Пуҫаруллӑ ушкӑн Шупашкарта чӑваш словарьне хатӗрленӗ Николай Ашмарина халалланӑ палӑк лартма сӗнсе ыйтупа тухнӑ. Вӑл чӑнах та кирлӗ-и? Шупашкар хула администрацийӗ халӑхран ыйтма шухӑшланӑ.
«Уҫӑ хула» порталта сасӑлав иртнӗ. Унта 1708 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 1078-шӗ Ашмарина халалланӑ палӑк кирлӗ тесе палӑртнӑ. 390 ҫын ҫакна специалистсен татса памаллине каланӑ. 227 ҫын палӑк кирлӗ мар тесе шухӑшлать. 13 ҫын хӑйсен шухӑшне палӑртнӑ, хӑшӗ-пӗри палӑка Ашмарин ҫуралнӑ тӑрӑхра, Етӗрнере, лартмаллине пӗлтернӗ.
Сасӑлав пӗтӗмлетӗвне ятарлӑ комиссие пӑхса тухма парӗҫ. Сӑмах май, Шупашкарта Николай Ашмарина халалланӑ урам пур.
Ыран пӗтӗм чӑвашсен черетлӗ «Асам» кинофестиваль ӗҫлеме пуҫлӗ. Вӑл онлайн мелӗпе раштавӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен иртӗ. Кинофестиваль икӗ Youtube-каналта ӗҫлӗ. Ку — «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗн каналӗ, тата «Сувар ТВ» канал.
Жюри пайташӗсене пӑхса тухма 12 вӑйӑллӑ фильм, 9 илемлӗ- документаллӑ, ҫавӑн пекех 12 документаллӑ фильм тӑратнӑ. Кинофестивальте Владимир Галошев режиссерӑн икӗ анимаци фильмӗ те хутшӑнӗҫ: «Ҫыннӑн чӑн хакӗ. Мӗнле пӗлмелле ӑна» (2021, вырӑс чӗлхиллӗ) тата «Хӗрлӗ ӗне» (2018, чӑваш чӗлхиллӗ).
Конкурса кӗменнисен йышӗнче куракансем 2 вӑйӑллӑ, 6 документлӑ тата Владимир Синяев режиссерӑн 2 юмахӗпе паллашма пултараҫҫӗ.
«Чи лайӑх илемлӗ фильм», «Чи лайӑх документлӑ фильм», «Чи лайӑх кӗске метражлӑ фильм» тата «Чи лайӑх анимаци фильмӗ» номинацисенче мала тухнисене Шупашкарти пӗтӗм тӗнчери кинофестивале кӗртӗҫ.
Ӗнер Шупашкарти Промтракторта пушар пулни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: пушар пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерствине 11 сехетре пӗлтернӗ.
Савутра конвейер ленти ҫуннӑ, пушар 200 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. 11 сехет те 38 минутра ҫулӑма сарӑлма чарнӑ. 15 сехетре вара сӳнтернӗ.
Пушарта дежурнӑй икӗ электрик шар курнӑ. Вӗсем ҫунӑк шӑршипе наркӑмӑшланнӑ, вӗсене Тӗп пульницӑн токсикологи уйрӑмне илсе кайнӑ. Хальлӗхе пушар мӗнрен тухнине палӑртман.
46 ҫулти арҫын тӗрмерен кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче тухнӑ кӑна-ха. Вӑл каллех йӗплӗ пралук леш енне лекнӗ. Ӑна унччен те хӗрарӑма мӑшкӑлланӑшӑн тата ясар шухӑшӗсене пурнӑҫланӑшӑн тӗрмене лартнӑ. Хальхинче те вӑл ҫакна пулах суд сакки ҫине лекӗ.
46 ҫултан 20 ытларах ҫулне вӑл йӗплӗ пралук леш енче ирттернӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче ҫак арҫын Шупашкарти «Байконур» микрорайонта 21 ҫулти хӗре вӑрмана сӗтӗрсе кӗнӗ те вӗлерессипе хӑратса мӑшкӑллама хӑтланнӑ. Юрать-ха, хӗр тарма пултарнӑ. Хӗр телефонне ӳкерсе хӑварнӑ, арҫын ӑна илнӗ.
Ӑна часах тытса чарнӑ. Халӗ вӑл суд пуласса кӗтет.
Чӑваш Енӗн мӗнпур муниципалитетӗнчи, Тутарстанри тата Ӗрӗнпур облаҫӗнчи 4 ҫултан пуҫласа 10 ҫула ҫитичченхи 320 ача чӑваш тӗррин илемӗпе паллаштаракан «Азбука чувашского костюма» (чӑв. Чӑваш тумӗн азбуки) пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑннӑ. Ӑна «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗ ирттернӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Сӗнтӗрвӑрринчи, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Елчӗк районӗсенчи, Тутарстанри Апастово тата Ҫӗпрел районӗсенчи ачасем лекнӗ.
Чӑваш Енӗн мӗнпур муниципалитетӗнчи, Тутарстанри тата Ӗрӗнпур облаҫӗнчи 4 ҫултан пуҫласа 10 ҫула ҫитичченхи 320 ача чӑваш тӗррин илемӗпе паллаштаракан «Азбука чувашского костюма» (чӑв. Чӑваш тумӗн азбуки) пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑннӑ. Ӑна «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗ ирттернӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Сӗнтӗрвӑрринчи, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Елчӗк районӗсенчи, Тутарстанри Апастово тата Ҫӗпрел районӗсенчи ачасем лекнӗ.
Шупашкарти Садовӑй микрорайонти шкула каярах хута ярассине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫавна строительсем тата хулари тӳре-шара строительство материалӗсем хакланнипе тата проектпа смета документацине ҫӗнетме тивнипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Благовещенский тата «Университетский-2» микрорайонсенчи ача пахчисене тӑвассипе те йывӑрлӑх сиксе тухнӑ. Малтан асӑннӑ микрорайонти объекта 60 процент таран хатӗрлесе ҫитернӗ, ӑна подрядчик 2022 ҫулхи ака уйӑхӗнче хута ярасшӑн. «Университетский-2» микрорайонтине кӑҫал ӗҫлеттерсе ямалла пулнӑ, анчах ӑна килес ҫулхи кӑрлачсӑр та хута яраймӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари Садовӑй микрорайонта хӑпартма пуҫланӑ шкул строительстви йывӑррӑн пулса пырать. Ҫавна строительство материалӗсем хакланнипе тата проектпа смета документацине ҫӗнетме тивнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Объект хакӗ, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, 500 миллион тенкӗ хаклӑрах кайса ларӗ.
Шкула 1650 ача вӗренмелӗх тума тытӑннӑ. Ҫурт 4 блокран тӑрӗ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫӗн классем вӗренмелли блока подрядчик раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне хута яма палӑртать. Вӗренӳ учрежденине килес ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле.
ЧР ШӖМӗ банкоматран ют ҫын карттине илсе кайнӑ хӗрарӑма шырать. Вӑл ҫав карточкӑпа лавккасенче таваршӑн тӳленӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Полици ҫав хӗрарӑма палласа илмешкӗн пулӑшу ыйтать. Вӑл банкоматран ют ҫын карточкине илсе кайни видеокамера ҫине лекнӗ. Ку Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнче пӗлтерхи ҫурла уйӑхӗнчех пулнӑ. Ҫын карточкипе вӑл кайран ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи лавккасенче таваршӑн тӳленӗ.
Паян 11 сехет ҫурӑра Шупашкарта Промтрактор территорийӗнче, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ енчен, пушар тухнӑ. Цехсене пӗр пайне электричествӑран сӳнтернӗ. Ҫывӑхра вырнаҫнӑ автопасар та ҫутӑсӑр юлнӑ.
Пушара 10 ытла техника, васкавлӑ службӑн 40-е яхӑн ӗҫченӗ сӳнтернӗ. Ҫапах темиҫе сехетрен те тӗтӗм тухма пӑрахман.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр цехра иккӗмӗш хутра ҫулӑм тухнӑ вырӑнсем пулнӑ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, пушар транспортировка ленти йӗркеллӗ ӗҫлеменрен тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |