Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче Красноармейскинче (Тракра) Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн ларусен залӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 20 ҫул тултарнине халалласа уяв каҫӗ иртрӗ. Уяв кӗрекинче — район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Н.И.Антонов, район администрацийӗн культура, спорт тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ А.Лебедев, Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗх ертӳҫи А.Н.Львов, Нестер Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗ Ӑсан Уҫӑпӗ ҫыравҫӑ, Нестер Янкас шӑллӗн ывӑлӗ Валерий Кириллов, пӗрлӗх ертӳҫи Георгий Тусли, тӗрлӗ ҫулсенче пӗрлӗхе ертсе пынӑ А.А.Раськин, В.М.Михайлов, В.З.Константинов, Н.Г.Ершов-Янкер юлташсем тата 2008 тата 2009 ҫулсемшӗн пӗрлӗх Премине илме тивӗҫлӗ пулнӑ А.Яковлев журналист, Ю.Степанов-Листопад журналист тата П.Федоров юрӑҫӑ. Уява ертсе пыраканӗ — районти тӗп вулавӑш ӗҫченӗ С.А.Гурьева.
Уяв асаилӳсенчен пуҫланчӗ. Чи малтанах пӗрлӗх епле йӗркеленни ҫинчен Нестер Янкас ячӗллӗ Преми лауреачӗ В.М.Михайлов тухса калаҫрӗ. Вӑл пӗрлӗх йӗркеленнин кун-ҫулне тӗпӗ-йӗрӗпе ҫутатса пачӗ.
Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх хӑйӗн сайчӗ урлӑ ирттернӗ «Ачасен пултарулӑхӗ» инҫет литература конкурсӗ вӗҫленчӗ. Ӑна Красноармейски районне туса хунӑранпа 75 ҫул тата Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх йӗркеленнӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Районти шкулсенче вӗренекенсем хӑйсен проза, поэзи тата драма жанрӗсемпе ҫырнӑ 50 яхӑн ӗҫне тӑратрӗҫ. Шкул ачисемпе вӗрентекенсем ытларах Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнчен (30 ӗҫ, вӗрентекенӗсем З.П. Михайловӑпа В.М. Михайлов), Пикшик шкулӗнчен (14 ӗҫ, вӗрентекенӗ – Л.А. Тихонова), Упи шкулӗнчен (4 ӗҫ, вӗрентекенӗ – В.В.Васильева) тата Карай шкулӗнчен (3 ӗҫ, вӗрентекенӗ – А.Ю. Никандрова) хастар пулчӗҫ. Тавах вӗсене! Ӳлӗм те ӑмӑртусене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑнасса шанатпӑр!
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе малти вырӑна йышӑннисене тата вӗсен ертӳҫисене Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн 20 ҫулхи юбилей каҫӗнче чаплӑ лару-тӑрура чыслӗҫ.
Ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемшӗн, учительсемшӗн яваплӑ тапхӑр — ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫывхарать. Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, сентябрӗн 1-мӗшӗнче районти шкулсенчи партӑсем хушшине 1950 яхӑн вӗренекен ларӗ. Вӗсенчен 150 ачи — пӗрремӗш хут. Районти шкулсенче пӗлӳ илекенсен йышӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 70—80 вӗренекен сахалрах пулӗ. Сакӑр шкулта пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ парӗҫ. Чатукассипе Кӗҫӗн Шетмӗ шкулӗсем кӑҫалтан тӗп пӗлӳ паракан шкулсен шутне кӗрӗҫ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленсе, районти шкулсенче ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче юсав ӗҫӗсен пысӑк калӑпӑшне пурнӑҫланӑ. Вӗренекенсене тарӑн та ҫирӗп пӗлӳ илме условисем туса парассишӗн сахал мар тӑрӑшнӑ. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 10 шкулти пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗн кабинетне, мӗн пур шкулсен пуҫламӑш класӗсене вӗрентӳпе кӑтарту пособийӗсемпе, оборудованисемпе, кунсӑр пуҫне пуҫламӑш классене сӗтел-пукансемпе тивӗҫтернӗ.
Района тепӗр 27 аудит доски илсе килмелле.
Ҫурлан 10—13-мӗшӗсенче районта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисене ӗҫе йышӑнчӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Нестер Янкас ячӗллӗ культура, литература тата искусство пӗрлӗхӗн отчетпа суйлав конференцийӗ пулчӗ.
Унта пӗрлӗх правленийӗн отчетлӑ тапхӑрта йӗркелесе ирттернӗ ырӑ ӗҫӗсем пирки унӑн председателӗ Г.Л. Ефимов-Тусли каласа пачӗ. Вӗсем вара сахал мар. Акӑ, пӗрлӗх членӗсем ҫине тӑнипе пӗлтӗр Ҫӗньял Упи ял уявне халӑхшӑн асра юлмалла ирттернӗ. Ялсенче тӑтӑшах концертсем кӑтартни те хӑйӗн ҫимӗҫне парать. Ҫакӑнта “Трак ен” халӑх фольклор ушкӑнӗ те (ӑна йӗркеленӗренпе 16 ҫул ҫитет) сумлӑ тӳпе хывать. Н.М. Никоноров ертсе пынипе пирӗн артистсем хамӑр тӑрӑхсене ҫеҫ мар, кӳршӗллӗ районсенче пурӑнакансене те пӗрре ҫеҫ мар хӑйсен юрӑ-ташӑри пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ, ҫулталӑк хушшинче 30 ытла концерт кӑтартнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтрах тӗлпулусем Пӗчӗк Супарпа Яманакра тата Красноармейскинчи 2-мӗш вӑтам шкулта иртмелле. Унсӑр пуҫне “Заволжски” клубра, Шывпуҫӗнчи, Чатукассинчи тата Упири кану центрӗнче вӑй хуракансен ӗҫӗ те курӑмлӑ.
Трак тӑрӑхӗнче чӑвашсен паллӑ поэчӗ Нестер Янкас ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ литературӑпа пултарулӑх фестивалӗн ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ. Акӑ, тин кӑна республикӑри районсем хушшинче иртекен уҫӑ инҫет викторина вӗҫленчӗ. Ӑна Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗ тата методикӑпа информаци центрӗ йӗркеленӗ. Проект авторӗ – Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑваш сӑмахлӑхӗпе культури вӗрентекен Михайлов Виталий Михайлович. Инҫет викторина ыйтӑвӗсем Нестер Янкасӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне туллин тишкерме хистеҫҫӗ. Электрон почтипе пурӗ 248 хурав килчӗ. Республикӑри районсене илес пулсан, ачасем ытларах Красноармейски районӗнчен – 84, Вӑрмар районӗнчен – 22, Елчӗк районӗнчен – 20, Хӗрлӗ Чутай районӗнчен – 16, Вӑрнар районӗнчен – 12, Канаш районӗнчен - 10 хутшӑннӑ.
Виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Трак-Красноармейски тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхепе литература вӗрентекенсен творчествӑлла ушкӑнӗ йӗркеленипе (ертӳҫи – Михайлова З.П.) чӑваш чӗлхипе грамматикине лайӑх пӗлекен ачасем хушшинче «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ-конкурс иртет. Проект авторӗ – Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑваш сӑмахлӑхне вӑрентекен Михайлов Виталий Михайлович.
Кӑҫал та вӑйӑ-конкурс виҫӗ турпа иртрӗ. Пӗрремӗш тур районти шкулсенче 10-мӗш класс вӗренекенӗсем хушшинче иртрӗ. Унта кашни шкулта чӑваш чӗлхине чи лайӑх пӗлекене палӑртрӗҫ. Шкулта ҫӗнтернисем (вӗсем пурӗ вуннӑн) иккӗмӗш турта хӑйсен пӗлӳ шайне кӑтартрӗҫ.. Вӗсем чӗлхе наукин лексика, фразеологи, лексикографи, фонетика, морфологи, сӑмах пулӑвӗ, синтаксис, пунктуаци пайӗсене тишкерчӗҫ. Вунӑ ачаран пиллӗкӗшӗ чи матуррисем пулчӗҫ. Вӗсем вара финалта, 3-мӗш турта, тупӑшрӗҫ. Ачасем аналитикӑлла тата тӗпчев ӗҫне ҫывӑх ӑнлавсене тишкерчӗҫ. «Ҫамрӑк ӑсчах – 2009» вӑйӑ-конкурс ҫӗнтерӳҫин ятне Пикшик шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Анисимова Ольга ҫӗнсе илчӗ (учителӗ – Тихонова Л.
«Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак кунсенче Красноармейски районӗнчи Упи шкулӗнче Нестор Янкас ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ литература каҫӗ иртнӗ. Уява Янкас премийӗн лауриачӗсем, Трак тӑрӑхӗнчи Шетмӗ Михали, Николай Ершов сӑвӑҫсем хутшӑннӑ.
Паллах, литература каҫӗ шкул ачисемсӗр иртмен — вӗсем пултаруллӑ сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ, унӑн сӑввисене пӑхмасӑр каласа панӑ. Унтан Упи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ҫавал» фольклор ушкӑнӗ «Ача-пӑча вӑййисем» программӑпа паллаштарнӑ.
Нестор Янкас 1909 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Красноармейски районне кӗрекен Янкасра ҫуралнӑ. Малтан пуҫламӑш шкулта, унтан Упири ултӑ ҫул веренмелли шкулта, каярахпа Ҫерпӳри икӗ сыпӑклӑ шкулта вереннӗ. 1928 ҫулта Шупашкарти типографи ҫумӗнчи ФЗО шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, типографире наборщикре ӗслеме тытӑннӑ.
Раштавӑн 17-мӗшӗнче Красноармейскинчи халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче районти «Юрла, тӑван!» фестиваль иртрӗ, пултарулӑх ушкӑнӗсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Вӗсен шутӗнче аслисем те ачасем те пулчӗҫ. Ушкӑнсем пуҫсӑр уйрӑм юрӑҫсем те хутшӑнчӗҫ.
Пултарулӑх ҫуртне килнӗ хӑнасене ҫак ушкӑнсемпе юрӑҫсем хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарчӗҫ:
* районти халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ ҫумӗнчи «Трак ен» ятлӑ фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Никоноров Н.М.);
* Чатукасси канупа вӑйӑ центрӗ ҫумӗнчи «Телей» ятлӑ фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Николаева В.А.);
* Шывпуҫри канупа вӑйӑ ҫурчӗ ҫумӗнчи «Кӑйкӑр» фольклор ансамблӗ (ертӳҫи Егорова Л.П.);
* Упинчи канупа вӑйӑ ҫурчӗ ҫумӗнчи ача-пӑча фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫисем — Борисова Г.В., Васильева В.В.);
Курма килнисене уйрӑмах «Телей» ушкӑнпа пӗчӗк Марина Ефимовӑн (5 ҫулта, Чатукасси канупа вӑйӑ центрӗ) тата Геннадий Гурьевӑн юррисем кӑмӑла кайрӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упи ялӗ 707 ҫул тултарнӑ май уява чӗнет! Уяв 10 сехетре стадионра пуҫланӗ.
Ку ялтан нумай ятлӑ-сумлӑ ҫынсем тухнӑ: Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ, Тава тивӗҫлӗ вӗрентекен И.Н.Никифоров, I-мӗш Патшалӑх Думин депутачӗ Я.А.Абрамов, Денин орденӗн кавалерӗ, СССР Аслӑ Канаш депутачӗ К.И.Горина, тата ыттисем те.
Уявра ҫавӑн пекех Нина Ивановнӑпа Николай Тимофеевич Тимофеевсене ылттӑн туй ячӗпе, Раиса Клементьевна Григорьевнӑна 60 ҫул тултарнӑ ятпа саламлӗҫ.
Уяв хӑнисене тутлӑ шӳрпе ҫитерӗҫ, чӑваш сӑрине ӗҫтерӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |