Шупашкар районӗнчи Ленин район судне нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче подъезда тимӗрпе пӳлсе хуни пирки тавӑҫ ҫитерекен пулнӑ. Хваттерпе юнашар лапама икӗ ҫын пӳлсе лартнӑ, ҫав вӑхӑтрах асӑннӑ лапам ҫуртра пурӑнакансен пӗрлехи харпӑрлӑхӗ шутланать.
Те суда тавӑҫ ҫитсе выртнине пӗлнӗрен, хваттерсен хуҫисем подъездри лаптӑка тимӗрпе пӳлсе хунине хӑйсен кӑмӑлӗпех сӳтнӗ, ҫапла вара судра ку ыйтӑва пӑхса тухма тивмен.
Чантӑрта пурӑнакан пӗр ҫын хула ҫӗрне ярса илнӗ. Вӑл хӑйӗн саккунлӑ чиккине пӑсса профильлӗ тимӗртен карта тытса ҫавӑрнӑ, ҫӗр лаптӑкне унчченхи 400 тӑваткал метр вырӑнне 466 тӑваткал метра ҫитернӗ.
Шупашкар хулин Мускав районӗнчи сучӗ муниципалитет ҫӗрне 30 кунта тавӑрса пама йышӑну кӑларнӑ.
Арҫын суд йышӑнӑвне пӑхӑнман, ҫавна май суд приставӗсем исполнительнӑй производство пуҫарнӑ. Ун хыҫҫӑн арҫын тимӗр картана сӳтсе ҫӗнӗрен тытнӑ.
ЧР Элтеперӗн автобази иномаркӑсемпе пуянланнӑ. Ӗнер каҫхине Энгельс урамӗнче вырнаҫнӑ базӑна сахалтан та икӗ Kia K5 машина илсе килнӗ.
Унччен машинӑсем туянмашкӑн аукцион ирттерни пирки пӗлтернӗ. Элтепер автобази валли Kia K5 машина – 8, Kia Rio – 4 машина кирли пирки пӗлтернӗ. Аукционра малтанхи хак 34 миллион та 400 пин тенкӗ пулнӑ.
Аукционра Шупашкарти «Альянс-Моторс» тата Мускави «Автомир-Тендер» ҫӗнтернӗ.
«Шупашкар хулин граждан оборони тата чрезвычайлӑ лару-тӑру управленийӗ» муниципалитетӑн хысна учрежденине ертсе пыма Алексей Андреева шаннӑ. Унччен ҫав пукана Николай Немешкин йышӑннӑ.
Алексей Олегович чрезвычайлӑ лару-тӑруран асӑрханассипе тата ӑна сирсе ярассипе ӗҫлекен организацисенче 14 ҫул ытларах тӑрӑшнӑ. 2016 ҫултанпа вӑл малара эпир асӑннӑ управленире шыравпа ҫӑлав отрядне ертсе пынӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 73 ҫулти хӗрарӑм иртнӗ эрнере ултавҫӑсен аллине чутах ҫакланман. Капкӑна ҫакланасран хӗрарӑма карас ҫыхӑнӑвӗн лавккинче ӗҫлекенсем вӑхӑтра тытса чарнӑ.
Карчӑк патне ҫав кун ултӑ сехет хушшинче 18 номертан шӑнкӑравланӑ. Паллӑ мар ҫынсем кинемее банкри укҫана ултавҫӑсенчен «сыхласа хӑварма» тупрана урӑх счёт ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртме хӑтланнӑ.
Хӗрарӑм ӗненнӗ, банкри 500-е яхӑн пин тенке илнӗ те Калинин урамӗнчи суту-илӳ центрӗнчи карас ҫыхӑнӑвӗн лавккине укҫа куҫарма кайнӑ. Анчах унта ӗҫлекенсем хӗрарӑма ултавран тытса чарнӑ.
Карчӑка улталама хӑтланнӑ тӗслӗхпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти тӗп урамра дежурствӑра тӑракан полицейски патне макӑракан кинемей чупса пынӑ. Вӑл пуйӑсран юлать-мӗн, тапранса кайиччен 10 минут кӑна юлнӑ. Кинемей пуйӑса ӗлкӗрес тесе кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчен иртерех тухнӑ, общество транспортне ларнӑ та пӑкка лекнӗ.
Ҫул-йӗрпе патруль службин уйрӑм батальонӗн взвочӗн командирӗ Евгений Данилов ҫухалса кайман, кинемее часрах вокзала илсе ҫитернӗ. Вӑл хӗрарӑма пуйӑса лартсах янӑ
Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери музыка диктанчӗ иртӗ. Унта хутшӑнма Раҫҫейӗн 48 регионӗ кӑмӑл тунӑ. Ҫав йыша пирӗн республикӑмӑр та кӗнӗ. Хамӑр ҫӗршыврисемсӗр пуҫне акцие тӗнчери тата тепӗр 4 ҫӗршывран хутшӑнӗҫ.
Чӑваш Енре музыка диктантне Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче, Шупашкарти 2-мӗш ӳнер шкулӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче, Канашри музыка шкулӗнче тата Ҫӗмӗрлери 1-мӗш ӳнер шкулӗнче ҫырма май килӗ.
Диктанта Пӗтӗм тӗнчери музыка кунне тата Раҫҫей джазӗн 100 ҫулхине халаллӗҫ.
Акцие хутшӑнакансен тӗрлӗ шайри диктант ҫырма тивӗ: ятарлӑ пӗлӳ илмен ҫынсем валли музыка ритмӗ ҫырнинчен пуҫласа кӑткӑс виҫӗ сасӑллӑ композици хатӗрлесси таранах.
Кӑҫалхи диктантӑн тӗп уйрӑмлӑхӗ — джаз енӗ.
Диктанта хутшӑнакансене паянтан, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен, https://musdict.ru сайтра регистрацилеме тытӑннӑ.
Шупашкарта хӑш-пӗр троллейбус маршручӗсене улӑштарасшӑн, 66-мӗш автобус маршрутне (вӑл маршрутпа общество транспорчӗ ҫӳремест) пӑрахӑҫласшӑн.
Йышӑну проектне Халӑх тӗрӗслевӗн порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Хулара 6, 8, 9 тата 11-мӗш троллейбуссен ҫулне улӑштарасшӑн, ҫавӑн пекех 5-мӗш троллейбуса маршрут ҫине кӑларасшӑн. Ку ӗҫе кӑҫалхи тӑваттӑмӗш кварталта пурнӑҫлама палӑртнӑ.
11-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус каллех Чукун ҫул вокзалӗ патне ҫити ҫӳреме тытӑнӗ, 5-мӗш троллейбус Мир проспекчӗпе – Эгер бульварӗпе – Трактор тӑвакансен проспекчӗпе Маштехникум патне ҫити кайӗ.
Шупашкар хулинче ҫӑмӑл машина йывӑҫа тӳнтерсе янӑ.
«Мазда» автомобиль хулари Дзержинский урамӗнчи йывӑҫ ҫине пырса кӗнӗ.
Пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи ҫӗрле пулса иртнӗ. Инкекре никам та шар курман имӗш. Кун пирки «Город грехов» (чӑв. Ҫылӑхсен хули) проектра пӗлтернӗ.
Видео тӑрӑх хакласан, «Рено» водителӗ малтан сылтӑм енчен сулахаялла пӑрӑнма тӑнӑ. «Мазда» машина водителӗ «Ренопа» пырса ҫапӑнас мар тесе тротуар ҫине тухса кайнӑ, унта вӑл йывӑҫа тӳнтерсе янӑ.
«Ҫыхӑнура» формура пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекчен пӗр-икӗ ҫеккунт маларах «Мазда» водителӗ анлӑ сарлака йӗре пӑхмасӑр малалла вӗҫтернӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 49 ҫулти арҫын хайӗн дачинче кантӑр евӗр ӳсен-тӑран ҫитӗнтернине тупса палӑртнӑ. Ун патӗнче полицейскисем 96 ӳсен-тӑран тата 3 михӗ наркотиклӗ ӳсен-тӑран /пӗтӗмпе унта 3 килограмм пулнӑ/ тупнӑ.
Арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл наркотик тутанать, ҫавӑнпа ӑна хӑйӗн валли ӳстернӗ. Вӑррине ҫуркунне туянса ӑна дачӑра акнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |