Паян Шупашкарта Республика кунӗ кӗрлет. Уяв, паллӑ ӗнтӗ, ытти хӑш-пӗр тӑрӑхра та иртет. Пӑрачкав районӗнче, ав, ҫав ятпа ҫӗнӗ ача пахчи уҫнӑ, йывӑҫран бензин пӑчӑкпа хитре скульптура касса кӑларакансен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ ӗҫленӗ.
Шупашкарта паян 17 сехетре пин сасӑллӑ ача хорӗн сассипе киленме май килнӗ. Тӗп хуламӑрти Атӑл кӳлмекӗ патӗнчи Анне палӑкӗ патӗнче вӗсем валли ятарласа сцена хатӗрленӗ.
Аса илтерер, пирӗн республикӑран хора 614 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен 350-шӗ — Шупашкар ачисем. 384 ача Раҫҫейри 32 регионтан килнӗ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ хорӗ юрланӑ вӑхӑтра ҫумӑр ҫума пуҫлани те ачасене шиклентереймен. Ҫумӑртан хӳтӗленмеллисем тӑхӑнса вӗсем юрланӑ. Репертуарта чӑваш юррисем те пулнӑ.
Кӑҫал, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта ача-пӑча хорӗ юрлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Анне палӑкӗ умӗнче иртекен мероприятире 1000 ача юрлӗ. Пирӗн республикӑран 614-ӑн хутшӑнӗҫ. Вӗсенчен 350-шӗ — Шупашкар ачисем. 384 ача Раҫҫейри 32 регионтан килет, вӗсенчен пӗр ушкӑнӗ паян килнӗ.
Республикӑн Культура министерствин халӑх пултарулӑх секторӗн заведующийӗ Татьяна Дмитриева «Хыпар» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, репертуар пуян пулӗ: «Пусть всегда будет солнце» юрӑран пуҫласа «Вместе весело шагать» таранах.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пин ачаран чӑмӑртаннӑ хор чӑвашла та шӑрантарӗ: чи малтанах — Чӑваш Республикин Илле Тукташпа Герман Лебедев хайланӑ Гимнне, унтан — ытти кӗвӗ-ҫемӗне, ҫав шутра Филипп Лукин композиторӑн «Тӑри» юррине.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Тӗмен хулинче наци культурисен «Мост дружбы» (чӑв. Туслӑх кӗперӗ) облаҫри XXIII фестивалӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑннӑ.
Тюмень тӑрӑхӗнчи 20 ытла наци халӑхӗ хӑйсен апат-ҫимӗҫне ас тивтернӗ, концерт кӑтартнӑ, наци хӑй евӗрлӗхӗпе паллаштарнӑ. Кашни халӑхӑн тулли сӗтелӗ тӗрлӗ ӗҫме-ҫимепе илӗртнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Тӗмен хулинче чӑвашсен Акатуйӗ иртнӗччӗ. Вӑл тӑрӑхра пурӑнакан йӑхташӑмӑрсемшӗн вӑл чӑн-чӑн уяв пулнине шута илсе Свердловск облаҫӗнчен ҫитнӗ ҫын та пулнӑччӗ. «Хӑшӗ-пӗри чӑвашла пӗлмест, анчах йӑх-несӗлӗсене сума сӑвать, хӑйӗнче чӑваш юнӗ чупнине лайӑх пӗлет. 75-ри Нина Волова, ав, Тюмене Свердловск облаҫӗнчи Богданович ялӗнчен ҫитнӗ», — хыпарланӑччӗ ун чух.
Чӑваш Енри паллӑ тележурналист, поэт, драматург Марина Карягина Пӗтӗм Раҫҫейри литература фестивалӗнче пулнӑ. Унта ӑна йӗркелӳҫӗсем йыхравланӑ. Сумлӑ мероприятие кӑҫал иккӗмӗш хут йӗркеленӗ, ун чух вӑл Крымра иртнӗ.
Хальхине чикӗ леш енчи чылай ҫӗршывран: Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен, Францирен, Данирен, Польшӑран, Луганскран, Беларуҫран, Англинчен, Австринчен та та ытти ҫӗртен — поэтсем килнӗ.
Кӑҫалхи фестивале Марина Цветаева ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Программа пуян пулнӑ: куллен ӑсталӑх сехечӗсем, ҫавра сӗтелсем, тӗл пулусемпе хӑтлавсем иртнӗ. Еврази халӑхӗсен ассамблейин пӗрремӗш съезчӗ те фестиваль вӑхӑтӗнчех иртнӗ. Марина Цветаева пурӑннӑ ҫурт-музейра поэта халалланӑ сӑвӑсене вулакансен конкурсӗ пулнӑ. Писательсен хулинче, Переделкинӑра, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсемпе сӑвӑҫсен кӗнеке хӑтлавӗсем иртнӗ.
Фестивальте Казахстанӑн паллӑ поэтне Олжас Сулейменова ылтӑн медаль панӑ. Марина Карягинӑна вара кӗмӗл медальпе чысланӑ.
Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра ветерансен хорӗсем — 23. Вӗсенчен 15-шӗ халӑх ячӗллӗ.
Ветерансен хорне тӗрлӗ ҫулхисем ҫӳреҫҫӗ: тинтерех тивӗҫлӗ канӑва тухнисенчен пуҫласа тӑнлавне самаях пас тытнисем таранах. Хорта ытларах хӗрарӑмсем пулни те вӑрттӑнлӑх мар. Сӑлтавне специалистсем темле ӑнлантараҫҫӗ те, анчах, сӑнанӑ тӑрӑх, хӗрарӑмсем хастартарах, вӗсен кун-ҫулӗ те вӑрӑмрах.
Ҫав вӑхӑтрах чӗрӗ арҫынсем те ҫук мар. Ветерансен хорне ҫӳрекен 600 ытла кинемипе мучи хушшинче 96 ҫулти ҫын та пур. Арсений Питеркин ятлӑскер — хорта чи асли. Ку хыпара Чӑваш Республикин культура министрӗ Константин Яковлев ӗнер Ижевскри форумра пӗлтернӗ. Унта ватӑсене культура пурнӑҫне явӑҫтарассипе регионсенче епле ӗҫленине тишкернӗ. Пирӗн регион министрӗ ҫавӑнта доклад тунӑ.
Турцин кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ Мерсин хулинче иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче турккӑ поэчӗн Караджаогланӑн XV пӗтӗм тӗнчери поэзи каҫӗ иртнӗ. Унта чӑваш халӑх юррисене тӗрлӗ кӗвӗ хатӗрӗпе калама тата ҫав инструменчӗсене ӑсталама ӑста Микул Хумирек (Николай Фомиряков) хутшӑннӑ.
«Idel.Реалии» сайта Николай Фомиряков пӗлтернӗ тӑрӑх, XVII ӗмӗрти ҫурма легендӑлла сӑнара — Караджаоглана — турккӑсем сума сӑваҫҫӗ. Тата, вӑл ӑнланнӑ тӑрӑх, кашни ӗмӗрӗнех тата кашни вырӑнах тенӗ пекех хӑйсен Караджаогланӗ пур. XVI ӗмӗрте Караджаоглан хисепленӗ. Йозгат та хӑйӗн Караджаогланӗ пулнӑ. Азербайджансен те, туркменсен те пур. Чукурова районӗнче те урӑх Караджаоглан пулнӑ.
Турцире йӗркеленӗ концертра Николай Фомиряков шӑхличпа тӑм шӑхлич тата шӑпӑр каланӑ.
Чӑваш кӗнеке издательстви ҫамрӑк вулакансене ҫӗнӗ кӑларӑмсемпе савӑнтарсах тӑрать. Нумаях пулмасть Николай Ишентейӗн «Ачаш кулӑш вӑрттӑнлӑхӗ» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. «Кулӑш икӗ вӗҫлӗ патак пекех: йӑнӑша тӳрлетме те, ҫынна йӑнӑш ҫулпа чуптарма та, чӑнлӑха суяран уйӑрса илме те пултарать», — ҫакнашкал шухӑш ярӑмӗ кӑшӑлласа тӑрать те кӗнекери хайлавсене.
Авторӗ мӗнле, сӑнарӗсем те ҫапла. Николай Ишентей кӗнекине вуланӑ чухне чуна ҫывӑх ӑнлавсем тӗле килеҫҫӗ. Ачаш тени — чӑваш кӑмӑлне, ултав тени усал сунӑма палӑртаҫҫӗ. Ҫулта-йӗрте такӑнтаракан Тунката та тараватлӑ пулать иккен.
Тӗслӗх вырӑнне «Самана сиплевҫисем» калавах илер. Чӑваш Енрен ютлӑха ӗҫ шырама кайнӑ ҫынсем тӗлӗнмелле ҫӗршыва ҫитсе тухаҫҫӗ — аслӑ шывӑн пӗр енче Ырӑ тӑван хуҫаланать, тепӗр енче — Усал шуйттан. Тӗнче касса ҫӳрекенсем тавлашса каяҫҫӗ: «Ӑҫта пурӑнма аванрах — Ыр тӑван ҫумӗнче е Усал патша патӗнче?» Тавлашсан та вӗсем пӗр шухӑш патне пырса тухайман, тӗрлӗ ӗҫре тар юхтарса, тӗрлӗ хуҫа патӗнче муритленсе ал тупанне ӑшӑтмалӑх ӗҫ укҫи илнӗ те киле ывӑнса, вӑйран кайса таврӑннӑ. Тӗрӗс-тӗкел ҫаврӑнса килни аван — ӗҫчен алла тӑван тӑрӑхра тӑван ҫӗр кӗтет.
Мурманск облаҫӗнчи ӳнер музейӗнче вӑл тӑрӑхри чӑвашсен наци автономийӗн ертӳҫин Раиса Сардакован куравӗ уҫӑлнӑ. Унта вӑл хай ӑсталанӑ ӗҫсене тӑратнӑ.
Аякра пурӑнакан чӑвашсен наци автономине ертсе пыракан хастар ҫак хӗрарӑм чӑваш тӗррипе тахҫанах кӑсӑкланать. Кӑсӑкланать кӑна та мар, Раиса Степановна чӑваш ҫи-пуҫне ӑсталать. Тепӗр чух пӗр ӗҫе пурнӑҫлама ӑна ҫулталӑк та кирлӗ иккен. Апла пулин те Раиса Садакова вӑхӑта шеллемест. Чун юратнӑ ӗҫе вӑл ачисемпе мӑнукӗсене хӑнӑхтарать.
Ӳркенмен хӗрарӑм чӑвашсен культурипе ҫыхӑннӑ Мурманскри мероприятисене вӗҫӗмех хутшӑнать. Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче уҫӑлнӑ курав ал ӑстин пултарулӑхӗпе туллин паллаштарать. Курав ака уйӑхӗн 23-мӗшӗччен пырӗ.
Ҫак кунсенче Тутарстанри Пӑва (Буинск) драма театрӗнче регионсен хушшинчи театраллӑ фестиваль пырать. Унта чӑваш театрсене чӗнмен. Ҫак ҫинчен «Idel.Реалии» сайт пӗлтерет.
Мӗншӗн пире йыхравламан? Ҫак ыйтуна хӑш-пӗр кӳршӗ республикин театр ӗҫтешсем хуравлаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чӑваш театрсенче ӳсменни (застой) лару-тӑру имӗш.
Тӗрӗс-и ку шухӑш? Эпӗ ку ыйтуна — «Тӗрӗс мар!» тесе хуравлатӑп. СССР пӗтнӗ хыҫҫӑн чӑваш театрсенче нумай ырӑ улшӑнусем иртсе кайрӗҫ. Актуаллӑ, пурнӑҫа ҫывӑх, тӗрӗс кӑтартакан пулӑмсене чӑваш театрсенче хамӑр артистсем ӑста выляҫҫӗ.
Тӗслӗхсем — Шупашкарти Константин Иванов ячӗллӗ академи драма театрӗнче Анатолий Хмытӑн «Сутӑн илнӗ чыс» спектакльне илӗпӗр. Унта Афган вӑрҫинче пулнӑ хӑрушӑ пулса иртнӗсем, вилӗм, бомбӑсемпе, ракетӑсемпе мирлӗ кишлаксене пӗтерни, чӑваш салтака плена илни, моджахедсем, совет ҫар ҫыннисем наркӑмӑшсене (наркотиксене) унтан СССР пата вӑрттӑн яни.
Ҫакна кӑтартакан ҫинчен хӑш-пӗр «афгансен» пӗрлӗхӗн ертӳҫисем, «замполитсем» килӗшмен. Вӗсем ҫӑхавсемпе ЧР Культура министерствине, театрӑн худрук патне кайса ҫӳрени сахал мар пулнӑ.
Пуш уйӑхӗн 11–12-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче вокалпа хореографи, театрпа художество тата инструмент пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри иккӗмӗш фестивалӗ иртнӗ.
«Калейдоскоп талантов» (чӑв. Пултаруллисен калейдоскопӗ) конкурсра «Эстрада вокалӗ» номинацире Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен, ҫавӑн пекех хамӑр республикӑри уҫӑ сасӑллӑ та хитре юрлакан ачасем ӑмӑртнӑ.
Патӑрьелти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекен ачасем те конкурсра хастар пулнӑ. Унтан «Звуки детства» (чӑв. Ачалӑх сасси) вокал ушкӑнӗ, Ильяс Атаказов, Зиля Субханкуллова, Келли Мишина, Линара Куликова, Мефодий Галкин, Василя Салихова савӑк кӑмӑлпа таврӑннӑ. Арина Селенина тата Залина Шагаева I степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |