Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: полици

Хулара
big-rostov.ru сайтри сӑн
big-rostov.ru сайтри сӑн

Шупашкар хӗрарӑмӗ пухнӑ укҫине ултавҫӑсене тыттарса янӑ. Вӑл полицие пырса кун пирки пӗлтернӗ.

Ун патне ирхине палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл йӗрке хуралҫи-мӗн. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм экстремистла организацие укҫа куҫарнӑ, ҫавна май пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакна ултавҫӑсем хӑтланнӑ-имӗш. Вӗсен хура ӗҫне чарса лартма хайхи «йӗрке хуралҫи» укҫа-тенке хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Хӗрарӑм 1 миллион та 667 пин тенкӗ куҫарнӑ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер 14 сехет ҫурӑра Шупашкарти Пирогов урамӗнче пурӑнакан арҫын полицие шӑнкӑравласа унӑн кӳрши балконран пӑшалтан пени пирки пӗлтернӗ. Вырӑна полици ӗҫченӗсем, Росгварди ҫыннисем ҫийӗнчех ҫитнӗ, ҫурта хупӑрласа илнӗ.

Хайхи пӑшалтан перекен арҫын хваттер алӑкне хайех уҫнӑ. Вӑл, 60 ҫултискер, ӳсӗр пулнӑ. Пӑшал йӗркеллӗ регистрациленӗскерех пулнӑ.

Юрать, иртен-ҫӳрен шар курман.

 

Республикӑра
ШӖМ архивӗнчи сӑн
ШӖМ архивӗнчи сӑн

Вӑрнарта пурӑнакан 67 ҫулти арҫын вырӑнти пасарта 5 пин тенкӗлӗх шӳтлӗ укҫа тупнӑ та ҫав вӑхӑтрах унпа лавккана кайма шатланӑ.

Арҫын лавккара 8 килограмм какай туяннӑ. 58 ҫулти сутуҫӑ укҫа суя шӳтлӗ пулнине асӑрхаман та - каялла 2700 тенкӗ панӑ. Укҫа суя пулнине вӑл каярахпа кӑна асӑрханӑ, тӳрех полицие пӗлтернӗ.

Арҫынна кӗҫех тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра
smartik.ru сайтри сӑн
smartik.ru сайтри сӑн

Етӗрне районӗнчи 40 ҫулти арҫын патне харӑсах темиҫе палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та унӑн счечӗ ҫинчи укҫа Украинӑна пулӑшма кайни пирки пӗлтернӗ. Хӑйсемпе йӗрке хуралӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ.

Хайхи палламан ҫынсем укҫана кам куҫарнине палӑрма шантарнӑ. Анчах кун валли кредит илмелле те хайхискерсем кӑтартнӑ счет ҫине куҫармалла-мӗн.

Арҫын Етӗрнере кредит илнӗ. Анчах ку ҫитмен. Вара вӑл Шупашкара кайса кредит илнӗ. Ҫапла вӑл ултавҫӑсене 1 миллион та 300 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

Кун хыҫҫӑн тин вӑл арӑмне каласа кӑтартнӑ. Мӑшӑрӗ ултавҫӑсем пулнине ӑнланса ӑна полицие кайса заявлени ҫырма хушнӑ.

Арҫын полицире ӑнлантарнӑ тӑрӑх, палламан ҫынсем ӑна вӑйлах хӑратнӑ:кун пирки ҫынна каласан ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарӗҫ, тытса чарма спецназсем килӗҫ-мӗн.

Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче пурӑнакан ватӑ арҫыннӑн тӑванӗсем ҫывӑхра ҫук. Ӑна соцӗҫчен пӑхса пурӑнать. Ҫак кунсенче 70-ти старик ҫухалнӑ.

Ӑна тӳрех шырама пуҫланӑ. Ку ӗҫе полицин аслӑ капитанӗ Евгений Дубов тата полицин аслӑ лейтенанчӗ Михаил Григорьев хутшӑннӑ. Ватӑ арҫын илтменни, ӑс-тӑн енчен арпашӑнни ӗҫе тата кӑткӑслатнӑ.

Юрать-ха, часах шыраса тупнӑ. Пӗве патӗнче ҫын мӗлкине асӑрхасан унта васканӑ. Ватӑскер шӑнса кӳтнӗ, вӑйран кайнӑ. Ҫапах тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман ӑна.

 

Хулара
aartyk.ru сайтри сӑн
aartyk.ru сайтри сӑн

Ӗнер Шупашарта пурӑнакан 58 ҫулти арҫын полицие пырса хӑйне улталани пирки каласа кӑтартнӑ. Темиҫе кун каялла ун патне пиччӗшӗ шӑнкӑравланӑ. Чӑннипе вара вӑл пачах ют ҫын пулнӑ. Хайхискер кӑшӑлвирусран сипленпе укҫа ыйтнӑ. Ку ӑна 24 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

65 ҫулти хӗрарӑм та "пиччӗшне кӑшӑлвирусран сипленме" х28 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Икӗ тӗслӗхӗнче те палламан ҫын хӑйне Сергей тенӗ.

Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Статистика
vladtime.ru сайтри сӑн
vladtime.ru сайтри сӑн

Шупашкарти ҫынсене ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса яраҫҫӗ кӑна. Кӑҫал 4 уйӑхра полицие унашкал 620 яхӑн заявлени панӑ.

Ҫак тапхӑрта Шупашкар ҫыннисем ултавҫӑсене 170 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Шар курнисен йышӗнче – 126 пенсионер, 49 студент, декрет отпускӗнче ларакан 9 хӗрарӑм.

Палӑртмалла: 2021 ҫулта Шупашкар ҫыннисем палламан ҫынсене 300 ытла пин тенкӗ куҫарса панӑ. Пӗлтӗр вара – 327 миллион тенкӗ.

 

Кӳршӗре
vsegda-pomnim.com сайтри сӑн
vsegda-pomnim.com сайтри сӑн

Мари Элти Туҫи Мари районӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Вӑрманта 4 лиҫван тата 3 хыр каснӑ иккен.

Кам каснӑ? Ҫак ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна тупнӑ. Вӑл — Чӑваш Ен арҫынни. Хайхискер 7 йывӑҫ касса вӗсене хӑйӗн УАЗӗпе киле илсе килнӗ, унтан хӑма ҫурнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл хӑмасенчен карта тытма палӑртнӑ.

Йӗрке хуралҫисем арҫыннӑн бензопӑчкине тата хӑмисене арестленӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫын 7 йывӑҫ касса патшалӑха 200 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ.

 

Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян кӑнтӑрла, 13 сехетре, Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑл хӗрринче сумка тупнӑ. Унта вара ҫар припасӗсем пулнӑ: патронсем, обрез.

Сумкӑна арҫынсем асӑрханӑ. Вӗсем пӗр тӑхтамасӑр полици ӗҫченӗсене чӗннӗ. Оперативлӑ ушкӑн вырӑна ҫийӗнче ҫитнӗ, ҫав лаптӑка карса илнӗ.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, сумка хуҫине шыраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/86259
 

Хулара
k-kompas.ru сайтри сӑн
k-kompas.ru сайтри сӑн

Пушӑн 19-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 67 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса хӑй ултавҫӑсен серепине ҫакланни пирки каласа кӑтартнӑ.

Ун патне темле арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе йӗрке хуралҫин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Такам хӗрарӑм ячӗпе кредит илесшӗн-мӗн. Ҫакна пӑрахӑҫламалла имӗш. Хӗрарӑма укҫана банка кайса илме ӳкӗте кӗртнӗ. Кунсӑр пуҫне ӑна кредит илме ыйтнӑ.

Ҫапла хайхискер палламан ҫынна 3,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. 219 пин тенки унӑн хӑйӗн пухни пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 47
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.06.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере шăпа янă паллăсене сăнамалла. Анчах вĕсе хăрушлăх пирки асăрхаттараççĕ-и е лайăххине калаççĕ-и - маларах калаймăн. Юнкун тупăшлă сĕнÿ илме пултаратăр. Эрнекун ĕçе пуçĕпех путăр - çапла элекрен хăтăлатăр.

Ҫӗртме, 20

2011
13
Чебанов Анатолий Сафронович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та