Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Юнкӑ тата Ильинка шкулӗсенче ӑс пухакансем «Вӑрмана сыхласа хӑварар» акцие хутшӑнса 7 пине яхӑн йывӑҫ лартнӑ.
«Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать», – теҫҫӗ халӑхра. Ҫут ҫанталӑк тусӗсем пӗр гектар ҫинче вӑй хунӑ.
Ырӑ ӗҫпе хавхаланнӑ ушкӑн тӑрӑшнипе часах пысӑк лаптӑка ҫамрӑк хунавсем йышӑннӑ. Шкул ачисем, вӗрентекенсем, вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн ӗҫлесе пин-пин ҫӗпӗр лиственници лартнӑ», – хыпарланӑ Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта.
Куславкка округӗнче туса лартнӑ «Чӗмсӗр чикӗсен строительствине халалласа» ятлӑ мемориал кӗҫех тата хитреленӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ валли унта йӑлтах хӑтлӑх кӗртӗҫ.
Ҫӗнтерӳ кунӗнче мемориалти музея тӳлевсӗр кӗрсе курма май пулӗ. Экскурсисене 13 сехетре тата 15 сехетре ирттерме палӑртнӑ. Унччен вара территорие 200 ытла хыр, лиственница тата кӑвак чӑрӑш лартӗҫ.
Палӑртмалла: пӗлтӗр мемориала 32 пине яхӑн ҫын килсе курнӑ. Музей пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче уҫӑлнӑ, унтанпа 1 пине яхӑн ҫын музейпа паллашнӑ. Унта «Пушкин карттипе» те кайса курма пулать.
Ҫӗмӗрлере пӗр ҫыннӑн килӗ умӗнчи кӑвак чӑрӑша касса кайнӑ. Пӑтӑрмах иртнӗ ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Кил хуҫи йывӑҫа мӑнукӗсем валли 17 ҫул ӳстернӗ.
...Ҫав каҫхине Патшалӑхӑн автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ҫул хӗррипе арҫын утса пынине асӑрханӑ. Вӑл михӗпе пулнӑ, миххе чӑрӑш чикнӗ.
44 ҫулти арҫын хулари Киров урамӗнчи пӗрисен умӗнче ӳсекен 1 метр та 20 сантиметр ҫӳллӗш чӑрӑша каснӑ иккен. Арҫын пӗччен пурӑннине пӗлтернӗ, йывӑҫа уяв валли капӑрлатас тенӗ-мӗн.
Ҫитес ҫул республикӑра - Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курмалли ҫулталӑк. Унӑн логотипӗ мӗнле пуласси паллӑ.
Варринче - ватӑ чӑваш юманӗ. Сӑмах май, кӑҫал Муркаш тӑрӑхӗнчи Ильинкӑри чи ватӑ юман Раҫҫейри «Ҫулталӑк йывӑҫӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ. Логотип тавра ҫулталӑк ятне вырӑсла ҫырнӑ.
«Пирӗн йӑх-несӗл чӑваш орнаментӗнче сывлӑша, шыва, ҫӗре, ҫулӑма кӑтартма тӑрӑшнӑ. Чӑваш Енри ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗ те Мария Фомирякова ертсе пынипе логотипра ҫаксене кӑтартма тӑрӑшнӑ», - тенӗ Олег Николаев Элтепер.
Сурӑм вӑрманӗнче такамсем 14 юман каснине асӑрханӑ. Кун пирки тӳрех Элӗкри полици уйрӑмне шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ.
Йӗрсене тишкерсен йӗрке хуралҫисем Элӗк муниципалитет округӗнчи икӗ яла пырса тухнӑ. Ҫавӑнтах вӗсем каснӑ юмансене тупнӑ.
Ҫак ӗҫе 29-ти тата 40 ҫулти икӗ арҫын туни палӑрнӑ. Вӗсем йывӑҫа вутӑ валли каснӑ-мӗн. Ҫапла вӗсем патшалӑха 40 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Ҫак икӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Канаш муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 46 ҫулти арҫынна йывӑҫ каснӑшӑн суд туна. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ. Кунсӑр пуҫне тӗрӗслев срокӗ - 1 ҫул.
Ҫак арҫын кӑҫал утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче бензопӑчкӑпа усӑ курса вӑрманта темиҫе йывӑҫ каснӑ. Ҫапла вӑл патшалӑха 113 пин тенкелӗх тӑкак кӳнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, тӑкака йӑлтах саплаштарнӑ. Ҫапах унӑн суд сакки ҫине ларма тивнӗ.
Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнчи 59 ҫулти арҫын тӑватӑ юман каснӑшӑн явап тытӗ.
Вӑрман ӗҫченӗсем тӑватӑ тунката пуррине юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче асӑрханӑ. Кун пирки вӗсем полицие пӗлтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем ҫывӑхри ялсене ҫитнӗ. Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнче пӗр ҫурт патӗнче вӗсем тин кӑна тунӑ йывӑҫ настил пуррине асӑрханӑ. Юман вӑрри ҫапла тупӑннӑ та.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи участковӑй Красная горка ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ чухне вӑрмантан бензопӑчкӑ сассине илтнӗ те унталла кайнӑ. Чӑнах та, йывӑҫ каснӑ иккен.
Ҫав вӑхӑтра 65 ҫулти арҫын, ку тӑрӑхрах пурӑнаканскер, юман каснӑ. Ку кӑна мар иккен – унӑн кил картишӗнче тепӗр юман тупнӑ. Ӑна вӑл виҫӗ кун маларах каснӑ. Ҫапла вӑл патшалӑха 300 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Муркаш районӗнчи Ильинкӑри ватӑ юманшӑн сасӑлама Чӑваш халӑх сайчӗ унччен чӗнсе каланӑччӗ-ха.
Аса илтерер: 372 ҫул кашласа ларакан чӑваш юманӗ «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫҫи» конкурса (ӑна 2017 ҫулта ирттерме тытӑннӑ) хутшӑнать. 2020 ҫулта вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ҫав йывӑҫ ҫутҫанталӑкӑн хаклӑ объекчӗ шутланать, вӑл культурӑпа истори тата ӑслӑлӑх пӗлтерӗшӗллӗ.
Асӑннӑ йывӑҫа Раҫҫейри ватӑ йывӑҫсен наци реестрне кӗртнӗ, «Йывӑҫ – чӗрӗ ҫутҫанталӑкӑн палӑкӗ» пӗтӗм ҫӗршыври ят панӑ.
Конкурс https://rosdrevo.ru сайтра пырать. Чӑваш юманӗн конкурсри номерӗ — 42-мӗш.
Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫурт ҫине йывӑҫ персе аннӑ.
«PROГород» хаҫат халӑх корреспонденчӗ пӗлтерни тӑрӑх ҫапларах хыпарланӑ: утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхине Шупашкарти Вокзалҫум урамри 10-мӗш ҫурт ҫине йывӑҫ ӳкнӗ.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, ҫурт ишӗлмен, чӳрече кантӑкӗсем те ванман курӑнать. Йывӑҫ ҫурт стени ҫине персе аннӑ, ун ҫине таянса тӑрать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |