Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: артистсем

Культура

Ыран, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 103-мӗш театр сезонӗ уҫӑлӗ. Культура учрежденийӗнче ку спектакль 16-мӗш сезон пырать.

Спектакльте Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Карпов унччен Ванюк рольне калӑпланӑ, халӗ вӑл Ҫтаппан сӑнарне вылӗ. Елюк рольне калӑплама Оксана Драгунова ҫамрӑк артиста сӗннӗ, Ванюк ролӗнче те – ҫамрӑк артист, Сергей Павлов.

Спектаклӗн режиссерӗ тата художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев, спектакльте Федор Павлов юрри-кӗвви янӑрать.

 

Культура

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекен Алевтина Семенова Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗн патшалӑх стипендине тивӗҫнӗ. Талпӑнуллӑ артист конкурса вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ инсценировкӑпа (пьесӑпа) хутшӑннӑ. Ӑна театрта ачасем валли лартма ӗмӗтленеҫҫӗ.

Алевтина хӑй те амӑшӗ пулнӑ май ачасем питех вулама юратманнине аван пӗлет. Анчах вӗсене те кӑсӑклантарма пулать. Кӗнеке урлӑ мар тӑк, драматурги урлӑ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн ӗҫӗнче вӑрҫӑ ҫинчен документлӑ кадрсемпе усӑ курасшӑн. Ӑна пысӑк киноэкран ҫинче кӑтартасшӑн.

Алевтина Семенова (Бранькова) 1982 ҫулта Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ. 2005 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен драма ӳнерӗн тата кино артисчӗ пулма вӗренсе тухнӑ.

 

Культура

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекен Ирина Архипова 50 ҫулхи юбилее йыхравлать. Вӑл — Чӑваш Республикин ЧР тава тивӗҫлӗ артистки. Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче 50 ҫул каялла, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, ҫут тӗнчене килнӗ.

Артистка юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑкӗсен театрӗнче Вячеслав Оринов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫунат сараҫҫӗ ӗмӗтсем» спектакле йыхравлать. Вӑл 18 сехетре пуҫланӗ. Унта Ирина Архипова Октябрина сӑнарне калӑплать. «Манӑн юратнӑ кураканӑм, итлекенӗм, вулаканӑм, эсир ҫак паллӑ пулӑма манпа пӗрле ирттерессе шанатӑп», — тесе йыхравланӑ сцена ӑсти тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче.

 

Культура

Паян Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн коллективӗпе тӗл пулнӑ.

Театр директорӗ Елизавета Абрамова палӑртнӑ тӑрӑх, культура учрежденийӗн кӑҫалхи юбилей ҫулӗнче ӗҫ планне улӑштарма тивнӗ. Ҫакӑ кӑшӑлвирус алхаснине пула ӗҫе онлайн-мелпе ирттерме тивнипе ҫыхӑннӑ. Апла пулин те пурнӑҫ чарӑнса ларман. Сӑмахран, кӑҫалхи иккӗмӗш ҫур ҫулта иртекен «Чӗнтӗрлӗ чаршав» театр конкурсне хутшӑнмалла, театр специалисчӗсен квалификацине ӳстермелле.

Театрӑн илемлӗх ертӳҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов ҫӗнӗ спектакльсемпе ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ, хӑшӗсене 2021 ҫула куҫарма тивнине пӗлтернӗ.

 

Политика
Евгений Григорьев
Евгений Григорьев

Чӑваш эстрада артисчӗсем депутата суйланасшӑн. Ку хыпара эпир Тутарстанри «Сувар» хаҫат хыпарлани тӑрӑх пӗлтмӗр.

Унта ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, «Андрей Кузнецов, Алексей Московский тата Евгений Григорьев муниципаллӑ фильтртан самовыдвиженецсем пек иртес тесе хӑйсен округӗсенче алӑ пуснисене пуҫтараҫҫӗ. Евгений Григорьев Шупашкарти 2-мӗш округра, Алексей Московский 10-мӗшӗнче, Андрей Григорьев 3-мӗш округра».

«Депутат опычӗ вӗсенчен Андрей Кузнецовӑн кӑна пур», — тесе Константин Малышев тӗрӗсех палӑртнӑ. Андрей Кузнецов Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ. Выртан каска мӑкланнӑ теҫҫӗ те. талпӑнмалла, шикленмелле мар. Никам та депутат пулса ҫуралмасть.

 

Культура

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Александр Сурин (1955- 2018) ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ.

Александр Сурин – Чӑваш Енӗн паллӑ культура ӗҫченӗ. Вӑл чӗрӗк ӗмӗр ытла Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ пулса тӑрӑшнӑ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ хӑйсен ӗҫтешӗ пулнӑ сцена ӑстине вылякан пукане ӳнерне тата профессилле театра аталантарассине пысӑк тӳпе хывнӑ тесе хаклаҫҫӗ.

Александр Сурин пукане театрӗнче профсоюз комитетне чылай ҫул ертсе пынӑ. Ӳнер учрежденийӗн илемлӗх канашне темиҫе хут та суйланнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-90-мӗш ҫулӗсенче вӑл Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн правленийӗн пайташӗ, актерсен «Антракт» клубӗн пайташӗ пулнӑ.

 

Культура
Полина Чамжаева. Ҫамрӑксен театрӗн архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Полина Чамжаева. Ҫамрӑксен театрӗн архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Чаваш Республикин халӑх артистки Полина Чамжаева паян 60 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1960 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Пӗчӗк Малти Тукай ялӗнче ҫуралнӑ.

Сасси ҫемҫе, сӑнӗ ҫепӗҫ, кӗлетки хӳхӗм ҫак артистка ултӑ теҫетке ҫула ҫитнине ӗненме те йывӑр. 1979 ҫулта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ вӑл. Пӗр вӑхӑтра теартан кайнӑччӗ. Анчах кайран каллех тӑван театрӑн сцени ҫине таврӑнчӗ. Ҫак ҫулсенче Полина Чамжаева вуншар сӑнар калӑпланӑ. Вӑл рольсем Чӑваш Енӗн театр ӳнерӗн ылтӑн фондне кӗрсе юлнӑ.

Нумаях пулмасть «Полина Чамжаева: «Сцена ҫинче тӗнче ҫаврӑнать» кӗнеке пичетленнӗччӗ. Ӑна кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче хӑтланӑччӗ.

 

Персона

СССР халӑх артисчӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Валерий Яковлев тепӗр чыса тивӗҫнӗ. Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑлакан Олег Николаев ӑна «Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» ят парасси ҫинчен калакан хушӑва ӗнер алӑ пуснӑ.

Валерий Яковлев хисеплӗ ҫын ятне унччен те тивӗҫнӗ-ха. Вӑл — Шупашкар хулин тата Шӑмӑршӑ районӗн хисеплӗ ҫынни. Халӗ вара республика шайӗнче хакланӑ.

Сумламалӑх, чӑн та, ӗҫӗ пур. Чӑваш сценине, чӑваш театрӗн кураканне юратнипе тӑрӑшать вӑл. Надежда Смирнова журналист хатӗрленӗ пӗр интервьюра Валерий Яковлев: «Эпӗ хальхине те, малашнехине те тӗпе хывнӑ: ман спектакльсенче пуринче те — чӑваш ҫыннин ыратӑвӗ, пурнӑҫӗ. Халӑх ӑнланӑвне, илемлӗхне, тӗнче курӑмне ӑнкарма, ӑнланма тӑрӑшнӑ», — тенӗччӗ.

 

Культура

Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа Раҫҫей халӑх артисчӗ Надежда Бабкина саламланӑ. Ку хыпара Чӑваш Ен Культура министерстви Инстаграмра хыпарланӑ.

«Хаклӑ Чӑваш Ен, Чӑваш Енре пурӑнакансем, ҫӗр ҫулхипе чӗререн саламланине йышӑнсамӑр», – тесе пуҫланӑ халӑх артистки салама.

Чӑваш Ене Надежда Бабкина питӗ хитре тесе каланӑ. Унӑн ҫутҫанталӑкне, ял-хулине илемлӗ тесе ырланӑ вӑл.

Надежда Бабкина культурӑна тимлӗх уйӑрма чӗнсе каланӑ. Хутшӑнури культура пирки сӑмах пырать унта. «Юрлани, ташлани ҫеҫ мар. Тавлашнӑ чух та культура, тавлашу культури», –тенӗ вӑл. «Хӑвӑр хӑш ҫӗр ҫинче ҫуралнине асра тытӑр», – тенӗ Раҫҫей халӑх артистки Надежда Бабкина.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CBnvH2kABHH/
 

Культура

Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин ҫамрӑк юрӑҫисем Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин ертсе пынипе видеоклипра ӳкерӗннӗ. Унта вӗсем Раҫҫей гимнне юрланӑ. Клипа Шупашкар хулинчи паллӑ вырӑнта – Амӑшӗн палӑкӗ – патӗнче ӳкернӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ.

Паян, Раҫҫей кунӗнче, пирӗн артистсем юрланине пӗтӗм ҫӗршыв курнӑ. Видеоролика «Раҫҫей 1» телеканалпа кӑтартнӑ уяв концертӗнче курма май туса панӑ. Концерт 17 сехетре пуҫланнӑ. Ӑна ҫавӑн пекех «Раҫҫей 24» телеканалпа та кӑтартнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, [34], 35, 36, 37, 38, 39, 40
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 19

1936
89
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
68
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем