Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑвашстат

Ял хуҫалӑхӗ

2016 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 15-мӗшӗччен Раҫҫейре ял хуҫалӑх ҫыравӗ иртет. Ун валли талисман шыраҫҫӗ. Ҫавна май утӑн 30-мӗшӗнче конкурс пуҫарнине Чӑвашстат хыпарлать.

Талисманпа агитаци мероприятийӗсене ирттернӗ чухне усӑ курӗҫ. Конкурс йӗркелӳҫисем графика сӑнӳкерчӗкӗ кӗтеҫҫӗ. Унта пурнӑҫри е шухӑшласа кӑларнӑ сӑнара ӳкерме юрать. Вӑл ял хуҫалӑх ҫыравӗпе ҫыхӑнтӑр.

Конкурса «Комсомольская правда» Издательство ҫурчӗ информаци тӗлӗшӗнчен пулӑшнипе ирттереҫҫӗ. www.kp.ru сайтра ятарлӑ страница тунӑ, унта йӑлтах пӗлме пулать. Унтах сасӑлав ирттермешкӗн ӗҫсене вырнаҫтарӗҫ. Конкурс 2015 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗччен иртӗ. Ӗҫсене ҫурлан 26-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Сасӑлавпа 10 ҫын ӗҫне палӑртӗҫ, жюри вара ҫӗнтерӳҫе суйлӗ. Ӑна 50 пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ.

 

Статистика

Чӑвашстат атмосфера сывлӑшне упрамалли пирки информаци пичетленӗ. Специалистсем кӑҫалхи ҫур ҫула пӗтӗмлетнӗ.

Чӑваш Енре кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа ҫӗртмеччен сывлӑша тухакан сиенлӗ япаласем 30,1 процент нумайланнӑ-мӗн. Кусем сунар тата вӑрман хуҫалӑхӗсене, ял хуҫалӑха пырса тивеҫҫӗ.

Чӑвашстат специалисчӗсем каланӑ тӑрӑх, ытларах атмосфера Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта вараланать. Ҫавӑн пекех Красноармейски тата Шупашкар районӗсенче ку енӗпе лару-тӑру япӑх-мӗн.

Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, сывлӑх сыхлавӗн тата социаллӑ пулӑшу парас тытӑмсенче те атмосферӑна сиенлӗ япаласем тухасси пысӑкланнӑ. Ку 5,5 процент ӳснӗ.

Кӑҫал Чӑваш Енри предприятисем атмосферӑна 13,3 тонна сиенлӗ япала кӑларнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 27,6 процент сахалрах.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Ҫӗршыври аграрие каллех шутлӗҫ. Кун пекки 10 ҫул каялла юлашки хут пулнӑ. 2016 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Раҫҫейре ял хуҫалӑх ҫыравӗ иртет.

Ҫырав Раҫҫейри ял хуҫалӑха пырса тивӗ: дачниксенчен пуҫласа фермерсем, организацисем таранах. Халӗ ҫырава тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ: объектсен списокне, нормӑпа права базине тӑваҫҫӗ. Ӗҫ мӗнле йӗркеленсе пыни пирки правительство комиссийӗн ларӑвӗнче те калаҫнӑ.

Паянхи кун тӗлне республикӑра 53 ял хуҫалӑх организацине, 200 хресчен фермер хуҫалӑхне пӗтернӗ. Ҫав ҫӗрсем ҫырава хутшӑнмӗҫ. Чӑвашстат район администрацийӗсене вӗсене тивӗҫлӗ документсемпе ҫирӗплетме ыйтать. Ҫитес вӑхӑтра ҫав ҫӗрсен тӗлӗшпе ҫӗнӗ статусне палӑртмалла.

2016 ҫулхи ҫыравра ҫӗнӗ пунктсем пулӗҫ. Аграрисене ял хаҫалӑхне йӗркелесе пынине, кредит илнисене, хысна дотацисене тата субсидисене илнисене кӑтартма ыйтӗҫ.

Ҫыравра пӗрремӗш хут планшетпа усӑ курӗҫ. Ку пӗтӗмлетӗве хӑвӑртрах тума пулӑшӗ-мӗн.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ эсир юрату серепине ҫакланма пултаратӑр. Сире шӑпах романтика хутшӑнӑвӗ кирлӗ вӗт? Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: килӗштерӳ кӗҫех кӗвӗҫӳпе ылмашӑнӗ. Хирӗҫни уйрӑлу патне илсе ҫитерме пултарать. Тен, ҫывӑх ҫынсем е тӑвансем пулӑшу ыйтӗҫ.

Пуш, 31

1899
126
Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1926
99
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1976
49
Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1981
44
Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ.
1985
40
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй