Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев ӗҫрен кайнӑ. Ку хыпара асӑннӑ муниципалитет сайтӗнче хыпарланӑ. Пуҫлӑх район ҫыннисене чӗнсе каланине утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.
«Эпӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама пӑрахма йышӑнтӑм. Ҫавӑн пирки Депутатсен пухӑвӗн ӗнерхи черетсӗр ларӑвӗнче пӗлтертӗм, ман йышӑнӑвӑма ырлама ыйтрӑм», – тесе ҫырнӑ вӑл.
Андрей Васильев депутатсен командипе, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе Юрий Зоринпа килӗштерсе ӗҫлеме май килнине палӑртнӑ. Район пуҫлӑхӗнче 3,5 ҫул ытларах ӗҫленӗ вӑхӑтра тӑван тӑрӑхшӑн нумай тума ӗлкӗрнишӗн мӑнаҫланнине пӗлтернӗ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне хутшӑнма кӑмӑл тунӑ кандидатсенчен документсене юлашки кун йышӑннӑ. Политика партийӗсем сӗннипе суйлава хутшӑнакансенчен тӑваттӑшӗ те Тӗп суйлав комиссине документсене тӑратнӑ.
Аса илтерер: ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тата Сергей Матвеев («Раҫҫей патриочӗсем») хӑйсемшӗн сасӑ пухса документсене Чӑваш Ен Тӗп суйлав комиссине тӑратнӑ. Унсӑр пуҫне Николай Степанов («Пенсионерсен социаллӑ тӗрӗслӗхӗшӗн партийӗ»), Александр Андреев (Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗ) тата Константин Степанов (либерал-демократсен партийӗ) кирлӗ чухлӗ сасӑ пухайнӑ.
Ҫапла вара суйлава хӑй тӗллӗн хутшӑнас тенӗ мӗнпур кандидат тенӗ пекех кирлӗ чухлӗ сасӑ пухайман. Юрий Шакеев сасӑ пухма хӑтланнӑ, анчах документсене Тӗп суйлав комиссине тӑратман. Ыттисем муниципалитет «али» витӗр тухма тӑрӑшман та. Николай Коклейкин темиҫе ял тӑрӑхне ҫитнине ӗнентернӗ-ха. Андрей Ильдеменов та ҫине тӑман курӑнать. Юрий Сидоров хӑйӗн заявленине каялла илнӗ. Роман Васильев, Максим Чепель тата Петр Петрянкин сасӑ пухма та тӑрӑшман теҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне хутшӑнас тесе 12 ҫын документсем панӑ. Паня пӗри вӗсене каялла илнӗ. Вӑл – Юрий Сидоров.
«Регнум» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, документсем тӑратнӑ кандидатсен хушшинче судпа айӑпланнӑ ҫынсем те пур. Роман Васильев ҫын сывлӑхне асӑрханмасӑр йывӑр сиенн кӳнӗшӗн айӑпланнӑ, айӑпне 2010 ҫулта каҫарттарнӑ.
Палӑртмалла: паян суйлава хутшӑнма кӑмӑл тунӑ кандидатсенчен документсене юлашки кун йышӑннӑ.
Чӑваш Ен Правительствинче паян кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Иван Моторин яваплӑ ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн пуканӗ пушаннӑччӗ. Министр тилехпине вӑхӑтлӑха Инна Антоновӑна тыттарнӑччӗ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Дмитрий Краснова шаннӑ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнченпе вӑл Чӑваш Ен аталанӑвӗн корпорацийӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫланӑ.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗнче Элтепер суйлавне хутшӑнас ӗмӗтлӗ икӗ кандидата регистрациленӗ.
Ҫынсем тата депутатсем хӑйшӗн алӑ пуснисене, суйлава хутшӑнма кирлӗ ытти документа чи малтан Олег Николаев илсе пынӑ. Вӑл — Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ. Уншӑн Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем ҫеҫ мар, районсенчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем те, ахаль ҫынсем те алӑ пуснӑ. Патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗ урлӑ та сасӑ паракансем йышлӑ пулнӑ. Олег Николаев пурне те тав тунӑ.
«Раҫҫей патриочӗсем» партин кандидачӗ Сергей Матвеев та паян кирлӗ документсене Тӗп суйлав комиссине илсе ҫитернӗ.
Чӑваш Енри тата тепӗр районта пуҫлӑх шыраҫҫӗ. Паян, утӑ уйӑхӗн, республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республика шайӗнче конкурс комиссийӗ йӗркелесси ҫинчен хушу кӑларнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнче Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта депутатсем муниципалитетӑн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Андрей Васильевӑн заявленине пӑхса тухнӑ. Вӑл пуҫлӑх пуканне хӑйӗн кӑмӑлӗпе пушатма йышӑннӑ. Депутатсем заявление пӑхса тухса ырланӑ.
Тилхепене урӑх ҫынна тыттариччен тивӗҫе район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ – йӗркелӳпе тӗрӗслев тата кадр ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Николай Павлов пурнӑҫлӗ. Ҫапла йышӑннӑ депутатсем.
Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ Николай Федоров 2015 ҫултанпа РФ Федераци Канашӗнче председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшать. Халӗ ун пирки «Новости» РИА ӗҫрен каять тесе хыпарланӑ. Николай Федоров МИХа ку хыпара ҫирӗплетсе каламан-мӗн-ха. Информагентствӑна Федераци Канашӗнчи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ имӗш.
Федераци Канашӗнчи Чӑваш Ен сенаторӗ Николай Федоров тата Тутарстан сенаторӗ Олег Морозов асӑннӑ органти ӗҫ вырӑнӗсене авӑн уйӑхӗнче пӑрахмалла. Морозов ку хыпара тунман.
Николай Федоров 1990–1993 ҫулсенче РФ юстици министрӗ, 1994-2010 ҫулсенче Чӑваш Ен Элтеперӗ, 2012–2015 ҫулсенче РФ ял хуҫалӑх министрӗ пулса тӑрӑшрӗ. Николай Федорова РФ Президенчӗн канашҫи пулма та шаннӑ.
Чӑваш Ен экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама министрӑн пӗрремӗш ҫумне Инна Антоновӑна шаннӑ.
Хушӑва республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑнтах кӑсӑклӑ тепӗр документ та пур.
Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумне – экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрне Иван Моторина ӗҫрен кӑларасси ҫинчен хушу тухнӑ. Ӑна республика ертӳҫи Олег Николаев паян, утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Иван Моторинпа ҫыхӑннӑ йышӑнӑвӑн сӑлтавне хушура ӑнлантарса тӑман.
Чӑваш Ен Элтеперӗ пулас ӗмӗтпе тата тепӗр икӗ ҫын ҫунатланать. Паян, утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, республикӑн Тӗп суйлав комиссине хӑйсен кандидатурисене Максим Чепель тата Петр Петрянкин тӑратнӑ.
Максим Чепель усламҫӑ тата блогер ятарлӑ сайт йӗркеленӗ. Унта вӑл хӑй 50 ытла ҫӗршывра пулни ҫинчен пӗлтернӗ, ҫынсене ҫулталӑкра пӗр хутран кая мар ҫул ҫӳреве тухма сӗннӗ. Тӗп суйлав комиссине пӗрремӗш хут пырсан блогера хуралҫӑсем кӗртмен, мӗншӗн тесен вӑл кӗске йӗмпе пулнӑ.
Петр Петрянкина вара пӗрре пырсах ӑннӑ. «Чувашинформ.рф» пӗлтернӗ тӑрӑх, Петрянкин ниҫта та ӗҫлемест. Rusprofile.ru сайта тишкерсен Петр Витальевич Петрянкин ятлӑ ҫын пилӗк организаци учредителӗ тата виҫӗ предприяти пуҫлӑхӗ пулни курӑнать, анчах вӗсем халӗ пурте те хупӑннӑ.
Ӗнер Ҫӗрпӳ хулинчи П. Иванов урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра Олег Николаевӑн халӑх штабӗ уҫӑлнӑ. Ку хыпара Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер Фейсбукра пӗлтернӗ.
Аса илтерер: кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗ иртӗ. Республика ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев суйлава хутшӑнма хӑйӗн докуменчӗсене Чӑваш Ен Тӗп суйлав комиссине чи малтан тӑратрӗ. Унтан тата тепӗр тӑхӑр кандидат суйлава хутшӑнма кӑмӑл турӗ. Вӗсем те суйлав умӗнхи мероприятисене пуҫӑнчӗҫ: хӑйсен кадидатуришӗн сасӑ пухаҫҫӗ, хӑйсен партийӗсен районсенчи уйрӑмӗсен пайташӗсемпе тата Депутатсен пухӑвӗсен депутачӗсемпе тӗлпулусем ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |