Шупашкарта сусӑрсене кӗмелли ҫурт умӗнче инвалидсем валли парковка пулман.
Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, Чулхула урамӗнче вырнаҫнӑ Чӑваш Республикинчи медицинӑпа экспертиза тӗп бюровӗнче инвалидсем медицинӑпа социаллӑ экспертиза тухаҫҫӗ. Анчах ҫав учреждени умӗнче сусӑрсен машинине лартма парковка пулман.
Асӑннӑ ҫурт умӗнхи территори Шупашкар администрацийӗн шутланать. Апла пулсан инвалидсем валли парковка тӑвассишӗн те вӑл яваплӑ. Халӗ кӑлтӑка пӗтернӗ.
Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчи Туҫи Ҫармӑсри шкула вӑхӑтра юсаса пӗтермен.
Тӗплӗ юсав епле пынине вырӑнти прокурор, Сергей Парамонов, тӗрӗсленӗ. Муниципалитет алӑ пуснӑ контрактпа килӗшӳллӗн, ӗҫе «Евростандарт21» организаци пурнӑҫлать. Ӗҫе кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ.
Надзор органӗ ӗҫе хӑвӑртлатмалли пирки унччен пӗрре асӑрхаттарнӑ-ха. Апла пулин те туса пӗтерменни самай иккен.
Комсомольски округӗнче ҫӗнӗ прокурора ҫирӗплетнӗ. Ку пукана унччен Тӑвай округӗн прокурорӗ пулнӑ юстицин аслӑ канашҫи Александр Данилов йышӑннӑ.
Александр Сергеевич 1978 ҫулта Канашра ҫуралнӑ. И.Н.Улянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетне пӗтерсен Куславкка районӗн прокурорӗн пулӑшуҫинче ӗҫленӗ. Кайран тӗрлӗ вырӑнта вӑй хунӑ. 2019 ҫултанпа вӑл Тӑвай районӗн прокурорӗ пулнӑ.
Аса илтерер: ӗнер Куславкка тата Тӑвай округӗсенче ҫӗнӗ прокурорсене ҫирӗплетнӗ.
Раҫҫей тӗп прокурорӗ Куславкка тата Тӑвай округӗсен прокурорӗсене ҫирӗплетнӗ. Куславкка тӑрӑхӗнче юстицин аслӑ канашҫи Владимир Николаев ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл – Вӑрнар тӑрӑхӗнчен. Чӑваш транспорт прокурорӗн, Тӑвай, Комсоольски районӗсен прокурорӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. 2019 ҫултан пуҫласа Шӑмӑршӑ районӗн прокурорӗ пулнӑ.
Тӑвай округӗн прокурорӗнче юстицин аслӑ канашҫи Олег Васильев ӗҫлӗ. 2019 ҫултан пуҫласа паянччен вӑл Комсомольски округӗн прокурорӗ пулнӑ.
Паян каҫхине Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокуров урамӗнче 4 ҫулти хӗрача 5-мӗш хутри чӳречерен тухса ӳкнӗ. Халӗ вӑл реанимацире выртать.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ача хваттерте ачасемпе тата аслӑ тӑванӗпе пулнӑ. Асли ҫав вӑхӑтра тепӗр пӳлӗмре пулнӑ. Инкек вырӑнӗнчи ҫынсем каланӑ тӑрӑх, чӳрече кӑшт уҫӑ тӑнӑ, москитлӑ сетка ҫук.
Вырӑна Ҫӗнӗ Шупашкар прокурорӗ Владимир Гришин ҫитнӗ. Прокуратура халӗ тӗрӗслев ирттерет.
Паян ЧР прокурорӗ Эдуард Гиматов Хӗрлӗ Чутай округӗн ҫӗнӗ прокурорӗпе паллаштарнӑ. Ку вырӑна юстицин аслӑ канашҫи Денис Антонов йышӑннӑ.
Денис Витальевич Шупашкарта 1983 ҫулта ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетне пӗтерсен Куславкка районӗн прокуратурин следователӗнче ӗҫленӗ. Унтан прокурорӑн аслӑ пулӑшуҫи те пулнӑ. 2020 ҫултанпа пуҫласа паянхи кунччен Шупашкарта юсанмалли учрежденисенче саккунасене епле пӑхӑннине тӗрӗслекен прокурорта вӑй хунӑ. Паянтан вӑл – Хӗрлӗ Чутай округӗн прокурорӗ.
Элӗк округӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсене халалланӑ палӑка ишсе антарни, юлашкисене ҫырмана персе тӑпрапа хуплани, пуҫӗ айккинче йӑваланса выртни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫак хыпар тӗнче тетелӗнче сарӑлнӑ. ЧР прокурорӗ Эдуард Гиматов ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерме хушнӑ.
Палӑка пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче Юнтапа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ, Элӗк округӗн администрацийӗ йышӑннипе ишсе антарма йышӑну тунӑ. Тӳре-шара каланӑ тӑрӑх, палӑк кивелнӗ, никӗсӗ ҫурӑлнӑ, ӑна ҫӗнетме май ҫук. Вӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх, палӑка гипсран тунӑ. Ял ҫыннисем вара вӑл бетонран пулнине ӗнентереҫҫӗ.
Палӑртмалла: Паллӑ мар салтак палӑкне 1970 ҫулта халӑх укҫпе ҫӗклесе лартнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи тӑватӑ ҫынна, туберкулезпа чирлӗскерсене, вӑйпах сипленме янӑ. Ҫакна прокуратура пулӑшнипе тунӑ.
Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак тӑватӑ ҫын туберкулезӑн уҫӑ формипе чирленӗ. Инфекци вара сывлӑш урлӑ ерет. Вӗсене пульницӑна сипленме чӗннӗ пулсан та итлемен. Ҫапла вӗсем ытти ҫын умӗнче хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ.
Прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд прокуратура ыйтнине тивӗҫтернӗ, арҫынсене медицина учрежденине сипленме вырттарнӑ.
Комсомольски округӗнчи хӗрарӑм 13 ҫулти хӗрачана пӑвма пуҫланӑ. Куншӑн вӑл судра явап тытнӑ.
Ку пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм, ӳсӗрскер, культурӑпа кану паркӗнче 13-ри хӗрачапа хирӗҫсе кайнӑ та ӑна майӗнчен ярса тытса пӑвма пуҫланӑ, «Вӗлеретӗп!» тесе кӑшкӑрнӑ. Унтан вӑл ӑна пуҫӗ патӗнчен тапнӑ.
Суд пулнӑ. Судья хӗрарӑма 200 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура хӗрачана кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн компенсаци шыраса илме суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд пӗр пайне тивӗҫтернӗ, хӗрарӑмран 35 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ.
Палӑртмалла: унччен ҫак хӗрарӑм судпа икӗ хутчен айӑпланнӑ.
25 ҫыннӑн руль умне ларма юраман. Ҫакна юлашки 5 уйӑхра Улатӑрти районсен хушшинчи прокуратура тупса палӑртнӑ.
Ҫак ҫынсене медтӗрӗрӗслев витӗр тухнӑ чухне тухтӑрсем руль умне ларма чарнӑ. Анчах вӗсен аллинче пурпӗрех водитель прави пулнӑ.
Прокуратура вӗсене водитель правинчен хӑтарас тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Хальхи вӑхӑтра 25 тавӑҫран 18-шне тивӗҫтерне.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |