Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: лавккасем

Апат-ҫимӗҫ
ura-povara.ru сайтри сӑн
ura-povara.ru сайтри сӑн

«Коммерсантъ» пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре майонез тата ытти соус хакланма пултарать. Производительсем кун пирки суту-илӳ сечӗсене пӗлтернӗ.

Хаксене ака уйӑхӗнчех хӑпартма палӑртнӑ. Майонез тата соус 5-12 процент хакланӗ, вӑтамран – 10 процент. Мӗншӗн? Сӑлтавӗсене палӑртнӑ: ҫу, упаковка, бензин, тата ытти те хакӗсем пысӑкланаҫҫӗ.

Производительсем палӑртнӑ тӑрӑх, хака хӑпартни хӑйӗн хакне саплаштармасть, тӑкакран хӑтӑлма ҫеҫ пулӑшать. «Коммерсантъ» хыпарланӑ тӑрӑх, ахӑртнех, лавккасен кун пек условисемпе килӗшме тивӗ.

Сӑнанӑ тӑрӑх, лавккасенче майонезпа тӗрлӗ соус хакӗ хӑпарма пуҫланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/71029
 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫынна полици тытса чарнӑ. 36 ҫултискер унччен судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Хальхинче вӑл супермаркетсенчен 40 хутчен вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Иртнӗ тунтикун ҫак арҫын лавккаран эрех йӑтса тухма хӑтланнӑ. Шӑпах ун чухне ӑна сутуҫӑсем асӑрханӑ та. Анчах арҫын тарса ҫухалнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш полици уйрӑмӗн ӗҫченӗсем ӑна тытса чарнӑ. Ыйтса тӗпченӗ чухне акӑ мӗн ҫиеле тухнӑ: вӑл 40 лавккаран вӑрланӑ. Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти супермаретсенчен вӑл апат-ҫимӗҫ, хаклӑ йышши эрехсем йӑкӑртнӑ.

Арҫын тӗлӗшпе 19 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулинчи Кадыков урамӗнчи лавккасенчен пӗринче пӗр арҫын хӗрарӑмӑн телефонне вӑрланӑ. Хӗрарӑм лавккара ача пӳмипе пулнӑ. Ҫыхӑну хатӗрне вӑл унта хунӑ. Ача амӑшӗ тавар суйланӑ самантпа усӑ курса арҫын телефона вӑрласа тарнӑ.

Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех пулса иртнӗ. Вӑрланӑ самант видеона лекнӗ.

Пакунлисем вӑрра чылай вӑхӑт шыранӑ. Ҫав ҫын 44 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл унччен темиҫе хут та тӗрмере ларнӑ икккен. Кирпӗч шутласа тухнӑранпа вӑхӑт нумаях та иртмен — каллех усал ӗҫ тунӑ.

7 пине яхӑн тӑракан смартфона арҫын полицейскисене тавӑрса панӑ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Мускав облаҫӗнче пурӑнакан арҫын пӗлтӗр раштав уйӑхӗ вӗҫӗнче Шупашкара тусӗсем патне килнӗ. Хайхискер Иван Яковлев проспектӗнче вырнаҫнӑ суту-илӳ центрӗнче ҫӳренӗ чухне пӗр пушмака куҫ хывнӑ та ӑна тӑхӑнса тухса кайнӑ.

Ҫӗнӗ пушмак вырӑнне арҫын хӑйӗнне киввине лартса хӑварнӑ. Лавка ӗҫченӗсем кивӗскере икӗ эрнерен ҫеҫ асӑрханӑ. Вӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ.

Видеокамерӑсене пӑхса ҫак ӗҫе кам тунине палӑртнӑ. Тытса чарнӑ чухне арҫын вӑрланӑ пушмакпа пулнӑ. Халӗ вӑл унашкал ытти преступление тунипе туманнине тӗрӗслеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Иртнӗ шӑматкун, кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти лавккара «хӗрлӗ автан» ташланӑ. Пушар каҫхи 18 сехет тӗлӗнче тухнӑ

Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Коммунистсен урамӗнчи 34-мӗш ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче тухнӑ. Унта «Магнит Косметик» косметика лавкки вырнаҫнӑ.

Вут-ҫулӑма пула пӗр тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи стеллаж ҫинче тавар сиенленнӗ. Лавккара ӗҫлекенсем те, тавар туянакансем те шар курман. Пушара васкавлӑн сӳнтерме май килнӗ.

Кам чӗртсе янине специалистсем палӑртӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем кӗрӗк вӑрланӑ хӗрсене шыраҫҫӗ.

Пӑтӑрмах раштав уйӑхн 21-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Пикесен куҫӗ тӗлне лекнӗ, вӗсене килӗшнӗ тумтир искусствӑлла материалтан ҫӗленӗскер пулнӑ. Вӑл Ленинград урамӗнчи лавккасенчен пӗринче манекен ҫинче ҫакӑнса тӑнӑ.

Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, кӗрӗке фидеокамерӑна лекнӗ икӗ хӗр вӑрлама пултарнӑ. Вӗсене пӗлекен-паллакансене 8-953-010-92-70 е 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи лавккасенчен пӗринчен кофе тата вӑлча вӑрланӑ. Кукӑр алӑллине палӑртма видеокамера ӳкерсе илни пулӑшнӑ.

Паллӑ мар ҫын 14 банка вӑлча тата икӗ банка кофе йӑтса тухса кайнӑ. Вӑрӑ ӗҫӗпе вӑл раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗпе 13-мӗшӗсенче аппаланнӑ. Пурӗ 10 пин тенкӗ ытлалӑх ҫаратнӑ вӑл.

Лавккари пурлӑха куҫ хывни — унччен те судпа айӑпланнӑ 30 ҫулти этем. Арҫынна тепӗр лавккара тавар вӑрлама хӑтланнӑ чуннех тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ытти ҫӗрте те ҫавӑн пек пуҫтахланманнине тӗрӗслеҫҫӗ.

 

Республикӑра
chgtrk.ru сайтри сӑн
chgtrk.ru сайтри сӑн

Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Кӳкеҫри Первомайски урамӗнчи лавккаран Ҫӗнӗ ҫулхи 4 парне ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Ку кӑна мар, вӑл касса ещӗкне те йӑкӑртнӑ. Унта вара 5 пин тенкӗ пулнӑ.

Йӗрке хуралҫисем вӑрра часах тытса чарнӑ. Вӑл - Кӳкеҫре пурӑнакан 32 ҫулти арҫын. Унччен вӑл судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Халӗ вӑрланӑ япаласене каялла тавӑрса парас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.

Ҫак арҫынна тухса ҫӳреме юраманни пирки расписка ҫыртарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.

 

Сывлӑх

«Перекресток» суту-илӳ сечӗ лавккасенче кӑшӑлвирус тестне сутма пуҫланӑ иккен. Ҫав тестсем пирки мӗн шухӑшлани пирки паян Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ.

Республикӑн патшалӑхӑн пысӑк лабораторийӗсенчен пӗринче, Республикӑн ӳтпе венерологи диспансерӗнче, ҫӗнӗ кӑшӑлвируса хӑвӑрт палӑртма темиҫе тест-тытӑмпа усӑ кураҫҫӗ-мӗн.

Вӗсемпе ятарлӑ пӗлӳ илнӗ специалистсем ӗҫлеҫҫӗ.

SARS-CoV-2 антигена палӑртмалли реагентсен пуххине Корейӑри «СД Биосенсор Инк.» фирма кӑларать иккен, теприне –(COVID-19 Ag Respi-Strip палӑртмаллине) Бельгири Coris BioConcept компани.

Лавккари тестсене

Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви ӗнентернӗ тӑрӑх, тестсен пахалӑхне Росздравнадзор ҫеҫ тӗрӗслесе хаклама пултарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://xn--80adtqegosnyo.xn--p1ai
 

Пӑтӑрмахсем

Кӑшӑлвирус сарӑласран йышӑннӑ мерӑсене епле пӑхӑннине тӗрӗслеме Шупашкар хулинче кунсерен 18 ушкӑн тӗрӗслеве тухать. Ӗнер кӑна 54 вырӑна ҫитни пирки пӗлтереҫҫӗ, ҫав шутра ваккӑн суту-илӳ тӑвакан 44 точкӑра, 4 обществӑлла апаталну предприятийӗнче, 3 парикмахерскинче, йӑла пулӑшӑвӗ кӳрекен 3 предприятире пулнӑ.

Шупашкарти М. Горький урамӗнчи «Itech» сервис-центр, Калинин урамӗнчи «Продукты» лавкка, Калинин урамӗнчи «Мята Лаундж» кафе, 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 5-мӗш ҫуртри косметика тата килте кирлӗ тавар сутакан уйрӑмсем йӗркене пӑснӑ.

Общество транспортӗнчен маскӑсӑр анакан ҫынсене те тытса чарнӑ. Вӗсен тӗлӗшпе 4 акт тата 2 протокол ҫырнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 19

1936
89
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
68
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи