Чӑваш Енӗн Элтеперне Михаил Игнатьева отставкӑна янӑ. Кун пирки ҫӗршывӑн Президенчӗ Владимир Путин хушу кӑларнӑ иккен. Ӗҫ хутне Кремль сайтӗнче пичетленӗ.
Хушура «Чӑваш Республикин Элтеперӗ Игнатьев М.В. Игнатьев хӑй ирӗкӗпе отставкӑна каяс тенине йышӑнас», — тесе ҫырнӑ. Аса илтеретпӗр, Михаил Васильевич пирӗн республикӑна 2010 ҫултанпа ертсе пычӗ.
Маларах хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗ Кремль тек нихӑш регион пуҫлӑхне те отставкӑна ямасси пирки пӗлтернӗччӗ. Маларах, сӑмахран, Ленинград облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрне Александр Дрозденкона, Иркутск облаҫӗн пуҫлӑхне Сергей Ерощенкона, Камчатка крайӗн пуҫлӑхне Владимир Илюхина, Ҫурҫӗр Осети пуҫлӑхне Таймураз Мамсурова отставкӑна янӑччӗ. Ҫӗршыв Президенчӗ регионсен пуҫлӑхӗсене суйлавчченех отставкӑна янине сӑнавҫӑсем вӑл вӗсене шаннине пӗлтерет тесе хаклаҫҫӗ.
Кӑҫал ҫӗршыври 21 субъектра регионсен пуҫлӑхӗсене ҫӗнӗрен суйламалла, ҫав шутра — Чӑваш Енре те.
Суйлавччен Михаил Игнатьев Элтепер тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлӗ.
Паян Шупашкарта «Раҫҫей саккунӗсен кӑлтӑкӗ» ятпа VIII Пӗтӗм тӗнчери ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ. Ӑна В.Н. Кудрявцев академика асӑнса йӗркеленӗ. Мероприяти Шупашкарти кооператив институтӗнче пулнӑ. Унта кӑҫалхипе иккӗмӗш хут пуҫтарӑннӑ.
Конференцире Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та тухса калаҫнӑ. Мероприятие вӑл истори тӗлӗшӗнчен пӗлтерӗшлӗ пулӑм тесе хакланӑ. Юристсем хушшинче тавлашусем яланах сиксе тухнине палӑртнӑ май Михаил Игнатьев паян Раҫҫей — пасар экономикиллӗ право патшалӑхӗ иккенне, мӗнпур регион хӑйсен саккунне, нормативпа право хучӗсене федерациннипе килӗшӳллӗн йӗркеленине асӑнса хӑварнӑ. «Ку вӑл питӗ пӗлтерӗшлӗ», — тенӗ М. Игнатьев. Унтан вӑл Шупашкарти конференци Раҫҫей ырлӑхӗшӗн усӑ курмалли саккунсене йӗркелеме пулӑшакан сӗнӳсем ҫуратасса шаннине пӗлтернӗ.
Сӑнсем (22)
Ҫӗнӗ ҫул умӗн Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ишлейри пысӑк ваольтлӑ аппаратура савучӗн директорӗп, Шупашкарти Электроаппаратура савучӗн гендиректорӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗпе Алексей Шурдовпа тӗлпулнӑ. Унпа вӑл Правительство ҫуртӗнче курнӑҫнӑ.
Алексей Шурдов Элтепере предприяти производство калӑпӑшне 2015 ҫулта 33 процент ӳстернине пӗлтернӗ. Ӗҫ укҫи вӑтамран 24 пин тенке ларать тесе каланӑ. Тӗп капитала 140 миллиона яхӑн тенкӗлӗх укҫа-тенкӗ хывнӑ-мӗн. Ишлейри пысӑк вольтлӑ аппаратура савучӗ производство калӑпӑшне кӑҫал тата ӳстерсе пырасшӑн, хушма ӗҫ вырӑнӗсем уҫасшӑн.
"Саккас пур чухне предприяти уявсенче татти-сыпписӗр ӗҫлет.Сирӗн ӗҫ кӑтартӑвӗ лайӑх. Эсир сутмалли рынока сарса пыратӑр, лайӑх вӗренӳ центрӗ йӗркелерӗр. Ман ятпа студентсем тата ашшӗ-амӑшӗ пӗрре кӑна мар тав сӑмахӗ каланӑ", - тенӗ Элтепер.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ РФ Патшалӑх канашӗн тата ҫӗршыв аталанӑвӗн палӑртнӑ кӑтартӑвне сӑнакан комисси ларӑвне хутшӑннӑ. Ларӑва Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ертсе пынӑ.
Унта, тӗпрен илсен, социаллӑ экономика пурнӑҫ аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ҫӗршыв шайӗнчи хушусем епле пурнӑҫланнине тишкернӗ. Палӑртнине, Владимир Путин шухӑшӗпе, федераци влаҫӗсем те, регионсем те пурнӑҫа кӗртсе пынӑ. Президент влаҫ органӗсемпе тӗрӗслев енӗпе ӗҫлекен общество организацийӗсем килӗштерсе ӗҫлени пӗлтерӗшлине палӑртнӑ.
Журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Путин указӗсене пирӗн патра епле пурнӑҫлани пирки чарӑнса тӑнӑ. «Ҫул карттипе ҫыхӑннӑ мӗнпур мероприятие — ун пеккисем 9 пулнӑ — эпир пурнӑҫласа пыратпӑр. 37 хушӑва Раҫҫейӗн Тӗрӗслев управленийӗ сӑнаса тӑнӑ, 17-шне пурнӑҫа кӗртнӗ», — тесе пӗлтернӗ вӑл.
Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ. Кама мӗн килӗшни пирки калама хӗн те, эпӗ хам кӑмӑла кайнӑ икӗ самант пирки чарӑнса тӑрасшӑн.
Пӗрремӗшӗ вӑл — Чӑвашра вырӑн ҫитменнипе вӑй питтисем республика тулашӗнче ӗҫлесе ҫӳрени. Михаил Игнатьев кун пек хуласен шутӗнче Мускава, Питӗре, Хусана асӑнса хӑварчӗ. Унта кӑна-и, Уралпа Ҫурҫӗр таранах тухса каякансем пур. Арҫын тени килшӗн тӑрӑшни аван-ха. Анчах ҫичӗ ютра ҫӳрекен ҫын ҫемьепе пӗрле пулманнине йӗркеллӗ теейӗн-ши?
«Ар епле — йыш ҫапла», — терӗ Михаил Васильевич. Ҫемьесем тулли мар тӑрса юлни арӑмӗпе упӑшки хушшинчи хутшӑнусене витӗм кӳнине палӑртрӗ вӑл, пуринчен ытла ҫакӑ ачасене воспитани парас ӗҫе пырса тивет. Пирӗн республикӑра халӑх йышӗ пысӑккине тата ӗҫ вӑйӗ нумаййине пӗлетпӗр. Анчах ҫакӑ тӳрре тухмалли сӑлтав маррине палӑртса хӑварчӗ Михаил Игнатьев. Ҫынсене ӗҫпе тивӗҫтерес тата ялта тӑрӑшакансен ӗҫ укҫине ӳстерессипе республика правительствин те, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен те, усламҫӑсен те пӗрлехи мерӑсем йышӑнмалла.
Тепӗр самант — чӑвашлӑхпа ҫыхӑнни тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Акӑ епле каларӗ республика Элтеперӗ килес ҫул ҫӗршывра Культура ҫулталӑкӗ тесе йышӑнни пирки чарӑнса тӑнӑ май:
«Халӑха сыхласа хӑварас ӗҫ чи малтан кил-йышран, ҫемьерен пуҫланать. Тӑван килте ашшӗ-амӑшӗ пӗр-пӗринпе, ҫав хушӑрах ачисемпе те чӑвашла калаҫсан, вӗсене халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркипе, чӗлхипе, ташши-юррипе мӗн пӗчӗкрен паллаштарса пырсан тата юратма-хисеплеме вӗрентсен ҫак ӗҫе пурнӑҫлама ҫӑмӑлрах пулнӑ пулӗччӗ.
Патшалӑх органӗсенче вӑй хуракансен, культурӑпа вӗренӳ ӗҫченӗсен, халӑх пӗрлешӗвӗсен пайташӗсен чӑвашлӑха сыхласа хӑварас ӗҫре чи малта пулмалла.
Пирӗн ҫамрӑк ӑру ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхмалла. Вӗсем хамӑрӑн пуян культурӑпа тата историпе мухтанма-мӑнаҫланма пуҫласан, йӑла-йӗркене ҫӗнӗлӗхсем кӗртсех тӑрсан кӑна халӑхӑмӑр сыхланса юлас шанчӑк пур. Нумай ҫул аталанса пынӑ халӑх ҫӗр пичӗ ҫинчен ҫухалмалла мар. Ку енӗпе пирӗн пурин те ҫине тӑрсах ӗҫлемелле».
Республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнчи Литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премийӗ енӗпе ӗҫлекен комиссин черетсӗр ларӑвне ирттернӗ. Ларӑва васкавлӑ йӗркелени, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, литературӑпа ӳнер енӗпе паракан премие Константин Иванов ячӗпе хисеплентермелли пирки сӗнсе янӑ ҫыру хистенӗ. Ӑна культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем пухӑнса шӑрҫаланӑ иккен.
Ларура епле пӗтӗмлетӳ патне пырса тухнине кӗске информацире уҫӑмлӑн каламан. Анчах ҫапла ӑнлантарни пур. Константин Иванов ячӗллӗ литературӑпа ӳнер премине 1992 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ иккен. Ҫавӑн чухне ятлӑ тепӗр премие те пама йышӑннӑ: музыкӑпа театр ӳнерӗнчине — Федор Павлов ячӗпе, сӑнарлӑ ӳнерпе архитектурӑрине – Петр Егоров ячӗпе, ӑслӑлӑхрине — Никита Бичурин ячӗпе. Ятлӑ премисене тепӗр пӗр-ик ҫултанах пама пӑрахнӑ.
Ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче чӑваш наци радиовӗнче тӳрӗ эфирта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев халӑха кӑсаклантаракан ыйтусем ҫине хуравлани пирки пӗлтерсеччӗ ӗнтӗ. Радио итлекенӗсем тӗрлӗрен ыйтусем панӑ, вӗсен хушшинче тӑван чӗлхен йывӑрлӑхне хускатни те пулнӑ-мӗн.
Муркаш районӗнче пурӑнакан республика тӗп хулинче чӑваш чӗлхине тивӗҫлипех хисеплеменни ҫинчен калаҫнӑ. «Шупашкара пырсан чӑваш хулипе пынӑн туймастӑп — ют патшалӑхри пек. Реклама — чӑвашла ҫырни ниҫта та ҫук. Ытти ҫӗрте те ҫавах, Муркаша мар — Моргаушине кӗретпӗр. Уявра-мӗнре те чӑвашла калаҫмаҫҫӗ...» — шухӑшне пӗлтернӗ вӑл.
Республика Элтеперӗ асӑннӑ ыйтӑва тӗпе хурса Шупашкарта тӑван чӗлхене ытларах сарасси ҫинчен ҫӗнӗлӗхсем кӗртме шантарать. Тӳре-шара те ку ӗҫ-пуҫ валли укҫа-тенкӗ уйӑрса пама хатӗр имӗш.
— Эпӗ республика ертӳҫинче ӗҫлеме пуҫласанах кун пирки ҫынсем ыйтнине кура Тӗнче тетелӗнчи сайта чӑвашлатрӑмӑр. Тӗрлӗ реклама-растяжкӑна илес тӗк — йышӑнмалла, ку ҫитменлӗхе пӗтерме тӑрӑшӑпӑр.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш наци радиовӗпе тӳрӗ эфира тухрӗ. Вӑл республикӑра пурӑнакансен тата тулай чӑвашсен ыйтӑвӗсене хуравларӗ. Тӳрӗ эфир икӗ сехете яхӑн тӑсӑлчӗ. Ыйтусене маларахах йышӑнма тытӑнни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Пӗтӗмпе 900 ытла ыйту ҫитнӗ-мӗн.
Тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакансене тӗрлӗ ыйту хумхантарать. Хула ҫыннисене, паллӑ ӗнтӗ, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри лару-тӑру ытларах пӑшӑрхантарать. Ял ҫыннисен урамсенче ҫул сарасси пирки сӑмах хускатнӑ. Тӑван чӗлхене упраса хӑварас, Шупашкара пырса кӗрсен ют ҫӗре кӗнӗн туйӑнать тесе пӑшӑрханакан та тупӑнчӗ. Ӗҫ укҫи пирки сӑмах хускатакан та, ачасене шкул автобусӗ турттармасть текен те пулчӗ.
Тӳрӗ эфирта хурав илейменнисене радиоэфира каярах кӑларма шантараҫҫӗ. Вӗсен хуравӗсене «Тема дня», «Социальный вопрос», «На острие», «Тӗплӗ калаҫу», «Ялтан яла», «Ҫивӗч ыйту» кӑларӑмсенче, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ хыпарсен вӑхӑтӗнче уҫӑмлатӗҫ. «Пӗр ыйту та хуравсӑр юлмӗ», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Раҫҫей Президенчӗ халӑх ыйтӑвне тӳрӗ эфирта хуравласси йӑлана кӗчӗ-ха. Кӑҫал та вӑл 5 сехет хушши ҫынсемпе калаҫрӗ. Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 12 сехетре, вара Чӑваш Ен Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев тӳрӗ эфира тухӗ. Анчах телекуравпа мар, наци радиовӗпе.
Михаил Игнатьев Чӑваш Енре пурӑнакансен ыйтӑвне кӑна мар, тулай чӑвашсенне те уҫӑмлатӗ. Ыйтусене маларах парас тесен 62-12-66, 62-13-20 номерсемпе шӑнкӑравламалла. Электрон ҫырусем те шӑрҫалама юрать. Ыйтусене электрон адреспа та — nradio@mail.ru (капла вӗсем наци радиовне лекӗҫ) е press@cap.ru, press1@cap.ru, press2@cap.ru (Чӑваш Ен Элтепӗрӗн администрацийӗ) — ӑсатма май пур. Тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче 62-30-88 и 62-12-66 номерсемпе шӑнкӑравлама май туса парӗҫ.
Иртнӗ ҫул республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев 2,9712 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Сӑмах май, унӑн пӗлтӗрхи тупӑшӗ виҫӗм ҫулхинчен 15,3% ӳснӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн харпӑрлӑхри пуянлӑх шучӗ унчченхиллех юлнӑ: унӑн 50 599 тӑваткал метр ҫӗр, пурӑнмалли икӗ пӳрт — пӗри 216,2 тӑваткал метр пысӑкӑш, тепри — 95,4 тӑваткал метр пур. Кунсӑр пуҫне мӑшӑрӗпе иккӗшӗн харпӑрлӑхӗнче — виҫӗ ҫӗр лаптӑкӗ, вӗсем 2 000, 623 тата 5 000 тӑваткал метрлӑскерсем. Унсӑр пуҫне Михаил Игнатьев 129,5 тӑваткал метрлӑ хваттерӗн пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗн хуҫи. Республика Элтеперӗн харпӑрлӑхӗнче машина тавраш ҫук.
Михаил Васильевичӑн мӑшӑрӗ вара хӑйӗн тӗп вырӑнӗнче 220,3 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ытти тупӑш та пур унӑн. Вӑл 4,174 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Сӑмах май, Чӑваш Ен Элтеперӗн мӑшӑрӗ 88,4 тӑваткал метр пысӑкӑш хваттерне сутса 282,6 тӑваткал метрлине туяннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 25 300 тӑваткал метр ҫӗр, «Мерседес Бенц В 170» автомашина, гараж боксӗ пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |