Чӑваш Енри космонавтика ветеранӗсен пӗрлӗхӗ Шупашкарти «Вырӑс драма театрӗ» чарӑнӑва урӑх ят пама сӗннӗ. Вӗсем ун валли «Ю.А.Гагарин космонавт ячӗллӗ урам» ят тупнӑ.
Ҫынсем вара кун пирки мӗн шухӑшлаҫҫӗ? Шупашкар хула администрацийӗ «Уҫӑ хула» порталта ятарласа сасӑлав ирттернӗ. Унта 846 ҫын хутшӑннӑ.
Сасӑлава хутшӑннисен 80 проценчӗ чарӑну ятне ҫаплипех хӑвармалла тесе палӑртнӑ. 15 проценчӗ вара ЧР космонавтика ветеранӗсен пӗрлӗхӗн шухӑшне ырланӑ. Тепӗр 5 проценчӗ ку ыйтӑва специалистсен татса памаллине палӑртнӑ.
Сасӑлав пӗтӗмлетӗвне хулари объектсене ят паракан комиссие пӑхса тухма ярса панӑ.
Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитет. Ҫавна май ЧР Элтеперӗн администрацийӗ юбилей тӗлне кӑлармалли медаль эскизне хатӗрлес енӗпе конкурс ирттернине пӗлтернӗ.
Чи кирли – эскизӑн аналогсем пулмалла мар. Ӗҫсене ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫе вара ҫӑв уйӑх вӗҫӗнче палӑртӗҫ. Чи лайӑх эскиз авторне 10 пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Килӗшӳ алӑ пуссан тепӗр 5 пин тенкӗ парӗҫ.
Юбилейлӑ медальпе республика аталанӑвне тӳпе хывнӑ тава тивӗҫлӗ ҫынсене чыслӗҫ. Аса илтерер: Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле те медаль ҫирӗплетнӗ. Вӗсемпе чи малтан Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене наградӑланӑ.
Малашне республикӑра пурӑнакан хӑш-пӗр ҫын ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн укҫа тӳлемӗ. Вӗсене «ҫӳп-ҫап реформи» пуҫланнӑ кунран, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, перерасчет туса парӗҫ.
Республика влаҫӗ акӑ мӗнле йышӑну тунӑ: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, «блокадниксем», концлагерьте пулнӑ ҫынсем ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн укҫа тӳлемӗҫ. Пирӗн республикӑра пӗтӗмпе ҫакнашкал 620 ҫын пурӑнать.
Ҫак категорири ҫынсем патне юлашки квитанци ака уйӑхӗшӗн килӗ, кун хыҫҫӑн вара урӑх ярса памаҫҫӗ. Ку ҫӑмӑллӑхпа усӑ курас тесен вӗсен нимӗн те тумалла мар, вӑл хӑйех пурнӑҫланса пырӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗнче «Вилӗмсӗр полк» Раҫҫейри кашни хуларах иртнӗ. Ҫав шутра – Шупашкарта та.
Пӗлтӗр акцие 30 пин ытла ҫын хутшӑннӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пулнӑ тӑванӗн портретне йӑтса утнӑ. Кӑҫал вара ҫын сахалрах пухӑннӑ – 22 пин ытла.
«Вилӗмсӗр полк» патриотлӑх акцийӗ Шупашкарта кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут иртнӗ. Портретсем йӑтнӑ колонна Наци вулавӑшӗнчен пуҫласа Ленин проспекчӗпе, Хӗрлӗ лапампа утса Юханшыв порчӗ таран ҫитнӗ. Пӗтӗмпе – 2 ҫухрӑм ытла.
Сӑмах май, Шупашкарта 3125 ветеран (вӗсен йышне ветеранпа танлаштарнӑ ҫынсене те кӗртнӗ) пурӑнать.
Кӗҫех Ҫӗнтерӳ кунне уявлӑпӑр. Ҫак уяв умӗн Шупашкарти 10 ветерана «Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ ятпа» юбилейлӑ медаль парӗҫ. Ҫак наградӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн пурнӑҫне хулапа ҫыхӑнтарнӑ ветерансем тивӗҫӗҫ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата хула мэрӗ Евгений Кадышев виҫӗ ветерана медальпе чысланӑ ӗнтӗ. Ӑна Ҫар Мухтавӗн музейӗн пуҫаруҫи Нил Морозов, Электраппарат савутӗнче 40 ҫул ытла ӗҫленӗ Александр Рыбаков, В.И.Чапаев палӑкне тунӑ ҫӗрте вӑй хунӑ Георгий Охотников тивӗҫнӗ.
Ҫитес вӑхӑтра юбилейлӑ медале Раҫҫейре Амӑшӗн мухтавӗн музейне чи малтан йӗркеленӗ Дмитрий Егорова, лифтсем валли ҫӗнӗ хатӗр шухӑшласа кӑларнӑ Александр Зимина парӗҫ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн лайӑх хыпар пӗлтерме васкатпӑр. РФ Президенчӗ Владимир Путин Тӑван ҫершывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, сусӑрӗсене Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн укҫан хавхалантарасси пирки калакан саккуна алӑ пуснӑ. Тӳлев 10 пин тенкӗпе танлашать.
Ку Раҫҫейре, Латвире, Эстонире пурӑнакан ветерансене пырса тивет. Сӑмах май, пӗлтӗр те Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн ветерансене 10 пин тенкӗ панӑ. Кӑҫал вара ку тӳлеве ҫулсеренех пама йышӑннӑ.
Палӑртмалла: кӑҫалхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 377 ҫын тата 154 сусӑр пурӑнать.
Республикӑра Ҫӗнтерӳ кунне паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Уяв умӗн тӗрлӗ акци иртет. Тӗслӗхрен, Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене тӳлевсӗрех ҫӳҫ касса ярӗҫ.
Парикмахерскире вӑрҫӑ сусӑрӗсене, ветерансене тата вӗсен тӑлӑх арӑмӗсене кӗтеҫҫӗ. Пурин ҫӳҫне те тӳлевсӗр касӗҫ.
Анчах акцие пур парикмахерски те хутшӑнмасть. Ҫӳҫ тӳлевсӗр касас тесен ҫакнашкал ятлӑ парикмахерскисене ҫитмелле: «Алла», «Локон», «Мечта», «Моя мечта», «Людмила», «Орхидея», «Камея», «Монголия», «Ботэ», «Багира», «Глория», «Семейная», «Модница».
«РЖД» (чӑв. Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем) холдинг Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе инваличӗсем валли кӑҫал та хӑйне евӗр парне хатӗрленӗ. Асӑннӑ категорие уяв тӗлӗнчи вунӑ кун хушшинче ҫеҫ мар, ҫу уйӑхӗпех тӳлевсӗр илсе ҫӳреме шантараҫҫӗ. Ытти ҫул, астӑвасса, тӳлевсӗр илсе ҫӳремелли тапхӑр пӗр уйӑхах тӑсӑлмастчӗ.
Ветерансен пур йышши вакуна суйлама ирӗк пур. Ҫав шутра — СВ тата Люкс шутланаканнисенче те. Ҫӑмӑллӑхпа Раҫҫей тӑрӑх хутлакан пуйӑссенче усӑ курма юрать. Инҫе ҫула хӑвӑрт ҫӳрекен «Сапсан» тата «Ласточка» пуйӑссенче те тӳлеттермӗҫ. Сӑмах май, ҫу уйӑхӗнче вӑрҫӑ ветеранӗсем темиҫе хут та тӳлевсӗр хутлайӗҫ. Вӗсемпе пӗрле пӗр ҫыннӑн ҫула тӳлевсӗр тухма ирӗк пур.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ пурӑнакан ҫуртра 30 ҫул юсав ӗҫӗсем ирттермен. Вӑл пиллӗкмӗш хутри хваттерте кун кунлать. Ҫурт тӑрринчен шыв анать, вӑл пӗрремӗш хутах ҫитет, ҫавӑнпа ватӑ кӑна мар, кӳршисем те шар кураҫҫӗ.
Юсав ӗҫне тахҫантанпах курман ҫурт Ҫӗрпӳ хулинчи Куйбышев урамӗнче (1-мӗш ҫурт) вырнаҫнӑ. Унта юлашки хутчен юсав ӗҫне 1990 ҫулта ирттернӗ. Халӗ ав йӗпе-сапара тӑрринчен шыв анать, подъездра ҫумӑр ҫунӑ евӗрех. Хваттерсенче те кунашкал ӳкерчӗк. Ҫапла пурӑнать 90 ҫулти ветеран.
Пурӑнакансем прокуратурӑран та, ҫурт-йӗр инспекцийӗнчен те пулӑшу ыйтнӑ, анчах усси питех ҫук. Ҫурт-йӗр инспекцийӗ управляющи компанийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, анчах лешӗ ҫурт тӑрринчен юр тасатнипех ҫырлахать.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫурт тӑррин майӗ ҫук, пур ҫӗрте те ура путать. Ҫак ҫуртра пурӑнакансемшӗн Сергей Беккер депутат пӑшӑрханать. Управляющи компанийӗн ертӳҫипе калаҫнӑ хыҫҫӑн ҫынсемпе пуху ирттерме йышӑннӑ. Унта тӑрӑна юсас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан Ипатий Ильин нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ.
Ветерана сумлӑ юбилейпа Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Петров саламланӑ, РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ открыткине панӑ.
1941 ҫулта Ипатий Ильин шкул пӗтернӗ, ҫурла уйӑхӗнче ӑна Алма-Ата хулине артиллеристсен курсне янӑ. Вӑл Ленинград фронтӗнче ҫапӑҫнӑ, взвод командирӗ пулнӑ. Киле вӑл 1954 ҫулта ҫеҫ таврӑннӑ, ҫав ҫулах вӗсем мӑшӑрӗпе Шупашкара пурӑнма куҫнӑ.
Ипатий Ильин Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне, I тата II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗсене, «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медале, «Германие ҫӗнтернӗшӗн» медале тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |