Ҫӗмӗрле хулинчен Чулхула облаҫне тӳррӗн ҫитме ҫитме Сӑр юханшывӗ урлӑ ҫулсеренех ҫул уҫаҫҫӗ. Ҫуллахи вӑхӑтра — понтон каҫӑ, хӗлле — пӑр ҫийӗн. Хӗллехи вӑхӑтра пӑр ҫийӗн ҫӳремелли ҫула раштавӑн 20-мӗшӗнче уҫнӑччӗ. Ӗнер вара ӑна хупма йышӑннӑ.
Чӑваш Енри ҫулсене тытса тӑракан «Чӑвашупрдор» предприятире пӗлтернӗ тӑрӑх, шыв шайӗ 0,5 метр хӑпарнӑ, пӑр ҫуркаланма пуҫланӑ. Ҫавӑнпа пӑр кӗпер урлӑ мшаинӑсене каҫарма чарнӑ.
Ҫӗмӗрле хулипе ЧУлхула облаҫӗнчи Нават ялне (выр. Наваты) ҫыхӑнтаракан понтон кӗперпе 5 тонна таран таякан машинӑсене ҫӳреттернӗччӗ. Ун урлӑ автобус та хутланӑ.
Пӑр кайса пӗтсен Сӑр урлӑ яланхиллех понтон кӗпер хывӗҫ. Вӑл ҫулларан тытӑнса кӗркуннеччен ӗҫлӗ. Хальлӗхе вара ҫӗмӗрлесен тавран ҫӳреме тивет.
Шупашкар ҫывӑхӗнчи ял-хулапа ҫыхӑнтаракан маршруткӑсенче пассажирсене шутран ытла лартаҫҫӗ. Ҫакна Шупашкарти Ленин район прокуратури нумаях пулмасть ирттернӗ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче палӑртнӑ.
Транспорта лартма юранинчен ытла ҫын илсе ҫӳрекеннисем —А.П. Салмин, О.П. Евсюков уйрӑм усламҫӑсем тата «Шупашкарти таксомотор паркӗ» акционерсен хупӑ обществи иккен.
Кӑлтӑк тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн надзор органӗ маларах асӑннӑ ҫав усламҫӑсен тата Хулари таксомотор паркӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав хутсене ятарлӑ орган пӑхса тухса явап тыттарӗ. Юлашкинчен асӑннӑ таксомотор паркӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе вара прокуратура кӑлтӑка пӗтерме хушса хут та ҫырнӑ.
Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗ машина туянасшӑн. Унти тӳре-шара куҫ хывнӑ автомобиль мӗнле маркӑллӑ пуласси те паллӑ. «Kia Sorento» текеннине кӑмӑллаҫҫӗ вӗсем. Ӑна валли вӗсем хыснаран 1,8 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр.
Тулли приводлӑ кроссовер туянасси пирки хыпарланинче илес машинӑн пуҫламӑш хакне ҫеҫ, 1,796 млн тенкӗ тесе кӑтартнӑ. Тата... калӑпӑшне. Вӑл 4685x1885x1735 мм калӑпӑшлӑ пулмалла-мӗн. Пӗлтерӳпе паллашнӑ «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал журналисчӗсем ку машина «Kia Sorento» тесе тӗшмӗртнӗ.
Машинӑна район хысни шучӗпе илӗҫ. Аукцион пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртмелле. Ӑна сутаканнипе тепӗр вунӑ кунтан контракт ҫырса алӑ пусӗҫ. Автомобиль района 30 кунта ҫитмелле. Унӑн пӗр ванмасӑр икӗ ҫул ӗҫлемелле.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта автошкул машини пӑтӑрмаха лекнӗ. Руль умӗнче стажер ларса пынӑ, автошкулӑн инструкторӗ — пассажир ларкӑчӗ ҫинче.
Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ «ВАЗ-2107» автомобиль хуҫи Сӗнтӗрвӑрринчи автошкулсенчен пӗри иккен.
Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, курсанта машинӑпа ҫӳреме хӑнӑхтаракан инструктор тата хайхин стажерӗ Ҫӗнӗ Шупашкар урамӗпе пынӑ. Светофор вырнаҫтарман, анчах ҫынсене каҫма ирӗк пур тӗлтен шкул ачи каҫнӑ. Пулас водитель 11 ҫулти хӗрачана асӑрхаман-ши е транспорта чарса ӗлкӗреймен-ши — ачана ҫапса кайнӑ. Инкек кӑнтӑрла иртни 2 сехет ҫурӑ тӗлӗнче пулнӑ.
Урине ыраттарнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах сӑлтавне халӗ тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш Енре осетин ҫынни нумаях пулмасть инкеке лекнӗ. Йывӑр тиевлӗ фурӑпа пыраканскерӗн машини ҫул айккине тӳнсе кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Пысӑк фура ҫул айккинче темиҫе кун выртнине пӗлтерсе ӑна пулӑшма ыйтса халӑх тетелӗсенчен пӗринче ҫыракан та тупӑннӑ. Нушана лекнӗ водителе нумаях пулмасть туртса кӑларнӑ.
Савӑннӑ водитель комментарине Чӑваш Енри ҫул-йӗр инспекторӗсен Чӑваш Енри управленийӗ Инстаграмра вырнаҫтарнӑ. «Эпӗ ҫул хӗрринче инкеке лекрӗ. Шӑнкӑртам ачисене, ҫак районсене чунтан тав тӑватӑп. Йӗркеллӗ осетинсен ячӗпе тав тӑватӑп. Сире аллах пулӑшса пытӑр», — тенӗ вӑл.
Йывӑр тивелӗ машинӑна ятарлӑ транспортпа туртса кӑларнӑ.
Ҫак хыпара сӳтсе явма хутшӑннисенчен пӗри хайхи осетина чӑвашсем мар, тутарсем пулӑшнӑ тесе ҫырса хунӑ.
Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарти муниципалитет пӗлтерӗшлӗ ҫулсем ҫинче пысӑк тиев турттаракан транспортсене ҫӳреме чарӗҫ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем ҫак кунсенче йышӑну хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав документра палӑртнӑ тӑрӑх, йывӑр тиев турттаракан автотранспорта хулана кӗме кӑҫал пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче чарӗҫ. Хула тӳри-шари кунашкал йышӑнӑва ҫуркуннесерен тӑвать, ҫапла майпа вӗсем ҫакӑ автомобиль ҫулӗсене ейӳ сарӑлнӑ вӑхӑтра хытӑ арканасран упрама пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Палӑртса хӑвармалла, пӗлтӗр хулана кун йышши машинӑсене пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче кӗме чарнӑччӗ, ҫак тапхӑр ун чухне ака уйӑхӗн 27-мӗшӗччен тӑсӑлнӑччӗ.
Ӗнер кӑнтӑрла хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхра сивӗ ҫанталӑк хуҫаланма пуҫларӗ. Ҫавна май Чӑваш Енӗн ҫул-йӗр службисем водительсене руль умӗнче асӑрхануллӑ пулма чӗнсе калаҫҫӗ.
Асӑннӑ тытӑмра ӗҫлекенсем ҫул-йӗр ҫинчи тӑрӑм ӑна епле тасатса тӑнипе пӗрлех транспорт хуҫисем хӑйсене мӗнле тытнинчен те килнине палӑртаҫҫӗ. Асӑрханса ҫӳресен, ҫул-йӗр правилине пӑхӑнсан инкек те пулмӗ.
Ҫанталӑк пирки сӑмах май каласан, кӑрлачӑн 21-22-мӗшӗсенче хӑрушсӑрлӑхӑн «сарӑ» шайӗ тесе йышӑннӑ: ҫанталӑк хӑвӑрт сивӗтсе янӑ май сывлӑшӑн талӑкри вӑтам температури 5 градусран ытла чакнӑ.
Ҫакна та шута илмелле. Ҫул-йӗре тытса тӑрассипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе «Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн тӗп диспетчерскине (8352) 54-05-00, 8-917-679-23-16 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравламалла.
32 ҫулти водитель паян Ҫӗрпӳ районӗнчи Тапанар ялӗ патӗнче пӗр хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ. Лешӗ те тӗрӗссипе ятарлӑ вырӑнта каҫман-ха. Водитель тыткаларӑшӗ те питех тӗлӗнтерет.
Пӑтӑрмах паян ирхи 7 сехет те 20 минут тӗлӗнче пулнӑ. «Рено Логан» автомобиль рульне тытса пыракан 32-ри арҫын Шупашкартан Ҫӗрпӗве кайнӑ чух ҫын ҫине пырса кӗнӗ. Шар курни ҫавӑнтах вилнӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель хӗрарӑма ҫул айккине сӗтерсе кайнӑ. Ӑна вӑл юрпа хупласа хӑварма хӑтланнӑ. Кайран вырӑнтан кайса ҫухалнӑ.
Инкеке лекнӗ (ҫаплах каламалла ӗнтӗ. Асӑрханусӑрлӑха пула хӑй те хуйха ӳкнине тавҫӑрма йывӑр мар) водитель хӑтланкаларӑшне куракансем пулнӑ. Кӗҫех водителе ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ.
Вӑрнар районӗнчи пӗр ялта пуранакан 49 ҫулти арҫынна 14-ри хӗрачана таптаса кайнӑшӑн судпа айӑпланӑ. Аса илтерер, пӑтӑрмах пӗлтӗрхи кӗркунне пулса иртнӗ. Ӳсӗр этем ачана машинӑпа лартса каяс тенӗ. Лешӗ хирӗҫлесе ҫул айккине пӑрӑннӑ. Тарӑхнӑ водитель кювета пӑрӑнса хӗрача ҫине пырса кӗнӗ. Ҫапла майпа ачан ҫурӑм шӑмми аманнӑ, ӑна пульницӑна вырттарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ачана халӗ те тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ.
Пуҫтахланнӑ этеме пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха хупмалла тунӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха. Кунсӑр пуҫне ӑна ӳсӗрле руль умне ларнӑшӑн та явап тыттарнӑ. Унӑн правине 1,5 ҫуллӑха туртса илнипе пӗрлех 30 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн мӑшӑрӗ шурӑ, тулли приводлӑ кроссоверпа ҫӳреме пуҫлӗ.
Михаил Игнатьев мӑшӑрӗ валли иномарка кредитпа туянасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ . Хусанти KazanFirst кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, автосалона маларах Элтепеи амӑшӑрӗпе тата ывӑлӗпе кайнӑ. Ӗнер вара машинӑна туяннӑ.
Официаллӑ декларацие ӗненсен, Игнатьевсен 2006 ҫулта кӑларнӑ «Mercedes-Benz B170» (B-класс) ҫеҫ пулнӑ.
Сӑмах май, официаллӑ деклараци тӑрӑх хакласан, 2017 ҫулта Михаил Игнатьев 3 миллион та 889 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, унӑн ытти тупӑшӗ (кунта вклад, дивиденд тата ытти кӗрет) 1 миллион та 66 пин тенкӗпе танлашнӑ. Элтепер мӑшӑрӗ ун чухне 696 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, урӑх тупӑшӗ 5 пине яхӑн пухӑннӑ. Ҫемьен пӗлтӗрхи тупӑшӗ каярах паллӑ пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |