Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкартан Питӗр хулине самолетпа каяс текен пассажирсен 13 сехет кӗтме тивнӗ. Ҫавӑншӑн республикӑри транспорт прокуратури самолет хуҫи тӗлӗшпе («Руслайн» авиакомпани) дминистративлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ.
Авиакомпани ҫапла вӑрах кӗттернине саппас самолет пулманнипе сӑлтавланӑ. Ҫапли ҫапла пулӗ те, анчах халӗ, Турра шӗкӗр, самани улшӑнчӗ те пур ҫӗрте те ҫирӗп йӗрке пирки калаҫаҫҫӗ. Ку вӑл авиакомпание те пырса тивет, паллах. Суд «Руслайна» 100 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти аэропортран Самара самолетпа вӗҫме ҫитме май туса панӑ иккен.
Регионсенче авиаҫыхӑнупа ҫыхӑнтарасси ҫинчен калакан пилотлӑ программа пирки хӑй вӑхӑтӗнче массӑллӑ информаци хатӗрӗсем хавхалансах пӗлтернӗччӗ. Мун чухне эпир, журналистсем, Шупашкара виҫӗ хулапа ҫыхӑнтарасси пирки савӑнса систернӗччӗ. Анчах ҫырасса ҫыртӑмӑр та, каласса каларӑмӑр та, анчах самолечӗсем вӑл проектпа пирӗн патран ниепле хускалмарӗҫ. Пурӑнсан-пурӑнсан Ӗпхӗве вӗҫме пуҫларӗҫ-ха. Анчах вӑл та пулин нумайлӑха пыман. Самолётсене вӗҫтерекен Тутарстанри компани унта-кунта 10 хут каллӗ-маллӗ хутлаттарнӑ хыҫҫӑн рейса «техника сӑлтавне» пула хупса хунӑ. Малтанласа ҫак уйӑхӑн 27-мӗшӗччен, каярах вара 29-мӗшӗччен хупасси пирки асӑрхаттарнӑ иккен.
Мӗнех, Самарӑна вӗҫекен самолетсем апла «кутӑнлашмасса» шанас килет. Тӳррипе, унта та тутарсемех вӗҫтереҫҫӗ-ха. Сӑмах май, тӑхӑр вырӑнлӑ самолетпа пӗрремӗш рейспа Самара тӑватӑ ҫын вӗҫсе кайнӑ иккен. Сахал йышпа хутлаттарнинчен авиакомпание усси ҫукрах пуль ҫав…
Ҫапла ӗнтӗ, пуян предприятисен чаплӑ машинӑсем кӑна мар, вӗҫмексем те (самолетсем) пур ҫав ӗнтӗ. Ҫавӑн пеккисенчен пӗри хӑйӗн самолётне Шупашкарти аэропортра лартса пурӑннӑ. Анчах территорие тара илнишӗн вӑхӑтра тӳлеменнипе парӑм 180 пине ҫитсе кайнӑ. Аэропорт укҫана шыраса илес тесе тӳре патнех ҫитнӗ.
Суд тавӑҫпа килӗшсе «кӗмӗле» шыраса илмелле тунӑ. Йышӑнӑва суд приставӗсем патне ярса панӑ. Лешсем нумай кӗттермен — парӑмлӑ фирмӑн ЯК-40 вӗҫмекне арестлеме йышӑннӑ. Аренда хакӗпе кӑмӑлпа татӑлмасан приставсем ӑна сутса ярассипе хӑратаҫҫӗ.
Ҫурлан 18-мӗшӗнчен тытӑнса Шупашкартан Ӗпхӗве 899 тенкӗпе вӗҫме май килӗ. Хаксем пирки каласан, унӑн виҫи темиҫе пин тенке ҫитме пултарать имӗш. Ку вӑл хӑҫан туяннинчен килет тесе пӗлтереҫҫӗ.
Авиарейссене юнкунсерен, эрнекунсерен тата вырсарникунсерен йӗркелӗҫ. Кунтан вӗсем 13 сехет те 30 минутра хускалаҫҫӗ, Ӗпхӗве 17 сехет те 40 минутра ҫитмелле. Вырӑнти вӑхӑтпа — тепӗр май каласан 2 сехет ытларах ҫеҫ кирлӗ пулӗ. Самолетсем авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗччен вӗҫме тытӑнмалла.
Авиарейссене «Тутарстан» авиакомпани 9 вырӑнлӑ «Cessna Grand Caravan» самолетсемпе йӗркелӗҫ.
Шупашкартан Атӑлҫи федераци округне кӗрекен виҫӗ хулана самолётпа вӗҫме пуҫласси пирки хӑй вӑхӑтӗнче эпир те пӗлтернӗччӗ. Шупашкарпа ҫыхӑнтармалли хуласен шутӗнче Самар, Сарӑту тата Ӗпхӳ тесе каланӑччӗ. Самолетпа ҫӳресен ҫул ҫинче вӑхӑт нумай тӑкакламанни каламасӑрах паллӑччӗ ӗнтӗ. Шӑл витеймӗ тесе те питех пӑшӑрханмалла марччӗ-и-ха — регионсенче авиалиние ӗҫлеттерсе ярасси ҫинчен калакан программӑпа уҫма палӑртнӑ рейссемшӗн ҫул укҫин ҫур хакне федераци хыснинчен субсидилемеллеччӗ. Маларах ака уйӑхӗнчен авиарейссем уҫӑлмалла тенӗччӗ, унтан каярах вӑхӑт пирки сӑмах тухрӗ. Акӑ халӗ тата тепӗр хыпар. Анчах вӑл пирӗн республикӑра пурӑнакансемшӗн савӑнмаллиех мар.
Проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ икӗ уйӑхра Атӑлҫи федераци округӗнче пурӑнакан 20 пин ҫын пӗр хуларан теприне самолетпа вӗҫнӗ иккен. Кун пирки РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи Полномочиллӗ элчи Михаил Бабич журналистсемпе нумаях пулмасть тӗл пулсан пӗлтернӗ иккен. Хӑш-пӗр регионта билетсене юпа уйӑхӗчченех илсе хунӑ иккен. Ҫав вӑхӑтрах тӑкаклӑ рейссем те пур-мӗн. Ҫавна шута илсе субсидие хӑш региона ытларах, хӑшне сахалтарах уйӑрассине сӳтсе явасшӑн.
Нумаях пулмасть суд приставӗсем Турцие канма каякансемпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫу вырӑнне Шупашкарти аэропорта суйласа илнӗ.
Мӗн шухӑшпа тӗл пулнӑ-ши тетӗр-и? Ӗҫпе паллах. Чикӗ леш енне канма тухса каякансен парӑмсем пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме. Ара, парӑмлисене тытса чарма саккун ирӗк парать мар-и? Чӑн та, парӑмлисем тупӑннӑ. Хӑшӗсен Пенси фондне тӳлевсем пухӑнса кайнӑ иккен, хӑшӗсен — налукпа. Палӑртса хунӑ канӑва пӑсас мар тесе вӗсем парӑма аэропортрах тӳлесе татнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |