри сӑн
кулебаки-округ.рф сайтри сӑн

Ӗнерхи кун тӗлне тӗлне республикӑра тепӗр 87 ҫын кӑшӑлвируспа чирлӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. Ҫапла йыш тата хушӑннӑ – ку таранччен 3148 ҫын инфекциленнӗ.

Паян 50 сывалса пульницӑран киле кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне республикӑра 1369 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ. Вилнисен йышӗ – 14 ҫын. Иртнӗ талӑкра инфекцие пула вилнӗ тӗслӗх пулман.

Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин коэффициенчӗ 1,07-пе танлашнӑ. Ҫапах ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫитес эрнере йышӑннӑ мерӑсене пӑрахӑҫлама тытӑнас шанчӑк пуррине палӑртнӑ.

 

Сывлӑх
pikabu.ru сайтран илнӗ сӑн
pikabu.ru сайтран илнӗ сӑн

Кӑшӑлвируспа ӗҫлекен тухтӑрсен пенси стажне пысӑклатӗҫ. РФ Ӗҫлев министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршыв правительство постановленийӗн проектне президент хушнипе хатӗрленӗ.

Эпидеми вӑхӑтӗнче кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсемпе ӗҫлекен тухтӑрсен стажӗ 3 хут пысӑкланӗ. Тӗслӗхрен, пӗр кун ӗҫлесен 3 кун пек стаж лартӗҫ. Кунашкал медӗҫченсем пирки ӗҫпе тивӗҫтерекенсем Пенси фончӗн уйрӑмне пӗлтерӗҫ.

Каласа хӑварар: Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсемпе 1,8 пин ытла тухтӑр ӗҫлет. Вӗсен йышӗнчен 500-шӗ – тухтӑрсем, 1,3 пинӗшӗ – вӑтам тата кӗҫӗн персонал.

 

Страницӑсем: 1 ... 123, 124, 125, 126, 127, 128, 129, 130, 131, 132, [133], 134, 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, 142, 143, ... 238
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 23

1917
108
«Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын