Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра паянтан ҫӗнӗ ыын ертсе пыма тытӑннӑ. Яваплӑ ҫак тилхепене Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчисенчен пӗрин заведующийӗ пулса тӑрӑшнӑ Светлана Милкинӑна тыттарнӑ.
Светлана Николаевна — пӗлӗвӗпе социаллӑ педагог.
Коллектива ҫӗнӗ ертӳҫӗпе Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова паллаштарнӑ май центр пирки нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ, вӑл пултаруллине, ытти ҫавӑн пек учрежденишӗн тӗслӗх пулса тӑнине палӑртса хӑварнӑ.
Министр центр директорӗн тивӗҫне явапӑхпа ҫулталӑк ытла ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ Аркадий Скворцова та (учрежденире вӑл — директор ҫумӗ) тав тунӑ.
Чӑваш Енри Патӑрьелте агротехнопарк тунӑ чухне хамӑр тӑрӑхра туса кӑларакан оборудованипе тата материалпа усӑ кураҫҫӗ.
Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов агротехнопарк строительстви епле пынипе паллашма кайнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.
Дмитрий Краснов хыпарланӑ тӑрӑх, инженери инфраструктурине тунӑ чухне республикӑри предприятисен продукцийӗпе май килнӗ таран ытларах усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Подрядчикӗ — ПМК-8.
Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Андрей Чибис суйлавра ҫӗнтернӗ. ЦИК пӗлтернӗ тӑрӑх, суйлавҫӑсен 41 проценчӗ сасӑланӑ, 73,99 проценчӗ Андрей Чибисшӑн сасӑ панӑ. Сувлава «Пӗрлӗхле Раҫҫей» партирен хутшӑннӑ.
Андрей Владимирович - Чӑваш Енрен. Вӑл 1979 ҫулта Шупшкарта ҫуралнӑ. 2019 ҫултанпа Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн должноҫне йышӑнать. Унччен вӑл РФ строительство тата ЖКХ министрӗн ҫумӗ пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Правительствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртӗ. Патшалӑхӑн юстици енӗпе ӗҫлекен службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Игорь Михайлова ӗҫрен кӑларнӑ. Документа республика ертӳҫи Олег Николоаев паян, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Игорь Викторович — юридици пӗлӗвӗллӗ ҫын. Вӑл 2004 ҫулта Мускаври Ҫар университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, унта вӑл юриспруденци енӗпе вӗреннӗ, специализацийӗ — «Прокурорпа тӗпчев ӗҫӗ».
Шупашкарти «Фармаци» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятин пуҫлӑхне ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Асӑннӑ предприятие Евгений Куксов гендиректор пулс аертсе пынӑ. Ӑна ҫав пукана пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшнче шанса панӑ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшнченпе вӑл ку тивӗҫе пурнӑҫлама шаннӑ.
«Фармаци» предприяти эмел тата медицина тӗллевӗллӗ изделисене ваккӑн сутать. Пӗрремӗш аптекӑна 1871 ҫултах уҫнӑ. Паян пердприятин – аптека бази, 130 аптека тата аптека пункчӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн йышӑнӑвӗпе Чӑваш Енре пӑтӑрмахпа ӗҫлекен штаб туса хунӑ.
Асӑннӑ документ ячӗ ҫапларах: О создании регионального штаба по исполнению инцидента № 55 «Очистные сооружения» (чӑв. «Тасатмалли сооруженисем» 55-мӗш номерлӗ инцидента пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен регионти штаба туса хурасси ҫинчен).
Асӑннӑ документ, ҫак йӗркесен авторӗ штаб ятне кура тӗшмӗртнӗ пекех, Атӑла тасатассипе ҫыхӑннӑ федераци проекчӗпе ҫыхӑннӑ иккен.
Атӑла тасатассипе ҫыхӑннӑ федераци программине хӑш-пӗр регионта тивӗҫлипе пурнӑҫламанни ҫиеле тухнӑ хыҫҫӑн (укҫана хут ҫинче тӑкакланӑ, ӗсне йӗркеллӗ пурнӑҫламан) ку ыйтӑва тӗрлӗ Телеграм-каналта, пуҫлӑхсен, ҫивӗч чӗлхеллӗ общество хастарӗсен шайӗнче хытах ҫӗклерӗҫ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра та кӑлтӑксӑр пулман.
Чӑваш Ене темиҫе туризм зонине пайланӑ. Кун пирки республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов пресс-конференцире пӗлтернӗ. Ҫурҫӗр, Хӗвелтухӑҫ тата Анӑҫ – ҫакӑн пек зонӑсем туса хунӑ.
«Ҫурҫӗр» туризмпа рекреаци зонине Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Муркаш, Красноармейск тӑрӑхӗсем кӗреҫҫӗ. «Хӗвелтухӑҫ» зонӑна — Канаш, Комсомольски, Тӑвай, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Вӑрмар тата Елчӗк тӑрӑхӗсем, «Хӗвеланӑҫ» зонӑна — Хӗрлӗ Чутай, Элӗк, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Улатӑр, Пӑрачкав тӑрӑхӗсем.
Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова республикӑра пурӑнакансен ыйтӑвне тӗнче тетелӗнче хуравлӗ. Министр нумай ачаллӑ ҫемьесене паракан тӳлевсем пирки уҫӑмлатса парӗ. Укҫана шкула каймалли тум, спорт тумтирӗ туянма параҫҫӗ.
Ун пек пулӑшӑва камсене кӳреҫҫӗ? Компенсаци илес тесен мӗн тумалла? Мӗнле документсем кирлӗ? Министр пур ыйтӑва та хуравлӗ.
Министр халӑхпа уҫӑ эфира ыран, ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 10 сехетре «Контактра» эфира тухӗ.
ЧР строительство министрне Михаил Коледана тытса чарнӑ. «На связи» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Строительство министерствинче шырав иртнӗ.
Паян Михаил Коледа ӗҫ вырӑнӗнче пулман-мӗн. Министра тытса чарни пирки хальлӗхе официаллӑ информаци ҫук. Ӑна мӗншӗн тытса чарнине те пӗлтермен.
Аса илтерер: нумаях пулмасть строительство министрӗ пулнӑ Павел Данилова тытса чарнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе следстви пырать.
Кӳкеҫри ваттисемпе инвалидсен интернат-ҫуртӗнче ҫӗнӗ директор ӗҫе пуҫӑннӑ. Директор тилхепине Гузель Ивановӑна тыттарнӑ.
Республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова Телеграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ пуҫлӑхпа коллектива паян паллаштарнӑ.
Гузель Иванова 10 ҫул ытла Ҫӗнӗ Шупашкарти социаллӑ реабилитаци центрӗнче тӑрӑшнӑ, кайран асӑннӑ хулари 12-мӗш ача пахчин заведующийӗнче ӗҫленӗ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, Гузель Иванован ӗҫе ертсе пырас опыт пысӑк.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |