«Звениговский» СПК председательне Иван Казанкова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫурлан 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Кӑҫал Республика кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта предприятин филиалӗ уҫӑлнӑ. Унта аш-какай тирпейлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех унта булка таврашӗ, кондитер ҫимӗҫӗсем туса кӑларакан цех хута ярасшӑн.
Иван Казанков - 81 ҫулта. Вӑл Тутарстанри Элкей районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче ҫуралнӑ.
Чӑвашсем спорт туризмӗ енӗпе тӗнчере палӑрнӑ.
Минск хулинче Спорт туризмӗн тӗнчери чемпионачӗн пӗтӗмлетӳллӗ тапхӑрӗ иртнӗ. Чӑвашсем унта хутшӑнса кӗмӗл тата бронза медальсене тивӗҫнӗ.
Тӳресем спортсменсен маршрутне хакланӑ май кӑткӑслӑха, хӑрушсӑрлӑха, ҫӗнӗлӗхе тата ытти нумай ене шута илнӗ.
Кӗмӗл медале чӑваш спорстменӗсем кӑткӑслӑх енчен пиллӗкмӗш категорие кӗрекен ту маршручӗпе ҫӗнсе илнӗ. Ҫав ҫул Тӗп Кавказ тӑвӗсенчен пуҫласа Караугом, Дигори тата Суган районӗсем патӗнчен иртнӗ.
Кӑткӑслӑх енчен улттӑмӗш категорие кӗрекен маршрутшӑн пирӗннисене бронза медаль панӑ. Асӑннӑ маршрут Кӑркӑстанри Тянь-Шань тӑвӗнчен пуҫӑннӑ.
Чӑваш Ен пики Виктория Максимова Раҫҫейӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен чемпионатӗнче ылтӑн медале тивӗҫрӗ. 200 метра чупассипе паян ӑмӑртрӗҫ. 18 ҫулти хӗр – В. Егорова ячӗллӗ 1-мӗш Олимп резервӗн спорт шкулӗн спортсменки.
Нарӑс уйӑхӗнче вӑл Раҫҫей шайӗнчи ӑмартура 200 метра чупассипе Чӑваш Ен рекордне ҫӗнетнӗччӗ. Ун чухне вӑл 200 метра 23,73 ҫеккунт чупнӑ. Асӑннӑ инҫӗше вӑл паян 23,13 ҫеккунтра чупса тухрӗ.
Пӑрачкав районӗнчи Напольное салинчи Николай Васильевичпа Екатерина Николаевна Куманейкинсем 70 ытла ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсене "Юратупа шанчӑклӑхшӑн" медальпе чысланӑ.
Мӑшӑр 4 ачана ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ вӗсем мӑнукӗсемпе, вӗсен ачисемпе киленсе пурӑнаҫҫӗ.
Сӑмах май, Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче 25 ҫул ытла пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене ҫак медальпе чысланӑ.
Спортсменсене чыслама медальсем кирлӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Спорт министерстви. Ҫавна май ведомство 11940 медаль туянмашкӑн аукцион ирттерет.
Малтанхи хак – 988393 тенкӗ. Пӗр медаль хакӗ 82,78 тенке кайса ларӗ. Аукциона ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗпе килӗшӳ алӑ пуссан медальсене 30 ӗҫ кунӗнче илсе ҫитермелле.
Сӑмах май, 2018 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Спорт министерстви 10 пин медаль туяннӑ. Ун чухне аукционра палӑртнӑ малтахи хака, 726 пин те 300 тенке, 322 пин те 949 тенкӗ таран антарма пултарнӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ 88-мӗш сезона «Уйӑпсем те шӑнса хытрӗҫ» спектакльпе хупнӑ.
Спектакль умӗн Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн ертӳҫи Сергей Павлов пӗрлешӗвӗн чи пысӑк наградипе — медальпе — чысланӑ.
«Чӑваш Енӗн театр ӳнерне аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» медальпе тата асӑнмалӑх парнепе Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсене Валентина Суриковӑна, Лидия Назаровӑна тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткине Раиса Поляковӑна чысланӑ.
Союз йышне кӗнӗ ҫамрӑк артистсене: Дмитрий Михайлова тата Надежда Полячихина-Сергеевӑна — пӗрлешӗвӗн пайташӗ пулнине ӗнентерекен удостоверенисем панӑ.
ҪӖР | 16 |
Чӑваш Енри 13 ҫынна Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ медальпе чысланӑ. Вӗсенчен 9-шӗ окоп чавнӑ, 4-шӗ ҫак ӗҫ паттӑрлӑхне упраса хӑварас ӗҫе тӳпе хывнӑ.
Медале информполитика министрӗ пулнӑ Валентина Андреева /халӗ «Регнум» информагентство шеф-редакторӗ/, Раҫҫей историкӗ Модест Колеров /«Регнум» тӗп редакторӗ/, Василий Цыфаркин /Вӑрмар/, Иван Криков /Вӑрмар районӗ, Энӗшпуҫ/ тивӗҫнӗ.
Иван Криков Энӗшпуҫри ҫар мухтавӗн музейне ертсе пырать, Василий Цыфаркин Вӑрмарти историпе таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи шутланать.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинӑн ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 293-мӗш Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫейри мӑсӑльмансен тӗн управленийӗн, Мускаври мӑсӑльмансен тӗн управленийӗн тӗп, Чӑваш Енри организацийӗсен муфтийӗ Альбир Рифкатович Крганов «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медальне тивӗҫнӗ.
Кун пек майпа ӑна халӑхсем хушшинчи йӑла тата культура йӑли-йӗркине, халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетметӳпе хывнӑшӑн хаклас тенӗ.
Тутарстанри Аксу районӗнчи Беловкӑра Владимир Левуков чӑваш хастарне чысланӑ.
Владимир Левуков Тутарстанри Тимушкелӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫуралса ӳснӗ, халӗ Тольяттире пурӑнать. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗпе, «Чӑваш автономи облаҫне 100 ҫул» медаль парса чысланӑ.
Тутарстанри «Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак миссине Чӑваш Республикин профессионаллӑ ҫыравҫисен союзӗн ертӳҫи Лидия Филиппова пурнӑҫланӑ. Асӑннӑ МИХра палӑртнӑ тӑрӑх, «Владимир Левуков чӑннипе те ҫак хисепе тивӗҫ. Вӑл нумай кӗнеке авторӗ, сӑвӑҫ тата общество деятелӗ. Самар облаҫӗнче чӑвашлӑха аталантарма пулӑшать».
Мускаври Пысӑк театрта Светлана Потёмкинан «Надежда Павлова: большое интервью с балериной» кӗнекине хӑтланӑ. Балерина ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 65 ҫул тултарнӑ.
Мероприятие Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова хутшӑннӑ. Чӑваш министрӗ Мускава пушӑ алӑпа кайман. Вӑл ҫӗршывӗпе паллӑ балеринӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ медальпе чысланӑ.
Надежда Павлова – ХХ ӗмӗрти паллӑ балерина, вӑл тӗнчери паллӑ сценӑсем ҫинче ташланӑ, СССР халӑх артистки ята вӑл 28 ҫул каяллах тивӗҫнӗ.
Светлана Потёмкинан кӗнеки интервьюран тата сайра тӗл пулакан документсенчен тӑрать. Кӑларӑма 1000 экземплярпа пичетлесе кларнӑ. Светланой Потёмкина Чӑваш кӗнеке издательствипе балерина ҫинчен кӗнеке-альбом кӑларасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |