Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти арҫын ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Фотоаппарат туянасшӑн пулнӑ вӑл. Анчах ун вырӑнне вӑл ҫурӑк валашка умӗнче ларса юлнӑ.
Кун пирки арҫын полицие нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Вӑл акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ. Тӗнче тетелӗнче 50 пин тенкӗ ытла фотоаппарат сутнине курнӑ вӑл. Унта кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравлсан сутуҫӑпа калаҫса татӑлнӑ та 56 пин тенкӗ укҫа куҫарса панӑ.
Фотоаппарата почтӑпа ярса пама шантарнӑ. Посылка килнӗ-ха. Анчах курупкара чаплӑ фотоаппарат вырӑнне кивӗ кӗнекесем выртнӑ.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Полицейскисем ҫав ҫын кам пулнине палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Енре Республика кунӗнче иртмелли мероприятисем пирки калаҫаҫҫӗ. Кӑҫал уяв Шупашкарта тата Элӗк районӗнче иртет.
Элӗк районӗнче этнокультура комплексӗ уҫма палӑртнӑ. Шупашкарта та чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ.
Шупашкарта пурӑнакансен хушшинче видео ӳкерессипе конкурс иртӗ. Кирек кам та мероприятисенче репортаж тума пултарать. Видеона камера, телефон, планшет ҫине ӳкерме юрать. Конкурса Хула кунӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Хулана 30 пин чечекпе илемлетӗҫ. Ҫавӑн пекех тухья евӗр арт-объект пулӗ. Уҫӑ тӳпе айӗнче кино курма та май пулӗ.
Ӗнер республикӑн тӗп хулинче Шупашкарӑн иртнӗ ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ. Унта пулнӑ Андрей Иванов журналист пӗлтернӗ тарӑх, республикӑн Правительство ҫуртӗнчен ҫитнӗ десант ӳпкевне ытти муниципалитетра район пуҫлӑхӗсем пуҫ пӗксе ларса йышӑннӑ пулсан, шупашкарсем хӑйсене хӑюллӑн тытнӑ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов та, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та хулана хурланипе килӗшме васкаман. Унтан та ытларах: хӑйсене, тӗрӗсрех, Шупашкарти социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑри йывӑрлӑхсене вара вӗсем хӑюллӑн асӑнса хӑварнӑ. Пӗтӗмлетӗве пухӑннӑ хула тӳре-шари те Шупашкар пуҫлӑхӗсемпе килӗшнине палӑртнӑ.
Цифрӑсем пирки финанс министрӗпе Светлана Енилинӑпа килӗшменнине пӗлтернӗ. Канашлури тавлашу хулари хастарсене наградӑланипе вӗҫленнӗ-ха. Анчах хула пуҫлӑхӗсемшӗн тавлашу мӗнле ҫаврӑнса тухассине пӗр ҫӳлти Турӑ кӑна пӗлет пулӗ.
Ҫӗмӗрле хулинче арҫын ҫунакан хваттертен тусне ҫӑлнӑ. Кунашкал тӗслӗхсем ҫак кунсенче Улатӑр тата Шупашкар хулисенче те пулнӑ.
Ҫӗмӗрлере икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте, пурӑнакан 63-ри арҫыннӑн килӗнче, ҫулӑм тухнӑ. Пушар алхасни пирки «01» пульт ҫине нарӑсӑн 23-мӗшӗнче каҫхи 6 сехет хыҫҫӑн пӗлтернӗ.
Хайхи арҫын пирус туртнӑ та ҫывӑрса кайнӑ. Чӗлӗм тӗпне пула матрас ҫунма тытӑннӑ. Пӳлӗмре тӗтӗм-сӗрӗм темиҫе минутрах сарӑлнӑ. Кил хуҫи вара ним туймасӑр ҫывӑрнӑ. Тусӗ килмен пулсан… Шухӑшлама та хӑрушӑ. Юлташӗ ӑна вӑратнӑ та хваттертен илсе тухнӑ.
Пушарнӑйсем ҫулӑма 15 минутра сӳнтернӗ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 126 пушар тухнӑ. Вӗсенче 16 ҫын вилнӗ, 21-ен суранланнӑ. Пушартан 83 ҫынна ҫӑлнӑ.
Чӑваш Енре 22 ҫулти Андрей Коракова шыраҫҫӗ. Вӑл тӑванӗсемпе тахҫантанпах ҫыхӑнман. «Про Город» хаҫатран унӑн иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ пулӑшу ыйтнӑ.
Андрей Кораков Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралса ӳснӗ, Шупашкарти пӗр общежитире пурӑнать, аслӑ шкулта вӗренет. Андрей тӑванӗсемпе нарӑсӑн 16-мӗшӗнче юлашки хут ҫыхӑннӑ. Унтан телефонӗ сӳннӗ.
Каччӑ япалисене студентсен общежитийӗнче хӑварнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле телефон, зарядник, водитель правине тата паспорт илнӗ. Хӑшӗсем каланӑ тӑрӑх, ӑна ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче троллейбусра курнӑ.
Андрей ҫинҫе кӗлеткеллӗ, 175 сантиметр ҫӳллӗш. Ӑна курнисене 89377396997 е 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ Николай Федоров республикӑри юбилейсене ирттерме федераци хыснинчен 580 миллион тенкӗ ыйтса илнӗ. Ку укҫана уявсенче савӑнма янисӗр пуҫне Чӑваш патшалӑх филармони ҫуртне юсама та кайӗ.
РФ Федераци Канашӗнче ертӳҫӗн пӗрремӗш ҫумӗнче тӑрӑшакан Николай Федоров тӑван тӑрӑхне, тепӗр майлӑ каласан, Чӑваш Ене, манмасть темелле-тӗр. Мускавран Чӑваша 580 миллион тенкӗ уйӑрассине шӑп та лӑп вӑл ҫине тӑнипе уйӑрнӑ тесе ӑнланма пулать «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмри хыпара вуласан.
Укҫа ыйтса Николай Федоров РФ Правительствин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Дмитрий Козак, финанс министрӗ Антон Силуанов тата экономика аталанӑвӗн министрӗ Алексей Улюкаев патне ҫитнӗ. Вӗсенчен вӑл Шупашкар 550 ҫул тултарнине, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлама укҫа уйӑрма ыйтнӑ. Ку тӗллевпе мускавсем 429,9 миллион тенкӗ субсиди пама килӗшнӗ. «Кӗмӗле» 2018 ҫултан пуҫласа ҫулсерен 143,3 миллионшар тенкӗ уйӑрса пырӗҫ.
Чӑваш патшалӑх филармонине юсаса ҫӗнетме 2017–2018 ҫулсенче 150 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Виҫӗмкун Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташне, СССР Писательсен союзӗ пайташне Иван Вутлан ҫыравҫӑна юлашки ҫула ӑсатнӑ.
76-мӗш ҫулпа пыракан ҫыравҫӑ пурнӑҫран нарӑсӑн 20-мӗшӗнче уйрӑлнӑ.
Иван Тимофеев Пермь облаҫӗнчи Мӑн Уса ялӗнче 1940 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ Чӑваш Республикинчи Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче иртнӗ. Шупашкарти Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ют чӗлхесен факультетӗнче вӗреннӗ. 1962 ҫулта ӑна Совет Ҫарне илнӗ. Хӑйӗн интернациллӗ тивӗҫне ҫав вӑхӑтри чи хӗрӳ вырӑнсенче, Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫӗршывсенче (Египтра, Йементе, Алжирта, Сиринче) пурнӑҫланӑ. Ӑна «Ҫарти хастарлӑхшӑн», «Ҫапӑҫури паттӑрлӑхшӑн» медальсемпе наградӑланӑ. 10 ҫул хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн Шупашкара таврӑннӑ. Учительте, шкул директорӗнче, республика правительствинчи тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствине ертсе пынӑ.
Пӗтӗм тӗнчери граждан авиацийӗн организацийӗ электроникӑн литий-ионлӑ аккумуляторӗсене салона илсе кӗме чарӗ. Кун пирки Рейтер агентство пӗлтерет. Экспертсен шухӑшӗпе, ку пушар кӑларма пултарать, ҫавӑнпа ҫак йӗркене йышӑнасшӑн.
Самолет бортне кӗсье телефонӗн, фотоаппаратӑн, ноутбукӑн тата ытти электроникӑн аккумуляторӗсене илсе кӗме чарӗҫ. Ку саккун 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ. Хӑҫанччен? Литий-ионлӑ батарейӑсем валли шанчӑклӑ упаковка шухӑшласа кӑлариччен.
Ҫӗнӗ инструкци Шупашкарти аэропортра та вӑя кӗрӗ. Чӑваш Ен ҫыннисемпе хӑнисене кунти самолетпа усӑ курнӑ чухне багаж илсе ҫӳремелли пирки хушма инструкци парӗҫ.
«Раҫҫейри Danone» компани пуҫлӑхӗ Бернар Дюкро «Газета.Ru» хаҫата панӑ интервьюра Томскри тата Шупашкарти савутсене сутма хатӗрри пирки пӗлтернӗ.
Аса илтерер: асӑннӑ компанин Шупашкарти тата Томскри савучӗсене пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче кризиса пула хупнӑ. Ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, унта туса кӑларнӑ сӗт-турӑха туянакан сахалланнӑ тата хатӗр-хӗтӗр кивелнӗ. Халӗ Франци компанийӗ Шупашкарти савута сутма кӑларнине пӗлтернӗ.
Дюкро палӑртнӑ тӑрӑх, компани Томски тата Шупашкарти савутсене инвестици хывма май пулман. Вӗсене Danone стандарчӗсемпе тумашкӑн 800 миллион тенкӗ ытла хывнӑ пулнӑ.
Ӗлӗкрех республикӑра Тимур отрячӗсем пурччӗ. Вӗсем ватӑ, пӗччен пурӑнакан ҫынсене кил-хуҫалӑхра пулӑшатчӗҫ. Шел те, ҫулсем иртсен вӗсем ҫухалчӗҫ.
Шупашкарти пӗр ача пахчинчи шӑпӑрлансем вара Тимур отрядне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура кӗнӗ. Халӗ пӗчӗкскерсем хулана хӑтлӑх кӗртессишӗн яваплӑ пулӗҫ.
Ку нарӑсӑн 19-мӗшӗнче пулнӑ. 201-мӗш ача пахчинчи ҫарпа патриот мероприятийӗ иртнӗ. Ачасем патне «Синева» десантсен спорт клубӗн председателӗ Олег Ялугин хӑнана килнӗ. 40-мӗш шкулта ӑс пухакан кадетсем те ҫитнӗ. Вӗсем кӗҫӗннисене Тӑван ҫӗршыва юратмаллине, таса чунлӑ тата хӑюллӑ пулмаллине ӑнлантарнӑ. Унтан шкул ачисем пӗчӗккисене Тимур отрядне йышӑннӑ. Тимур ачисем ырӑ ӗҫ теме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ — макулатура пухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |