Ӗнер Улатӑр хулинче иртсе пыракан ҫын хӑйӑр купи ҫинче граната евӗр япала выртнине асӑрханӑ. Унта вара коммуналлӑ ӗҫсем пыраҫҫӗ.
«Сувар» ОМОН киличчен территорие полицейскисем ҫавӑрса илнӗ. Кайран ҫав япалана кинолог ятарласа вӗрентнӗ йытӑпа тӗрӗсленӗ. Йытӑ унта сирпӗнекен хатӗр пулнине систернӗ.
Саперсем вӑл Ф-1 граната пулнине палӑртнӑ. Телее, граната упрама тата транспортировка тума хӑрушӑ пулман. Ӑна ШӖМӗн экспертпа криминалистика центрӗн ӗҫченӗсене панӑ.
Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче саранча пур. Асӑннӑ хурт-кӑпшанкӑн тӗсӗсенчен пӗри, Итали прусӗ, ял хуҫалӑх культурисене тапӑннӑ. Сӑтӑрҫӑна Россельхозцентрӑн Чӑваш Енри специалисчӗсем тупса палӑртнӑ.
Ку сӑтӑрҫӑ кирек епле ял хуҫалӑх культурине те тапӑнать, хӑвӑрт ҫисе ярать иккен.
Ҫавна май специалистсем Шӑмӑршӑ, Улатӑр, Патӑрьел тата Елчӗк районӗсенчи ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене, кӗтӳ кӗтмелли вырӑнсене тӗрӗслеме хушнӑ, лаптӑксене им-ҫам сапмалла.
Улатӑрти хӗрарӑмсен Киев-Николаев мӑнастирӗнче 15 ҫул ытла пурӑннӑ Любовь Стриженева актриса ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Вӑл 83 ҫулта пулнӑ. Кун пирки Аристоклий Набокин манах хыпарлани тӑрӑх «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ.
Любовь Васильевна 1940 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Мускавра ҫуралнӑ. 1963 ҫулта МХАТӑн шкул-студийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Мускаври художество академи театрӗнче, вӑл икке пайланса Горький ячӗллӗ МХАТра ӗҫленӗ. 1997 ҫулта ӑна Раҫҫей халӑх артисткин ятне панӑ.
Пултаруллӑ артистка СССР Патшалӑх телерадиокомпанийӗн Пӗтӗм союзри радиовӗнче «Взрослым о детях» кӑларӑма ертсе пынӑ. «Вечный зов», «Каникулы Кроша», «Земля, до востребования», «Стежки-дорожки», «Бесы» тата ытти кинокартинӑра вылянӑ.
2008 ҫулта мӑнастире тухса кайнӑ, унта Иудифь ятпа Турра юрӑхлӑ пулса пурӑннӑ.
Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Владимир Земляникин тата Олег Стриженов паллӑ актерсен арӑмӗ пулнӑ. Любовь Стриженеван ывӑлӗ Александр Стриженов.
Чӑваш Енре банк ӗҫченӗсем клиентсен счёчӗ ҫинчи укҫана вӑрланӑ.
Улатӑрта банксенчен пӗрин вырӑнти уйрӑмӗн клиенчӗсем хӑйсен счечӗсем ҫинчен пысӑках мар суммӑшар укҫана такамсене куҫарса панине сиснӗ. Ҫынсем пӑшӑрханма пуҫласан банк ертӳҫисем те сисчӗвленнӗ.
Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн банк уйрӑмӗнче ӗҫлекен икӗ хӗрарӑм ҫавӑн пек хӑтланни ҫиеле тухнӑ. Вӗсем ватӑрах ҫынсен счёчӗ ҫинчи укҫана пӗчӗкшерӗн вӑрланӑ. Икӗ ҫул хушшинче 70-е яхӑн ҫавӑн пек операци туса ирттернӗ, пӗтӗмпе 100 пин тенкӗ ытла вӑрланӑ.
Тӗпчеве Шалти ӗҫсен министерствин тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем ирттереҫҫӗ. Преступление тупса палӑртнӑ вӑхӑтра малапрах асӑннӑ ҫав специалистсем банкра ӗҫлеме пӑрахнӑ-мӗн. Вӗсем тӑкака ҫийӗнчех саплаштарнӑ.
Ҫуллахи вӑхӑтра ялсенче ачасем скутерсемпе тата мопедсемпе ҫӳренине пирӗнтен кашниех курнах ӗнтӗ. Хулара йӗрке хуралҫисем пулсан та ун пеккисем тупӑнаҫҫӗ иккен.
Улатӑрти автоинспекци ӗҫченӗсем ҫамрӑк водительсене тӗрӗслеме рейд ирттернӗ. Мотоцикл умне ларнӑ 13-17 ҫулсенчи 8 ҫамрӑка асӑрханӑ. Вӗсенчен пӗри унччен те йӗрке хуралҫисен куҫӗ тӗлне пулнӑ-ха, пӗрех хальхинче те хула урамӗ тӑрӑх вӗҫтерсе пынӑ.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, скутер, мопед, мотоцикл, квадроцикл умне ларма тӗрлӗ категориллӗ водитель прави кирлӗ.
Правасӑр яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫшӑн вӗсен ашшӗ-амӑшӗн явап тытма тивӗ. Водитель прависӑр ачана транспорт шанса панӑшӑн аслисене 30 пин тенкӗ штраф пама юрать.
Паян республикӑра вӑйлӑ ҫиле пула хӑш-пӗр округра ялсем электричествӑсӑр юлнӑ. Пӗтӗмпе - 15 ял.
Вӑрнар округӗнче - икӗ, Элӗк округӗнче - пилӗк, Шупашкар округӗнче - ултӑ, Улатӑр округӗнче - пӗр, Улатӑр хулинче пилӗк урам ҫутӑсӑр юлнӑ. Ҫав вырӑнсенче авариллӗ бригадӑсем ӗҫлеҫҫӗ. ЧР Элтеперӗ ӗҫсене май килнӗ таран хӑвӑрт пурнӑҫлама хушнӑ.
Пуҫаруллӑ ушкӑн Улатӑр хулине тата округне пӗрлештерес ыйтупа референдум тума ыйтнӑ. Хула депутачӗсем вара хирӗҫленӗ.
Пуҫаруллӑ ушкӑн, вырӑнти 11 ҫын, ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пуху ирттернӗ, кун хыҫҫӑн референдум тӑвас ыйтӑва пӑхса тухма депутатсене сӗнӳ панӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «халӑх тарҫисем» ку ыйтӑва пӑхса тухнӑ та референдум ирттерме хирӗҫленӗ. Вӑл федераци саккунӗпе килӗшсе тӑмасть-мӗн.
Улатӑр тӑрӑхӗнчи прокуратура Чӑвашупрдор предприяти Улатӑртан Патӑрьеле каякан ҫул хӗррине йӗркеллӗ тытса тӑманнине тупса палӑртнӑ.
Аслӑ ҫул хӗррипе йывӑҫсемпе тӗмсем тӳнсе кайса ҫӗрсе выртнӑ, халь-халь персе анас пек усӑнса ларакансем те пулнӑ. Пластик савӑт-сапа, целлофан хутаҫ йӑваланса выртнӑ.
Кӑлтӑка пӗтерме ыйтса надзор органӗ Чӑвашупрдор ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ.
Улатӑрта депутатсен пухӑвӗ иртнӗ. Унта хула пуҫлӑхӗн Павел Арининӑн шӑпине татса панӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл должноҫӗнчен кайнӑ.
Павел Аринина ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар ҫывӑхӗнче видеокамера ӳкерсе илнӗ, вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑнман. Унпа юнашар хӗрарӑм ларнӑ. Салонра темӗнле ӗҫ, интимлӑ евӗрскер, пулса иртнине те ӳкернӗ камера.
Тӗрӗслев хула пуҫлӑхӗ этика нормине тата служащисен йӗркине пӑснине палӑртнӑ.
Улатӑр хулинче ҫӳп-ҫапа вӑхӑтра турттарман. Ӗҫе пурнӑҫлассишӗн «Экополис» организаци яваплӑ пулнӑ.
Вырӑнти прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, нумай хваттерлӗ ҫуртсен умӗнчи ҫӳп-ҫап контейнерӗсем тулса кайсан та вӗсене вӑхӑтра илсе кайса пушатман.
Улатӑрти йӑлари хытӑ каяша турттарма «Ситиматик Чувашия» организаци «Экополис» обществӑпа килӗшӳ тунӑ. Прокуратура ҫӗртме уйӑхӗн 8 тата 10-мӗшӗсенче тӗрӗслев ирттернӗ те хулари Киров урамӗнчи контейнерсене вӑхӑтра пушатманнине асӑрханӑ.
Яваплӑ организаци пуҫлӑхӗн тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |