2022 ҫулта муниципаллӑ спорт шкулӗсемпе учрежденийӗсен пурлӑхпа техника базине ҫирӗплетес тӗлӗшпе республика бюджетӗнче 27,3 миллион тенкӗ ытла пӑхса хӑварнӑ.
Спорт объекчӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетмелли конкурса ярса панӑ муниципалитетсен заявкисене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫак укҫа-тенке 50% ытла кивелнӗ тӑватӑ спорт объектне тӗплӗ тата кулленхи юсава тума тивӗҫтернӗ.
Вӑрмар районӗнчи А.Ф. Фёдоров ячӗллӗ «Спорт ҫурчӗ» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗн ҫуртӗнче тӗплӗ юсава малалла ирттерме 11,6 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Объектри юсав ӗҫӗсене 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пуҫланӑ.
Тӗплӗ юсав ирттернӗ май ҫурт тӑррине, ӑшӑ тата шыв пӑрӑхӗсене, канализацие ҫӗнетнӗ, мӗнпур пӳлӗмсемпе нумай функциллӗ спорт залӗнчи стенасене якатса сӑрласа тухнӑ. Кӑҫал ҫурт питне юсаса ҫӗнетме тата урамри канализаци пӑрӑхӗсене улӑштарма палӑртнӑ.
Пысӑк юсав ӗҫӗсем Шупашкар хулинчи Машин тӑвакансен тӑкӑрлӑкӗнче вырнаҫнӑ «Восток» физкультурӑпа спорт комплексӗнче пуҫланӗҫ.
Проектпа килӗшӳллӗн ҫуртӑн фасачӗпе тӑррине тӗпрен юсама палӑртнӑ. Спорткомплексра урайсене тата вентиляци системине тӗпрен ҫӗнетме шутлаҫҫӗ.
Росгварди Управленийӗн Чӑваш Енри управленийӗн ведомство хуралӗн сотрудникӗсем ӳсӗрӗлнине пӑхмасӑр руль умне ларса ҫул ҫинче хӑрушӑ лару-тӑру йӗркелекен Шупашкар ҫыннине тытса чарнӑ.
Трактор тӑвакансен проспектӗнче унталла-кунталла пӑркаланса пыракан ҫӑмӑл машинӑна росгвардеецсем иртнӗ каҫ хурал вӑхӑтӗнче асӑрханӑ. Ҫул-йӗр патруль службин ӗҫтешӗсене йӗрке пӑсакан пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн йӗрке хуралҫисем унӑн машинине чарнӑ та унӑн хучӗсене тӗрӗсленӗ хушӑра водитель ӳсӗр пулнин характерлӑ паллисене асӑрханӑ. Каярахпа ӑна ҪҪХПИ сотрудникӗсен аллине тыттарнӑ.
32 ҫулти ҫын медицина тӗрӗслевне тума килӗшмен. Ун тӗлӗшпе административлӑ правӑна пӑсни пирки протокол ҫырнӑ.
Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури хоккей матчӗ вӑхӑтӗнче спортсмен вилнӗ тӗслӗхпе тӗпчев пуҫарнӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти Пӑр керменӗнче хоккей вӑййи иртнӗ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫынна япӑх пулса кайнӑ, кӑштахран вӑл куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Прокуратура тӗпчевҫисем вӑйӑҫ мӗн сӑлтавпа вилнине палӑртӗҫ, спорт объектӗнче вӑййа хутшӑнакансене медицина пулӑшӑвӗ парассине епле йӗркеленине тӗрӗслӗҫ.
Халӑха канмалли кунсенче ярмӑрккӑсем йӗркелени питӗ килӗшнӗ. Ҫавна май суту-илӳ точкисене те нумайлатӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, малтанах виҫӗ вырӑнта фермер продукцине сутнӑ. Малашне вӗсем пилӗк вырӑнта пулӗҫ. Ҫакна ярмӑрккӑна халӑх йышлӑн ҫӳренипе тума йышӑннӑ. Ҫынсем хӑйсем те суту-илӳ вырӑнӗсене нумайлатма ыйтнӑ.
Унччен ярмӑрккӑ «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче, «Шупашкар» универмаг патӗнче тата «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗнче ӗҫленӗ. Малашне фермер продукцине «Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ» суту-илӳ комплексӗнче тата «Дар» тулли мар яваплӑ обществӑра («Шупашкар» пасар) туянма пулать. Ярмӑрккӑра апат-ҫимӗҫе лавккаринчен йӳнӗрехпе туянма май пур.
Паян, Космонавтика кунӗнче, Шупашкарта мухтавлӑ чӑваш ывӑлӗн Андриян Николаевӑн палӑкӗ умне чечек хума сумлӑ йыш пуҫтарӑннӑ. Ҫав йышра республика Элтеперӗ Олег Николаев та пулнӑ.
«Андриян Григорьевич Николаевӑн пурнӑҫ ҫулӗ Чӑваш Енри чылай арҫын ачапа хӗрачана тӗслӗх илмелӗх пулнӑ. Ӑна курах чылайӑшӗ пурнӑҫне космонавтикӑпа тата авиаципе ҫыхӑнтарни пирки иккӗленмелле мар», – тенӗ саламлӑ сӑмахӗнче республика ертӳҫи.
Олег Николаев Чӑваш Енре Байконурта службӑра пулнисен пӗрлӗхӗ пуррине палӑртса хӑварнӑ.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче каччӑ Атӑл ҫине, Шупашкарти Волжский-3 микрорайон ҫывӑхне, пулӑ тытма кайнӑ. Ларсан-ларсан хайхискер пӑр ҫурӑлнӑ сасӑ илтнӗ. Каччӑ ҫыран хӗррине утса тухма шикленнӗ, ҫавӑнпа ҫӑлавпа шырав службине шӑнкӑравланӑ.
Ҫалавҫӑсем ун патне аэрокимӗпе ҫула тухнӑ. Ун патне кайнӑ чухне вӗсем те пӑр ҫурӑлкаланине туйнӑ. Ҫӑлавҫӑсем каччӑна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Ертукассинче арҫын пулла кайсан путса вилнӗ.
Ӗнер каҫхине Мускавран вӗҫекен самолет Шупашкарта анса ларайман, ҫавна май унӑн Чӗмпӗре кайма тивнӗ. Мӗн пулнӑ-ха?
«Победа» авикомпани самолечӗ аэропорта тӗтреллӗ ҫанталӑка пула анса ларайман. Чӗмпӗре вӑл 23 сехет хыҫҫӑн ҫитнӗ, пассажирсене ҫур сехетрен ҫеҫ кӑларнӑ. Унтан автобус Шупашкара ирхи 5 сехетре ҫеҫ кайнине пӗлтернӗ.
Анчах чылайӑшӗн ӗҫе каймалла-ҫке-ха. Ҫавӑнпа такси чӗнме, куншӑн 6 пин тенкӗ тӳлеме тивнӗ.
Метеостанци пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта каҫхи 8 сехет ҫурӑран пуҫласа ирхи 5-чен тӗтре тӑнӑ, 100 метр аякри ҫеҫ курӑннӑ.
Шупашкар хулинче пӗр хӗрарӑм-водитель машинӑна хыҫалалла чакарма хӑтланса ватӑ хӗрарӑма таптанӑ. Ҫавӑн пек инкексенче кӑҫалхи 3 уйӑхра пирӗн республикӑра 14 ҫынна амантнӑ.
Республикӑн клиника больници умӗнчи инкек ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулса иртнӗ. 28 ҫулти хӗрарӑм-водитель больница умӗнчи парковкӑра «Opel Corsa» автомбильпе каялла чакса пынӑ чухне 58 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Инкеке лекнине тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм килне кайнӑ.
Водитель урах пулнӑ, анчах ҫын сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн ун тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ 42-мӗш маршрут перевозчикӗпе, «Крокус Автопа», килӗшӗве пӑрахӑҫлӗ. Администраци кун пирки уведомлени янӑ.
Тӳре-шара ӑнлантарнӑ тӑрӑх, перевозчик ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнченпе ӗҫлеме хирӗҫленӗ, 4 автобуса маршрута кӑларма пӑрахнӑ. Ҫапла майпа вӑл килӗшӳ условийӗсене пӑсать.
Ҫитес вӑхӑтра администраци урӑх перевозчик тупас тӗллевпе конкурс ирттерӗ. Конкурс пуличчен вӑхӑтлӑх перевозчик пулӗ-и е ҫук-и – паллӑ мар.
Шупашкарта пурӑнакан каччӑ вӑйӑ приставкине тара илнӗ те ӑна сутса янӑ. Ӑна тупнӑ. Каччӑ тӗлӗшпе вара пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Вӑйӑ приставкин хуҫи полицие каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл ӑна палламан ҫынна тара панӑ. Анчах каччӑ ҫухалнӑ, приставкӑна тавӑрса паман. Ку полицие кайса пулӑшу ыйтнӑ.
Йӗрке хуралҫисем ҫак ӗҫе тунӑ 25 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл унччен те судра явап тытнӑ. Хальхинче те хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Вӑл приставка хуҫине 25 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |