Чӑваш Енӗн тӗп хулинче «Эткер» ятлӑ ача-пӑча уйлӑхӗ уҫӑлнӑ. Вӑл Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрта ӗҫлет. Уйлӑхӑн пӗрремӗш сменинче йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенчи 30 ача хӑйӗн сывлӑхне ҫирӗплетӗ.
Социаллӑ учрежденире пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ уйлӑхра ачасем кӑнтӑрла канаҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ирпе килеҫҫӗ те куна вӗсем центрта ирттереҫҫӗ.
Ачасем валли аслисем кӑсӑклӑ тӗрлӗ программа хатӗрленӗ. Мероприятисен тӗп теми — чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ историйӗпе тата ҫыннисемпе паллаштарасси. Ҫавна тӗрлӗ вӑйӑ, конкурс, тупмалли юмахсем урлӑ ачасем патне ҫитерӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Аня Чижова ячӗллӗ фонд Шупашкарти Андриян Николаев ячӗллӗ паркра сывлӑх енчен хавшак ачасем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ валли уяв ирттерме палӑртнӑ. Вӑл 11 сехетре пуҫланӗ.
Фонд "Тӗлӗнтермӗш кукӑль" конкурс ирттерӗ, парнесем парӗ. Ҫавӑн пекех пикник, ӑсталӑх класӗсем, квест пулӗҫ. Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ "Ковчег" зоокӗтесре пурӑнакан чӗрчунсене кӗрсе курӗҫ, вӗсене апат ҫитерӗҫ.
Уява 100 яхӑн ҫемье килмелле.
Палӑртса хӑварар: Аня Чижова ячӗллӗ фонд сипленмен чирсемпе нушаланакан ачасене пулӑшать.
Кӑҫал нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарти пӗр каҫхи клуб умӗнче 33 ҫулти арҫын ӑна шала кӗртменнипе харкашма пуҫланӑ. Клуб ӗҫченӗсем полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Пакунлисем вырӑна ҫитсен хайхи арҫынна лӑпланма ыйтнӑ. Лешӗ пушшех те урса кайнӑ - полицейские питӗнчен чӑмӑрӗпе ҫапнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд пулнӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 1 ҫул та 4 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ.
Варнава митрополита асра тытнине палӑртса Шупашкарта музей-пӳлӗм уҫнӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Варнава митрополит леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑранпа 2 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май Арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗнче музей-пӳлӗм уҫма йышӑннӑ.
Унта Варнава 1990-2020-мӗш ҫулсенче пурӑннӑ кельӑна куҫарнӑ. Келья Ҫеҫпӗл урамӗнчи 14-мӗш ҫуртра пулнӑ. Пӳлӗме ҫӗнӗ ҫӗре куҫарса кайиччен ӑна сӑн тата видео ӳкерсе илнӗ. Кайран мӗнпур япалана хӑйӗн унчченхи вырӑнне вырнаҫтарса хунӑ.
Варнава Шупашкарпа Чӑваш Енӗн епархине 43 ҫул ертсе пынӑ. Пирӗн республикӑна вӑл куҫса килнӗ чух 35 прихут кӑна пулнӑ, Варнава ӗҫленӗ вӑхӑтра Турра кӗлтумалли ятарлӑ вырӑнсем 210-а яхӑн уҫӑлнӑ, 7 мӑнастире юсаса ҫӗнетнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарта Наци вулавӑшӗ умӗнче вырнаҫнӑ Иван Яковлев палӑкӗн облицовка плити 6 ҫулти хӗрача ури ҫине ӳкнӗ. Телее, ача аманнӑ ҫеҫ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ, тухтӑрсем пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн киле ӑсатнӑ.
Палӑк "ЖКХ тата хӑтлӑх управленийӗн" балансӗ ҫинче. Килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн ӑна "Зеленстрой" пӑхса тӑрать.
Прокуратура икӗ организаци тӗлӗшпе те представлени ҫырнӑ. Ведомство ыйтнипе халӗ палӑка юсас ӗҫ пырать.
Шупашкарти шкулта пушар пулнӑ. Чӑваш Енӗн Чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитетӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вут-ҫулӑм коррекци шкулӗнче сиксе тухнӑ.
Хусанкай урамӗнчи 31-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ сывлӑх енчен хавшак ачасен 1-мӗш шкулӗнче пулнӑ. «Хӗрлӗ автан» ӗнер, ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, кӑнтӑрла алхасма тытӑннӑ. Электрооборудованипе усӑ курас енӗпе йӗркене пӑснине пула кулер ҫунма тытӑннӑ. Пушар сӗтел-пукана сиенленӗ, стенасене хӑрӑмлатса пӗтернӗ. Тӑкак виҫине специалистсем палӑртӗҫ.
Ют ҫӗршывран килнӗ икӗ ҫын Шупашкарта наркотик сутма тӑнӑшӑн суд сакки ҫине ларнӑ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем мессенджер урлӑ следстви хальлӗхе палӑртман ҫынпа наркотик сутасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Ӑна хӑйсем те тутанма палӑртнӑ. Лешӗн курттӑмӑн кӳрсе килмелле, кусен хутаҫсене пайласа вӑрттӑн вырӑнсене хумалла пулнӑ.
Ют ҫӗршыв ҫыннисем 118 грамм наркотик илнӗ. Пӗр пайне хутаҫсене пайласа чикнӗ. Анчах ӑна сутайман, пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче вӗсене вӑрттӑн вырӑна хума тытӑннӑ чухне полицейскисем тытса чарнӑ.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Ленинград урамӗнче вырнаҫнӑ нумай функциллӗ центрта лифт персе аннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: инкек 15 сехет ҫурӑра пулса иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра унта никам та пулман, ҫавӑнпа ҫынсем шар курман. Лифт 8-мӗш хутран ӳкнӗ. Вӑл вӑйлах арканнӑ.
Прокуратура тӗпчевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, лифта техника тӗлӗшӗнчен тӗрӗслеменни ҫиеле тухнӑ. Лифт хуҫи — «Ленинградская, 36» тулли мар яваплӑ общество. Организацире лифта ӗҫлеттерессишӗн яваплӑ ҫын та пур.
Халӗ яваплисен хӑйсем ӗҫлесе ҫитерейменшӗн явап тытма тивӗ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ултавҫӑсем ҫӳреҫҫӗ. Кун пирки тӳре-шара халӑха асӑрхаттарать.
Хваттерсем тӑрӑх ҫынсем ҫӳреҫҫӗ, вентиляци тӗрӗслеҫҫӗ имӗш. Кайран куншӑн укҫа ыйтаҫҫӗ. Анчах ун пек ҫынсене укҫа памалла кӑна мар, хваттере те кӗртмелле мар.
Астӑвӑр: венитляцие управляющи компанийӗ тӗрӗслет. Кун пирки маларах пӗлтереҫҫӗ: мессенджерта е подьезд умӗнчи пӗлтерӳ хӑми ҫинче. Ку - тӳлевсӗр.
Вентиляци тӗрӗслеме килнӗ ултавҫӑсем пирки полицие шӑнкӑравласа каламалла.
Паян Шупашкарта пляжсене тӗплӗн тӗрӗслӗҫ. Шыв тӗпне водолазсем ҫӳп-ҫапран тасатӗҫ. Ахальтен мар, шыва кӗмелли сезона уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Сезон ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлӗ.
Шупашкарта тӑватӑ пляж ӗҫле: Мускав ҫыранӗ хӗрринче, Тӗп пляж, Ҫӗнӗ сала пляжӗ тата Атӑлӑн сулахай ҫыранӗ хӗрринчи пляж. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пур ҫӗрте те ҫӑлавҫӑсем талӑкӗпех ӗҫлӗҫ. Кашни пляжрах громкоговоритель, "Шыва кӗме юрамасть" тесе ҫырнӑ табличка пур.
Палӑртмалла: кӑҫал республикӑра 13 пляж, шыв хӗрринче канмалли 128 вырӑн ӗҫлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |