«Комсомольски - Елчӗк - Пӑва» ҫулӑн 9,5 ҫухрӑмне юсаса ҫӗнетнӗ.
Ҫулӑн ҫак вырӑнне ҫӗнӗ асфальт сарнӑ, ҫул хӗррине вӗтӗ чул сапнӑ, чарӑнусем лартнӑ, пӑрӑхсене юсанӑ. Ҫӗнӗ асфальта термопластикпа паллӑ туса тухмалли ҫеҫ юлнӑ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗм ӗҫе авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗччен вӗҫлӗҫ.
Ҫула «Воддорстрой» 269 миллион тенкӗпе юсанӑ.
Палӑртмалла: ку ҫула 2 ҫул каяллах юсама палӑртнӑ, аукцион ирттерме йышӑннӑ. Анчах ӑна пӑрахӑҫласа ҫӗнӗ аукцион ирттернӗ.
ЧР Элтеперӗн автобази 10 иномарка туянасшӑн. Ку тӗллевпе 26,5 миллион тенкӗ тӑкаклама хатӗр.
Ҫавна май тӳрех 4 аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ултӑ машина – «Киа К5», тӑватӑ машина «Киа Рио» пулмалла. Пурин те комплектацийӗ – комфорт.
Ултӑ «Киа К5» туянма 19,2 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Тӑватӑ «Киа Рио» машина валли 7,2 миллион тенкӗ сӗнӗҫ.
Аукционсем авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗпе килӗшӳ тусан машинӑсемпе 7 кунра тивӗҫтермелле.
Патӑрьел район администрацийӗ сӑранран ҫӗленӗ 27 кресло туянасшӑн. Ку тӗллевпе 567 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Пӗри 21 пин тенке кайса ларӗ.
Кресло туянас тесе аукцион ирттерӗҫ. Ӑна ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Пур креслӑн та пӗр пек пулмалла. Сӑран тӗсӗ ҫеҫ уйрӑлса тӑма пултарать. 2-шӗ – хура, 25-шӗ ҫутӑ сӑрӑ тӗслӗ кирлӗ.
Каркасӗ йывӑҫран пулмалла. Кресло ятарласа ертӳҫӗ валли туни кирлӗ.
Шупашкарти Энергетиксен урамӗнчи нумай хваттерлӗ 9-мӗш тата 11-мӗш ҫуртсене ишсе антарасшӑн. Ҫавна май Шупашкар хула администрацийӗ аукцион ирттерӗ. Малтанхи хак - 1,5 миллион тенкӗ.
Икӗ ҫурчӗ те 1957 ҫулта тунисем. 9-мӗш ҫурт ишӗлсе аннӑпа пӗрех.
Энергетиксен урамӗнчи 9-мӗш,11-мӗш тата 16-мӗш ҫуртсене "Грандстрой" тулли мар яваплӑ обществӑн ишсе антармалла пулнӑ. Вӑл ҫак вырӑнта ҫӗнӗ микрорайон тума пуҫланӑ. Анчах ӗҫ малалла кайман. Унпа килӗшӗве пӑрахӑҫланӑ.
Сӑмах май, юлашки 10 ҫулта Шупашкарта нумай хваттерлӗ 257 ҫурт ишсе антарнӑ.
Регионти туянусен центрӗ "Канаш - Славаш" автоҫула юсамашкӑн аукцион ирттерессине пӗлтернӗ.
Ҫак ҫулӑн Малти Ӑнтавӑш ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗр пая, 4 ҫухрӑма, юсӗҫ. Ку ӗҫ валли 58 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр.
Аукцион ҫӗнтерӳҫин ӗҫсене 4 уйӑхра вӗҫлемелле, анчах ку ӗҫе 3 ҫулта пайӑн-пайӑн пурнӑҫлӗҫ. Хушма укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерсен проекта хӑвӑрт та вӗҫлеме пултарӗҫ.
Сӑмах май, ҫак ҫул ҫинче аркансах пӗтне пай та пур. Вӑл - Малти Ӑнтавӑш ялӗ еннелле пӑрӑннӑ ҫӗрте. Анчах ӑна хальлӗхе тытмӗҫ.
«Шупашкар – Сӑр» автоҫулӑн 6 ҫухрӑмне, Улатӑр районӗнчине, юсӗҫ. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Малтанхи хак – 193,4 миллион тенкӗ. Пӗр ҫухрӑм 32,2 миллион тенке кайса ларӗ.
Аукцион ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртӗ. Улатӑр районӗнчи Чӗмпӗр облаҫӗ еннелле каякан 6 ҫухрӑм ҫула юсӗҫ. Аукционра ҫӗнтернӗ организацин ӗҫе 6 уйӑхра вӗҫлемелле. Анчах ку тапхӑра виҫӗ ҫула тӑсӗҫ: кӑҫал утӑ уйӑхӗнче, ҫитес ҫул ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче, 2024 ҫулта ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче.
Хушма укҫа пулсан ҫула кӑҫалах сарса пӗтерӗҫ. Ҫук тӑк асфальта 2024 ҫулта сарӗҫ.
Красноармейски районӗнчи ҫулӑн пӗр пайне юсӗҫ. Юсав Ямайкасси ялӗ патӗнчен пуҫласа Анаткас таран пулӗ.
Ҫул пайӗсене темиҫе аукциона пайланӑ. Ӗҫе пӗлтӗр пуҫланӑ, кӑҫал малалла тӑсӗҫ. 2023 ҫулта вӗҫлӗҫ. Пӗтӗмпе 12 ҫухрӑм ҫула ҫӗнетӗҫ. Кивӗ асфальта хӑйпӑтӗҫ, вӗтӗ чула илӗҫ те ҫӗннине сарӗҫ.
"Шупашкар - Сӑр" ҫулӑн Ардатов енне каякан пайне те юсаса ҫӗнетӗҫ.
Психиатри пульницине тӗпрен юсасшӑн. Ҫавна май аукцион иртет, тендера патшалӑх закупкисен сайтне вырнаҫтарнӑ.
Тӗплӗ юсава Шупашкарти Пирогов урамӗнче вырнаҫнӑ Республикӑри психиатри пульницин хӗрарӑмсен корпусӗнче тӑвӗҫ.
Аукционри пуҫламӑш хак – 119 миллион тенкӗ. Психиатри пульницине ҫӗнетмешкӗн республикӑри хыснаран укҫа уйӑрӗҫ.
Аукцион ҫӗнтерӳҫин ӗҫсене кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗччен вӗҫлемелле.
Етӗрнери свалка ӗҫлеме пуҫланӑранпа унта 31 пин ытла кубла метр ҫӳп-ҫап пухӑннӑ. Халӗ ӑна пӗтерме йышӑннӑ.
Ҫак ӗҫе кам пурнӑҫлӗ? Аукцион ирттерсе организацие палӑртнӑ. "Перспектива" тулли мар яваплӑ общество свалкӑна 34 миллион тенкӗпе рекультиваци тума килӗшнӗ. Аукционра малтанхи хак 39,1 миллион тенкӗ пулнӑ.
Свалкӑна пӗтерсен 2 гектара яхӑн ҫӗр ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курма пушанать.
Аукционра ҫӗнтернӗ организаци ӗҫе пурнӑҫлама тытӑннӑ ӗнтӗ.
Сӗнтӗрвӑррипе Куславкка районӗсене асфальт ҫулпа ҫыхӑнтарӗҫ. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ.
Аукцион ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулӗ. Малтан палӑртнӑ хак - 189 миллион та 619 пин тенкӗ.
Аукцион ҫӗнтерӳҫин ҫула ҫитес ҫул ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче сарма тытӑнмалла, ӗҫсене чӳкӗн 30-мӗшӗнче вӗҫлемелле. Ҫул тӑршше 3 ҫухрӑм пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.09.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ вилнӗ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш патшалӑх издательствине йӗркеленӗ. | ||
| Одюков Иван Ильич, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |