Паян Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхне те палӑртнӑ. Хула пухӑвӗн депутачӗсем ку должноҫе Максим Семенова суйланӑ. Вӑлах унччен вӑхӑтлӑха хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Унта вӑл паянхи кунччен ӗҫленӗ.
Максим Львович унччен,Пулатов хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ларнӑ чухне, унӑн ҫумӗ пулнӑ.
Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем Шупашкар хулин пуҫлӑхне суйланӑ. Икӗ кандидат пулнӑ: унччен хула администрацийӗн ертӳҫи пулнӑ Денис Спирин тата хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн ертӳҫи Алексей Лукшин. Депутатсем Спириншӑн 32 сасӑ панӑ, хирӗҫ виҫҫӗн сасӑланӑ. Хирӗҫҫисем - ЛДПР партирен.
Ҫапла Денис Спирин пиллӗк ҫуллӑха Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ пулӗ.
Сасӑлава пӗтӗмлетсен вӑл присяга тытса должноҫе йышӑннӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне хӑҫан суйлӗҫ? Аса илтерер: депутатсем тӑватӑ кандидатран иккӗшне – Денис Спирина тата Алексей Лукшина – суйланӑ ӗнтӗ. Вӗсенчен хӑшӗ пуҫлӑх пуканне йышӑнӗ? Суйлава раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗ ҫине куҫарнӑ. Сасӑлавӑн вара раштавӑн 19-мӗшӗнчех пулмалла пулнӑ.
Лару 14 сехетре пуҫланӗ. Унта депутатсем пӗр ыйтӑва кӑна пӑхса тухӗҫ: Шупашкар пуҫлӑхне суйлассине.
Палӑртса хӑварар: конкурса тӑватӑ ҫын хутшӑннӑ.
Паян Шупашкар хулин пуҫлӑхне суйлас ыйтупа конкурс комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Кандидатсем тӑваттӑн пулнӑ: хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Денис Спирин, Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн ертӳҫи Алексей Лукшин, Шупашкаор хулин ҫурт-йӗр фончӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков, «ЭДО» тулли мар яваплӑ общество директорӗн ҫумӗ Николай Голубцов.
Ларура икӗ кандидата суйланӑ: Алексей Лукшин тата Денис Спирин. Ыран Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем уҫӑ сасӑлавра икӗ кандидатран пӗрне суйлӗҫ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тӳрӗ эфир ирттерессине пӗлтернӗччӗ. Ӗнер Олег Алексеевич ӑна урӑх куна куҫарассине каланӑ. Тӳрӗ эфир раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулӗ.
Ӑна «Раҫҫей 24» телеканалпа, «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Чӑваш Республики» ушкӑнра итлеме пулать. Эфир 17 сехет ҫурӑра пуҫланӗ.
Аса илтерер: ыйтусене Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ е халӑх тетелӗнче пост айне ҫырса яма пулать. Тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче телефон та ӗҫлӗ.
Канашра хула пуҫлӑхне суйланӑ. Ку пукана Виталий Михайлов йышӑннӑ. Вӑл ку тивӗҫӗ ӗнертенпе, раштавӑн 12-мӗшӗнченпе, пурнӑҫлать.
Виталий Михайлов – 47 ҫулта. Вӑл 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе Канаш хулин администрацине ертсе пынӑ.
Сӑмах май, кӗҫех Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗсене суйлӗҫ. Шупашкарта конкурс – раштавӑн 18-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта раштавӑн 26-мӗшӗнче иртӗ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев каллех «тӳрӗ лини» ирттерессине пӗлтернӗ. Хальхинче вӑл Ҫӗнӗ ҫул умӗн, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, иртӗ, 17 сехет ҫурӑра пуҫланӗ.
Эфира «Контактра» халӑх тетелӗнчи Олег Николаевӑн страницинче, «Чӑваш Республики» сообществӑра курма май пулӗ. Ыйтусене маларах Элтеперӗн телеграм-каналне яма, Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ регистрацилеме май пур. «Тӳрӗ эфир» вӑхӑтӗнче телефон ӗҫлӗ: 8 (8352) 565-100.
Олег Алексеевич «тӳрӗ линире» ҫулталӑка пӗтӗмлетме, ҫивӗч ыйтусене, республика аталанӑвӗн планне сӳтсе явма шантарнӑ.
ЧР цифра министрӗн халӗ икӗ ҫумӗ те пур. Пушаннӑ вакансие Алина Федорова йышӑннӑ. Вӑл МИХсемпе ӗҫлӗ.
Вӑл унччен «Чӑваш Ен» ПТРКра ӗҫленӗ, Наци телерадиокомпанийӗ уҫӑлсан унта куҫнӑ. Пӗр хушӑ Нефтеюганскри телекурава ертсе пынӑ. Темиҫе ҫул каялла вара Чӑваш Ене таврӑннӑ та Наци телерадиокомпанийӗн директорӗн ҫумӗ пулнӑ. Юлашкинчен К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче тӗп администраторта ӗҫленӗ.
Аса илтерер: цифра министрӗн ҫумӗ пулнӑ Анна Иванова ӗҫрен чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче кайнӑ. Халӗ Михаил Степанов министрӑн икӗ ҫум: Екатерина Грабко тата Алина Федорова.
ЧР транспорт министрӗн ҫумне Максим Петрова ӗнер ӗҫрен кӑларни пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ вара вӑл урӑх должноҫе йышӑннӑ. Максим Петров – транспорт министрӗ.
Вӑл транспорт министрӗ пулнӑ Владимир Осипов ӗҫрен кайсан унӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Унччен вӑл унӑн ҫумӗ пулнӑ.
Максим Петров 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗччен автомобиль ҫулӗсен аталанӑвӗн пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Министр ҫумӗнче 3 ҫул ӗҫленӗ.
Шӑмӑршӑ муниципалитет округӗнче ҫӗнӗ пуҫлӑха суйланӑ. Вӑл – 50 ҫулти Сергей Галкин. Сергей Авенирович унччен район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, территорисене хӑтлӑх кӗртес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Конкурса виҫӗ кандидат хутшаннӑ: Сергей Галкин, Юрий Ильин тата Вячеслав Яковлев. Конкурс хыҫҫӑн Вячеслав Яковлев хӑйӗн кандидатурине илнӗ. Депутатсем икӗ ҫынран пӗрне суйланӑ. Уҫӑ сасӑлавра 16 депутатран 15-шӗ (пӗри сасӑлама тӑхтаса тӑнӑ) Сергей Галкина суйланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.09.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ вилнӗ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш патшалӑх издательствине йӗркеленӗ. | ||
| Одюков Иван Ильич, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |