Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери ортопед-хирургсен 5-мӗш конференцийӗ иртнӗ. Унта ют ҫӗршывран тата Раҫҫейрен 150 ытла тухтӑр килсе ҫитнӗ. Вӗсен шутӗнче — Итали, Франци, Швейцари хирургӗсем. Унччен вара пӗр кун маларах ортопедипе эндопротезировани центрӗнче Францирен тата Америкӑран килнӗ хирургсем мастер-класс ирттернӗ.
Шӑмӑ ыратма пуҫлани ҫамрӑксене те пӑшӑрханарать иккен. Пӗҫӗ сыппи тӗрӗс мар аталаннипе ҫыхӑннӑ ҫак чире ытларах чух хӗрарӑм йывӑр ҫын пулнӑ чух ҫеҫ тупса палӑртаҫҫӗ-мӗн. Хӗрӗх чӗрнеллисен кӗлетке йывӑрӑшӗ ӳснӗ май амак ҫивӗчленет-мӗн, шӑмӑ ыратма пуҫлать.
Асапа ирттермелли меслете Швейцари ученӑйӗсем 1983 ҫултах ҫирӗплетнӗ иккен. Анчах капла операцие 2004 ҫултан ҫеҫ тума пуҫланнӑ. Ку меслет сыпӑна тӗрӗс аталантарма пулӑшать тесе ӗнентереҫҫӗ иккен шурӑ халатлисем. Операцие пӗрремӗш хут Раҫҫейре пӗлтӗр Питӗр хулинче ирттернӗ. Шупашкарти мастер-класс вӑхӑтӗнче 26-27 ҫулсенчи хӗрарӑмсене операци сӗтелӗ ҫине вырттарнӑ. Операци тутарнӑ хыҫҫӑн ҫынсем 10-15 ҫул чиперех пурӑнӗҫ. Кайран тухтӑрсенчен тепӗр хут пулӑшу ыйтма тивӗ.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче паллӑ ӑсчах-энциклопедист, историк, этнограф, фольклорист, лексикограф, педагог, аслӑ шкул йӗркелӳҫи, Атӑлҫи халӑхсен тӗпчевҫи, чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатне йӗркеленӗ Николай Никольский ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитет. Паллӑ ентешне асра тытса Никольскин тӑван енче, Уйкас Янасал ял тӑрӑхӗнче (Николай Васильевич унти Купӑрля ялӗнче ҫуралнӑ), ӗнер пысӑк уяв ирттернӗ.
Унта Тутар, Пушкӑрт республикисенчен, Чулхула, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен те ӑслӑлӑх ҫыннисем килсе ҫитнӗ. Мероприяти Никольский ячӗллӗ паркра иртнӗ митингпа уҫӑлнӑ. Унта Николай Васильевич тӑванӗсем те хутшӑннӑ.
Уявӑн малаллахи пайне Никольский ячӗллӗ музее тата вулавӑша кӗрсе курни, йывӑҫран тӗрлӗ япала касас енӗпе ӑста Петр Мазуркин куравӗпе паллашни тата Сосновкӑри вӗрентӳпе культура центрӗнче иртнӗ «Никольский вулавӗсем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ тӑснӑ.
Паллӑ ентешӗн ятне асра хӑварас тесе унти ял тӑрӑхӗ сахал мар ӗҫ туса ирттерет.
Паян, акан 18-мӗшӗнче, И.Н. Улянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче шкул ачисен (9-11 классем) «Ӑслӑлӑхри пӗрремӗш утӑмсем – 4» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ.
Асӑннӑ конференци кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут иртет. Ӑслӑлӑх форумне республикӑри тӗрлӗ районсенчен тата Шупашкар хулинчи шкулсенчен килсе ҫитрӗҫ. Пӗтӗмпе виҫӗ секци ӗҫлерӗ. Конференцире хутшӑнакансен доклачӗсем тарӑн шухӑшлӑ та паянхи ҫивӗч ыйтусене хускатакан темӑллӑ пулнине палӑртмалла. Ҫутҫанталӑка упрас, халӑх йӑли-йӗркине, чӗлхепе культурӑна аталантарас, литературӑна тӗпчес ыйтусене хускатрӗҫ шкул ачисем.
Конференци пӗр шухӑшлӑ та туслӑ лару-тӑрура иртрӗ.
Иртнӗ шӑматкунпа вырсарникун Шупашкарти 47-мӗш шкулта республика шайӗнчи ачасен пултарулӑхӗн «Excelsior — 2013» конференци-фестивалӗн курӑмлӑ турӗ иртрӗ. Маларах ӑмӑртӑвӑн икӗ турӗ пулнӑччӗ — хула (район) шайӗнчи тата курӑмсӑр майпа иртнӗскерсем.
Курӑмлӑ пая малтанхи турсенче мала тухнӑ 11–18 ҫулхи ачасем хутшанчӗҫ. Акан 13-мӗшӗнче гуманитари ӑслӑлӑхӗсемпе ӗҫлекен вӗренекенсем ӑмӑртрӗҫ, акан 14-мӗшӗнче вара — техника ӑслӑлӑхӗсемпе ӗҫлекенсем. Пурӗ 400 ытла ача хутшӑнчӗ унта.
Конференци 11 сехетре уҫӑлчӗ — сӑмах тухса калакансем хушшинче ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Петрова Светлана Владимировна, «Эткер» шкул тулашӗнчи ӗҫсен центрӗн директорӗ Панченко Наталия Леонидовна, 47-мӗш шкул директорӗ Фёдорова Алевтина Николаевна пулчӗҫ. Конференцие уҫнӑ май шкулти пултаруллӑ ачасем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Шел те, шӑматкунхи кун сцена ҫинчен пӗр чӑваш сӑмахӗ те янрамарӗ — ӑмӑртӑвӗ республика шайӗнче иртрӗ пулин те.
Ҫӗнтерӳҫӗсен списокӗпе «Эткер» сайтӗнче паллашма пулать пулӗ, хальлӗхе унта унашкал информаци кӗртмен-ха.
Сӑнсем (38)
Чӑваш историне, литературине, культурине тӗпчесси ҫӑмӑл ӗҫ мар. Ҫапах та паянхи кун та чӑвашсем хушшинче чӑваш чӗлхипе, культурипе кӑсӑклӑнакан ҫынсем пурах. Вӗсем шутне филологи наукисен докторӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Галина Алексеевна Ермакова та кӗрет. Акан 11-мӗшӗнче вара чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ Г.А. Ермаковӑн 70 ҫулхи юбилейне халалласа регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ ирттерчӗ.
Конференцин пайӑр ячӗ: «Особенности концепций творчества в культуре Урало-Поволжья». Ӑслӑлӑх форумӗнче тӗрлӗ регионтан: Марирен, Удмуртирен, Тутарстанран тата республикӑн тӗрлӗ районӗсенчен килнӗ хӑнасем пулчӗҫ. Пленар ларӑвӗнче хӑнасем чи малтанах Г.А. Ермаковӑна юбилей ячӗпе саламлама васкарӗҫ. Ӑшӑ салам сӑмахӗсене факультет деканӗ В.Г. Родионов профессор каланипе пуҫланчӗ лару. Университет проректорӗ В.В. Афанасьев, Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн директорӗ Ю.Н. Исаев, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш филологи факультечӗн деканӗ Е.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ халӑхӑмӑрӑн пуласлӑхӗ, унӑн ӑслӑлӑхӗн аталанӑвӗ пирки шухӑшланӑ май тӗрлӗ регионти аслӑ вӗренӳ шкулӗсемпе те тӑтӑш ҫыхӑну тытать. Йошкар-Ола, Хусан, Стерлӗ, Ӗпхӳ, Мускав тата ытти хуласенчи вузсемпе туслӑ ҫыхӑнусем йӗркеленӗ ӗнтӗ. Вӗсен ӑсчахӗсемпе студенчӗсемпе пирӗн пата, пирӗн вара вӗсем патне килсе ҫӳресе пӗлӗве туптасси йӑлана кӗнӗ пулӑм темелле.
Акӑ акан 11-13-мӗшӗсенче Мускаври патшалӑх педагогика универстечӗ (МППУ) «Атӑлҫи халӑхӗсен филологи проблемисем» ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри VII ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине ирттерчӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн доценчӗсем Г.Г. Ильина «Структурные особенности чувашских тӗшмӗш халапӗ: на примере устных рассказов о персонажах леса» темӑпа, Е.П. Чекушкина «История перевода современной татарской литературы на чувашский язык» темӑпа, Е.Р. Якимова «Отражение особенностей традиционной культуры в чувашской литературе» темӑпа докладсем турӗҫ кунта.
Ыран Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра «Пӗтӗм Раҫҫейри ялти экономика форумӗ» иртӗ. Ӑна иккӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Вырсарникун вара йӑлана кӗнӗ «Шӑнкӑртам вулавӗсем» 9-мӗш ӑслӑлӑхпа ӗҫлев конференцийӗ пулӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех кунта ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлӗ. Патӑрьел районӗпе Тутар, Мордва Республикисенчи районсем малашне пӗрле хутшӑнса ӗҫлесси пирки килӗшӳ тума палӑртнӑ. Шӑнкӑртам вулавӗсем программине тӗп сапур мечетӗн 3D форматлӑ интерактивлӑ моделӗн презентацине кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех Бурнаш ячӗллӗ премине тивӗҫнисене чыслӗҫ.
Чӗмпӗрте пӗрремӗш хут регионсен хушшинчи «Яковлев вулавӗсем» иртрӗҫ. Ӑна облаҫри наципе культура автономийӗ йӗркелерӗ (председателӗ В.И. Сваев). Мероприятие Мускав, Чӑваш Ен, Самар Ен, Тутарстан хӑнисем килсе ҫитрӗҫ.
Малтанах пухӑннисем И.Я. Яковлев палӑкӗ умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ, митинг ирттерчӗҫ. Унтан Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче «Яковлев тата хальхи самана» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ пулчӗ. Л.П. Кураков профессор, академик (Мускав) И.Я. Яковлев гений пулни ҫинчен, ун ятне канонизаци тӑвас пирки каларӗ. Ҫаплах Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче И.Я. Яковлев премине туса хурас пирки асӑнчӗ. «Пирӗн хамӑр Вӗрентекенӗмӗре нихҫан та манмалла мар, ун Халалӗпе пурӑнмалла, ун ӗҫӗсене малалла тӑсмалла», — терӗ Лев Пантелеймонович. Тухса калаҫакансем хушшинче «Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. И.Я.Яковлев хваттер-музейӗн» директорӗ Н.Литвинова, Н.Краснов профессор (Шупашкар), облаҫри вӗрентӳ управленийӗн тӗп специалисчӗ Ф.Улендеева, ЧР вӗрентӳ министерствин тӗп специалисчӗ И.
Ҫуркунне студентсемшӗн юр васкаса ирӗлнипе, ҫутҫанталӑк чӗрӗлнипе, кайӑксем вӗҫсе килнипе кӑна мар, пурнӑҫламалли ӗҫсем йышланнипе те асра юлакан тапхӑр. Чӑн та, кунран кун ытларах хӗртекен хӗвелпе киленсе урамра уҫӑлса ҫӳрес вырӑнне студентӑн пӑчӑхса, тар тӑкса ӑслӑлӑх чулне кӑшлама тивет. Пӗр каҫра китай чӗлхине алла илме хӑнӑхнӑ халӑх, паллах, аптӑрамасть…
Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологийӗпе культура факультетӗн аудиторийӗсенчи ҫамрӑк йыш хӑйне ӑслӑлӑхра епле туптаннине кӑтартма тӑрӑшрӗ. Факультет студенчӗсемсӗр пуҫне студентсен 46-мӗш Пӗтӗм Раҫҫейри наука конференцине ытти регионсенчи аслӑ шкулсенчен те килсе ҫитнӗ: Хусанти патшалӑх университетӗнчен, Мари патшалӑх университетӗнчен, Удмурт патшалӑх университетӗнчен. Ҫавӑн пекех Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗллӗ педуниверситет, Н.В.Никольский ячӗллӗ педколледж вӗренекенӗсем те пулчӗҫ. Конференцие куҫӑн тата куҫӑн мар хутшӑннӑ хӑнасен шучӗ пӗтӗмпе 80 ҫын пулнине палӑртмалла.
Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн ҫӗрӗнче (Воробьёв урамӗ, 12-мӗш ҫурт) пӗрремӗш хут «Яковлев вулавӗсем» иртеҫҫӗ. Ҫак кун «И.Я.Яковлев тата хальхи самана» ятпа ӑслӑлӑхпа ӗҫлев конференцийӗ иртет. Ӑна Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ (пуҫлӑхӗ — В.И.Сваев) йӗркелет. Унта ӑсчахсем, обществӑлла хастарсем тӗрлӗ хуласенчен килеҫҫӗ: Шупашкартан, Хусантан, Ӗпхӳрен, Мускавран — 20 ытла хӑна. Пурӗ вара 100 ытла ҫын хутшӑнӗ.
Вӗсем малтан И.Я.Яковлев палӑкӗ умӗнче митинг ирттереҫҫӗ, кайран И.Я.Яковлев музейне, чӑваш чиркӗвне кӗрсе кураҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |