Ҫӗмӗрле хулине ертсе пыракансене Чӑваш Ен Элтеперӗнчен Михаил Игнатьевран паян сӑмах лекнӗ. Унта халӑхран укҫа сахал пухаҫҫӗ иккен. Пули-пулмишӗн мар, паллах. Ӗҫ тума.
Тепӗр район-хулара урамсене сарма, парксене ҫӗнетме тата ытти ҫавӑн пек ӗҫе пурнӑҫлама укҫа пухаҫӗ. Пӗр пайне, пӗчӗккине, ҫынсем пуҫтарса параҫҫӗ, ыттине хыснаран уйӑраҫҫӗ. Тепӗр ҫӗрте кун енӗпе ӗҫе питӗ аван йӗркелесе янӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте аплах мар. Михаил Игнатьев Элтепер ҫӗмӗрлесене хастартарах пулма хушнӑ.
Унта паян пулнӑ май республика ертӳҫи хулана ертсе пыракан тӳре-шарапа курнӑҫнӑ, муниципалитетӑн ҫур ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетекен пухӑва хутшӑннӑ, вырӑнти шкулсенчен пӗринче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне епле хатӗрленнипе паллашнӑ, хулара хута янӑ ҫӗнӗ котельнӑя кӗрсе тухнӑ.
Ҫулталӑк тата ҫур ҫул вӗҫленсен районсенче ҫав тапхӑрти ӗҫ-хӗле пуху пухса пӗтӗмлетесси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Вӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та яланхиллех ҫитет. Унпа пӗрле республикӑн тӗрлӗ (тӗслӗхрен, финанс, экономика, ял хуҫалӑх) министерствисен пуҫлӑхӗсем те вырӑна тухса каяҫҫӗ, районпа хула аталанӑвне тишкерсе тухса калаҫҫӗ.
Пӗтӗмлетӳллӗ пуху паян харӑсах икӗ ҫӗрте: Улатӑр районӗнче тата Улатӑр хулинче — иртнӗ.
Улатӑр районӗнчи муниципалитетӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе Нина Шпилевая сити-менеджер паллаштарнӑ, Улатӑрта — хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов. Пухӑва вырӑнти депутатсене, тӗрлӗ предприяти-организаци, учреждени ертӳҫисене, ытти пуҫлӑхпа тӳре-шарана, вырӑти хастарсене йыхравланӑ.
Евразири ҫӗршывсен вырӑнти влаҫӗ конгресӗ кӗркунне Шупашкара пуҫтарӑнӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче нумаях пулмасть «Объединенные города и местные власти» (чӑв. Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫсем) Евразири уйрӑмӗн Хусанти тӗп ҫыруҫи Расих Сагитов пулнӑ. Пӗр кунлӑх визит вӑхӑтӗнче хӑна Шупашкар хула ертӳҫисемпе Евразири ҫӗршывсенчи вырӑнти влаҫсен конгресӗ «На пути к реализации целей устойчивого развития» (чӑв. Ҫирӗп аталанӑвӑн тӗллевӗсене пурнӑҫламалли ҫул ҫинче ) ятпа пухӑнассине сӳтсе явнӑ.
Ҫапла вара Европӑри тата Раҫҫейри ҫӗршывсенчи ҫӗр ытла мэр кӗркунне пирӗн республикӑн тӗп хулине, Шупашкара, пуҫтарӑнӗ.
Шупашкар хулине конгресс ятарлӑ танлаштарӑм ирттернӗ хыҫҫӑн суйласа илнӗ иккен.
Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсем иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетме пухӑнӗҫ. Пуху республикӑн Наци вулавӑшӗнче 10 сехетре пуҫланӗ.
Таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн яваплӑ ҫыруҫи тата Чӑваш Ен наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, пухӑва пынисене 9 сехет те 30 минутра шута илме пуҫлӗҫ.
Пухӑвӑн кун йӗрки те халех паллӑ. Иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнипе пӗрлех малашлӑхри аталанӑва палӑртӗҫ. Таврапӗлӳҫӗсем пӗлтӗр пичетленyӗ чи лайӑх кӗнекесен авторӗсемпе чи маттур краеведсене чыслама та ӗмӗтленеҫҫӗ.
Пухуччен ял тӑрӑхӗсемпе районсенчен, шкулсенчен, gултарулӑх ҫурчӗсенчен, вулавӑшсенчен, музейсенчен, клубсенчен, архивсенчен тата ытти учреждени-организацирен делегатсем суйлӗҫ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн тӗп хулинчен аякра вырнаҫнӑ муниципалитетсенче пулнӑ.
Аса илтерер, хальхи вӑхӑтра районсемпе хуласем иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетеҫҫӗ. Пӑрачкав тата Улатӑр районӗсенче, ҫавӑн пекех Улатӑр хулинче ун пек пухусем иртнӗ. Пӗтӗмлетӳллӗ ларуччен Михаил Васильевич вырӑнти муниципалитетрах вӗсен ертӳҫисемпе тата сити-менеджерсемпе тӗл пулнӑ, ӗҫлӗ ыйусене сӳтсе явнӑ.
«Правда ПФО» интернет-хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӑрачкав салинче отчетлӑ пуху пуҫланиччен 15 минут маларах ҫеҫ суйлав пирки аса илтерекен баннер вырнаҫтарнӑ. Кун пирки вӗсене хӑйсен шанчӑклӑ ҫӑлкуҫӗсем систернӗ имӗш.
«Выбираем будущее» (чӑв. Пуласлӑха суйлатпӑр) баннера васканипе-ши реклама щичӗн пӗр енне ҫеҫ ҫакса хунӑ, щитӑн тепӗр енӗ ҫара тӑрса юлнӑ иккен.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Красноармейски районӗнче Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта район администрацине ҫывӑх вӑхӑтра кам ертсе пырассине палӑртнӑ.
Аса илтерер, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн юлашки кунӗнче Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Молотков контрактпа пӑхса хӑварнӑ вӑхӑт ҫитичченех хӑйне ӗҫрен хӑтарма ыйтнӑччӗ. Вӑл кайнӑ хыҫҫӑн район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне Яков Григорьев пурнӑҫланӑччӗ.
Красноармейски район администрацине Александр Кузнецов ертсе пырӗ. Ҫӗнӗ ӗҫе куҫиччен вӑл 2004 ҫултанпа хӑйӗн тӑван Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхне ертсе пынӑ.
Ял администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ унӑн биографийӗпе паллашсан Александр Кузнецов Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техрикумӗнче вӗренни курӑнать. Автомеханикра та, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫинче те ӗҫленӗ.
Ҫак кунсенче республикӑри район-хулара пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетекен пухусем иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Маларах, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, шӑмӑршӑсемпе патӑрьелсем, муркашсем пуҫтарӑннӑ. Ӗнер ун пек пухусем Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар районӗсенче иртнӗ.
Кӳкеҫринче Шупашкар район пульницин тӗп тухтӑрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Елена Петрова унти тухтӑрсен пулӑшӑвӗпе халӑхӑн 90 ытла проценчӗ кӑмӑллӑ тесе ӗнентернӗ. Пухӑва хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку цифрӑна шанмасӑртарах йышӑннӑ. «Ыйтӑма хӑвӑр ирттеретӗр-им?» — тӗлӗннине пытарман республика ертӳҫи. «Медицина страхованийӗн фончӗ», — хуравланӑ шурӑ халатлисен ертӳҫи.
Михаил Васильевич Шупашкар районӗнче халӑхӑн 40 проценчӗ тухтӑрсемпе кӑмӑлсӑр тесе шухӑшланине пӗлтернӗ. Чӑн та, хӑш-пӗр ҫӗрте фельдшерпа акушер пункчӗсене хупнӑ, хӑш-пӗр вырӑнта черет вӑрӑм...
Чӑваш Енри район-хулара иртнӗ ҫулхи ӗҫе пӗтӗмлетме пуҫларӗҫ. Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Куславккара пуху иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Пухуччен Михаил Игнатьев Куславкка район пуҫлӑхӗпе Юрий Петровпа тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Андрей Васильевпа тӗл пулнӑ. «Ертӳҫӗсем муниципалитетӑн бюджечӗ пирки сӳтсе явнӑ, районӑн малашнехи аталанӑвӗн ҫул-йӗрӗ ҫинчен калаҫнӑ», — хыпарланӑ Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче.
«Ӗҫ укҫин парӑмӗ пачах та пулмалла мар. Халӑхӑн пурнӑҫ шайне ӳстерсе пымалла. Вӗрентӗве, сывлӑх сыхлавне аталантарассипе ҫине тӑмалла. Халӑха ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерес ыйтупа та пысӑк тимлӗх уйӑрмалла», — тесе палӑртнӑ Михаил Игнатьев.
Ыран Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсенче пухусем иртӗҫ, шӑматкун — Муркашра.
Чӗмпӗрти 64-мӗш шкулта чӑвашсен пӗрлехи йӗркелӳ пухӑвӗ иртнӗ. Унта вӗсем «Ниме» ятлӑ вырӑнти чӑваш культура центрӗ туса хума йышӑннӑ. Пухӑннисем Устав ҫирӗплетнӗ, ҫаплах правлени членӗсене тата ун председательне суйланӑ. Председателӗ — Герман Мадюков. Правление председательсӗр пуҫне ҫаксем кӗнӗ: В.Ярухин, Ф.Улендеева, Е.Уресметова, Д.Кузьмин. Ревизор — Н.Еграшкина. Ҫавӑн пекехвӗсем 2017 ҫул вӗҫне тата 2018 ҫул валли плансем тунӑ. Плана кӗртме ҫӗнӗ сӗнӳсем те йышӑнма хатӗрри пирки вӗсем Чӑваш халӑх сайтне пӗлтерчӗҫ.
«Тӑван халӑхшӑн, чӑваш культуришӗн ырӑ ӗҫсем тума кӑмӑл тӑвакансене, таврана илемлӗрех тӑвасшӑн ҫунакансене хамӑр пата йыхравлатпӑр. Эпир Чӗмпӗр хули территорийӗпе ӗҫлетпӗр. Ӗҫ пурин валли те ҫитет, килӗр. Ырӑ тума васкӑр! Ыйтса пӗлмелли телефон: 8-909-359-89-52», — пӗлтерчӗҫ вӗсем хӑйсен ҫырӑвӗнче.
Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Владислав Софронов ӗнер ӗҫлеме пӑрахнине Чӑваш халӑх сайчӗ паян ирех пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер тата тепӗр ҫын та унчченхи пукана хӑварнӑ. Ку ҫын — Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Молотков. Контрактпа пӑхса хӑварнӑ вӑхӑт ҫитичченех хӑйне ӗҫрен хӑтарма ыйтса вӑл ҫырнине Районти депутатсен пухӑвӗ ӗнер черетсӗр, 22-мӗш, ларӑва пухӑнсах пӑхса тухнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне халӗ Яков Григорьев пурнӑҫлать.
1965-мӗш ҫулта Красноармейски районӗнче ҫуралнӑ Сергей Молотков кандидатурине районти Депутатсен 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ пухӑвӗнче пӑхса тухса ҫирӗплетнӗччӗ. Сергей Львович унччен те район администрацийӗнчех ӗҫленӗччӗ. Ун чухне вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче — ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |